Культура
Нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ачӑ-пӑчапа ҫамрӑксен библиотекинче «Проект, который выигрывает» (чӑв. Ҫӗнтерекен проект) ӑсталӑх сехечӗ иртӗ. Культура политики тата социокультура программировани енӗпе ӗҫлекен специалист, эксперт, Лондонта «Культурная дипломатия, политика и отношения» (чӑв. Культура дипломатийӗ, политика тата хутшӑнусем) магистр программине вӗренсе тухнӑ Надежда Пономаренко ҫав кунах интерактив мелӗпе тухса калаҫӗ. Вӑл Лондонти тата Мускаври культура организацийӗсенче ӗҫлесе опыт пухнӑ. Ӑсталӑх сехечӗ 10 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен пырӗ. 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен Надежда Пономаренко ӑсталӑх сехетне хутшӑнакансен ыйтӑвсене хуравлӗ. Тӳлевсӗр мероприятие культура учрежденийӗсен ертӳҫисене, ӗсченӗсене, культура менеджерӗсене, асӑннӑ темӑпа кӑсӑкланакан мӗнпур ҫынна хутшӑнма сӗнеҫҫӗ. Регистрациленес тесен ҫак каҫӑпа иртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Героям – быть!» (чӑв. Паттӑрсем пулмалла!) пӗтӗм ҫӗршыври проекта Чӑваш Енри ҫын та хутшӑнать. Асӑннӑ проект социаллӑ яваплӑ ҫынсемпе паллаштарать. Проект йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршыври ҫӗршер пин ҫын машина тӑвас, металлурги, энергетика, нефтехими, йывӑр промышленноҫӑн ытти отраслӗнче тӑрӑшать. Кӑткӑс та яваплӑ ӗҫре вӑй хуракан ҫав ҫынсем йывӑр смена тата ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн нимеҫӗ пулса тӗрлӗ енӗпе тимлеҫҫӗ. Ҫав йышра Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗн директорӗ Альберт Сергеев та вӑл. Проекта вӑл «Оберегая планету» (чӑв. Планетӑна сыхласа) номинацире хутшӑнать. Альберт Николаевич тӑван тӑрӑхӗшӗн, Элӗк районӗнчи Анаткас Татмӑш ялӗшӗн, тӑрӑшать. Вӑл унти чылай вырӑна хӑтлӑх кӗртнӗ. Черетре — Атӑк ҫӑлӗ. Ялти хастарсемпе энтузиаст ӗҫе пуҫӑннӑ ӗнтӗ. Альберта Сергеевшӑн ҫак каҫӑпа https://clck.ru/aruR5 сасӑламалла. Ҫак ӗҫе нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗччен туса ӗлкӗрмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ача-пӑча литературин «ПроДетЛит» пӗтӗм ҫӗршыври энциклопедийӗн электрон бази пӗрмаях ҫӗнӗ авторсемпе, иллюстраторсемпе, куҫаруҫӑсемпе, издательствӑсемпе, журналсемпе, литература премийӗсемпе тата конкурссемпе пуянланса пырать. Виртуаллӑ энциклопедире хальхи вӑхӑтра Раҫҫейпе тӗнчери 450-а яхӑн ят. Ҫав шутра Павел Бажов, Самуил Маршак, Корней Чуковский, Сельма Лагерлёф, Юнна Мориц, Марк Твен тата ыттисем те пур. Халӗ ҫав список Чӑваш Енри авторпа пуянланнӑ. Вӑл — Ольга Васильева (Федорова) прозаик, куҫаруҫӑ, журналист, ача-пӑча кӗнекисен редакторӗ. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствнче ача-пӑча литературин тӗп редакторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Культура
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче эпир, пулас артистсем, 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Училище Мускаври Малый театр ҫумӗнче вырнаҫнӑ пирки пире унта ытларах Малый театрта ӗҫлекен артистсем вӗрентетчӗҫ. Эпир, паллах, малтанах актер ӑсталӑхӗпе пире миҫе педагог вӗрентме пултарассине пӗлме пултарайман. Шупашкарта конкурссем иртнӗ май, юлашки иртекен турсенче эпир хамӑрӑн пулас икӗ преподавателе пӗлеттӗмӗрччӗ-ха. Вӗсем пире суйласа илме ятарласа Шупашкара килнӗччӗ. Пӗри вӑл — пирӗн пулас илемлӗх ертӳҫи — Владимир Константинович Смирнов, тепри актер ӑсталӑхне вӗрентекен — Наталия Алексеевна Петрова. Сентябрьте пӗрремӗш курсра вӗренме пуҫласан черетпе тенӗ пек пирӗн пата актер ӑсталӑхӗпе вӗрентекен ытти педагогсем килме пуҫларӗҫ. Ҫапла пӗрремӗш курсра юпа (октябрь) уйӑхӗн пуҫламӗшӗнче пирӗн пата Виталий Мефодьевич Соломин килчӗ. Виталий Соломин киноартиста эпӗ ача чухне, хам 11-12 ҫулсенче ялти клубра «Даурия» фильмра курнине астӑватӑп. Вӑл кинона клубра кӑтартма час-часах илсе килетчӗҫ те, эпӗ ӑна темиҫе хут та пӑхнӑччӗ. |
Культура
rusdram21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ тӗп режиссёрпа паллаштарнӑ. Тилхепене 50 ҫулти Александр Кладькона тыттарнӑ. Александр Иванович — театрпа кино актёрӗ тата режиссёрӗ. Вӑл 1971 ҫулта Украинӑри Одесса хулинче ҫуралнӑ. Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче, каярах унтах режиссура кафедринчи аспирантурӑра вӗреннӗ. Фонтанкӑри Ҫамрӑксеен театрӗнче артистра ӗҫленӗ, Псковри А.С. Пушкин ячӗллӗ академи драма театрӗн тӗп режиссёрӗнче ӗҫленӗ. Вӑл режиссёр пулса лартнӑ ӗҫсем тӗрлӗ конкурсра ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Антонина Андрееван Фейсбукри страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн ертӳҫ Антонина Андреева республикӑри тӗрлӗ шкула ҫитсе «Тӑвӑлта ҫуралнӑ Ҫеҫпӗл» ятпа лекцисем ирттерет. Вӑл, сӑмахран, Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт шкулӗнче пулнӑ. «Халӗ Пушкин картти пуррине кура Ҫeҫпӗл Мишшин асӑну ҫулталӑкӗ пирки калаҫма шкул ачисемпе тӗл пулма аван!» — тесе хыпарланӑ музей ертӳҫи. «Пит аван пулчӗ пӗp шухӑшлӑ та пултаруллӑ чӑваш лекторне итлеме... Тавах сире, Антонина Васильевна, ачасене черчен те хастар чӗреллӗ Ҫeҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ урлӑ чӑвашлӑха упрама, хисеплеме вӗpeнтсе чӗнсе каланӑшӑн...» — тав туса ҫырнӑ Фейсбукра Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ, халӗ Етӗрне районӗнче пурӑнакан чӑваш чунӗллӗ хастар Марина Якимова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Шупашкарта «Чӑн Чӑваш» чӑвашла хутшӑну клубӗн иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ку хыпара Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Виктор Чугаров режиссёр Фейсбукра ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, пӗлтернӗ. «Пирӗн хӑна «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» юхӑмӑн ертӳҫи Вячеслав Платонов пулчӗ. Вӑл пире 1991 ҫулта йӗркеленӗ чӑваш культурин «Пайтул» обществи ҫинчен каласа пачӗ. «Ҫӳлти Хӑват» тата «Хӗвеллӗ кустӑрмасем» пӗрле ырӑ ӗҫсем малалла ирттересшӗн...», — тесе хыпарланӑ хулара ӳссе чӑваш чӗлхине хӑй ҫине тӑнипе вӗреннӗ Виктор.
|
Культура
Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче« Асамлӑ йӗке» ӑсталӑх класӗ ирттерессине унччентерехех йӑлана кӗртсе янӑччӗ. Музей етӳҫи Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑм арлама вӗренес шухӑшпа кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннисем: Алина Владимировна ятлӑ хӗрарӑм хӑйӗн Анук хӗрӗпе пырса ҫитнӗ. «Ҫӑм арлаccи — авалхи алӑ ӗҫӗ. Вӗренме пит ҫӑмӑлах мар, хӑвӑртах пулаймасть. Сулахай алли сылтӑмми патне туртӑнасшӑн — тем пекех пулӑшас килет унӑн, анчах вӗсен кашнийӗн хӑйне уйрӑм ӗҫ. Йӗке асамлӑх кӑтартрӗ — вунӑ ҫулхи Аньӑна арлама вӗрентрӗ! Паянлӑха йӗкесем ывӑннӑ, халь канаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ Антонина Андреева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшне «Хроники жизни и деятельности В. К. Магницкого: историко-биографическое издание» кӗнекене парнеленӗ. 2020 ҫулта Хусанта пичетлесе кӑларнӑ кӗнекене вулавӑша искусствоведени кандидачӗ Екатерина Ключевская парнеленӗ. Асӑннӑ кӑларӑма Василий Магницкий (1839-1901) историк, этнограф, Хусан тӑрӑхӗнчи паллӑ ӑсчах ҫуралнӑранпа 180 ҫул ҫитнине халалласа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл пирӗн, чӑвашсен кун-ҫулне те нумай тӗпченӗ. Кӗнеке авторӗ — Василий Магницкийӗн темиҫе йӑхри тӑванӗ Екатерина Ключевская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Фейсбукри Ирина Оленкинан страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Константин Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш халӑх поэчӗпе, куҫаруҫӑпа, общество ӗҫченӗпе Юрий Сементерпе тӗл пулнӑ. Тӗлпулуччен маларах поэтӑн 80 ҫулхине халалласа «Тебе пою, Чувашия моя» курав хатӗрленӗ. Поэтпа тӗлпулма Шупашкарти медицина коллеждӗн студенчӗсене йыхравланӑ. Поэт сӑвӑсене епле ҫырни ҫинчен класа кӑтартнӑ. Автор тӑван ҫӗре, амӑшне халалласа, ҫынсен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи паттӑрлӑхне мухтаса, юратупа хӑпартланса ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ. Юрий Сементер сӑввисемпе тӗрлӗ композитор 300 ытла сӑвва юрра хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |