Политика
Правӑна хӳтӗлекен Алексей Глухов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Алексей Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарать. Аса илтерер: вӑл ҪҪХПИ пуҫлӑхӗнче 2008 ҫултан пуҫласа 2011 ҫулччен ӗҫленӗ. Кун хыҫҫӑн органсенчен кайнӑ. Сӑмах май, 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа унӑн ывӑлӗ Чӑваш Енри наци гвардине ертсе пырать. Ку структура ОМОНа кӗрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар депутачӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ? Официаллӑ даннӑйсене ӗненес тӗк, «МЦ Медэкспресс» обществӑн коммерци директорӗ Владислав Кригер 71 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Икӗ ҫулта унӑн енчӗкӗ 155 миллион тенкӗпе хулӑнланнӑ. Чӑн та, кунашкал хисеп ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсене тӗлӗкре курӑннӑ-ши? Иккӗмеш вырӑнта — «Интертелеком» директорӗ Юрий Борисов. Вӑл 47,6 миллион тенкӗ илнӗ. «Ваши окна» компанин директорӗ Владимир Радин 10,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. «Чӑвашгоснаб» директорӗ Валерий Антоновӑн енчӗкне 8,7 миллион тенкӗ кӗнӗ. «Юрат» гендиректорӗ Александр Андреев 5,6 миллион тенкӗ тупӑш тунӑ. Пилӗк депутат декларацире 200 пин тенкӗрен сахалрах тупӑш кӑтартнӑ. Вӗсен йышӗнче — Кирилл Семенов (196 пин), Алексей Никитин (24,5 пин), Сергей Муравьев (усламҫӑ), Антон Ковалев («Забота» фондӑн тӗп юрисчӗ), Ильяс Калмыков (усламҫӑ) декларацире 96 пин тенкӗ кӑтартнӑ. Хула мэрӗ Ирина Клементьева 1,3 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫак кунсенче ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайтӗнче тӳре-шара мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Паллах, иртнӗ ҫул ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуринчен те ытларах ӗҫлесе илнӗ: 3,74 миллион тенкӗ. Ку пӗлтӗрхинчен 250 пин тенкӗ ытларах. Кунсӑр пуҫне хушма тупӑш пур: 424 пин тенкӗ. Ҫапла пӗтӗмӗшле хисеп 4,16 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Иван Моторин премьер-министрӑн тӗп тупӑшӗ ытларах: 4,35 миллион тенкӗ. 900 пин тенки – пурлӑх сутнӑ тупӑш. ЧР Элтеперӗн администрацийӗн ертӳҫи Юрий Егоров пӗлтӗр 3,51 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветковӑн тупӑшӗ 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Финанс министрӗн Светлана Енилинӑн тупӑшӗ – 2,85 миллион тенкӗ. Вӑл пӗлтӗрхинчен 255 пин тенкӗ сахалрах ӗҫлесе илнӗ. Экономика министрӗ Владимир Аврелькин 2,8 миллион тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Ӗҫлев министрӗ Сергей Дмитриев, спорт министрӗ Сергей Шелтуков, ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, информаци политикин министрӗ Александр Иванов пӗлтӗр 2 миллион тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Николай Федоров Чӑваш Ен президенчӗ пулнӑ чухне аппаратра ӗҫленӗ Владимир Тимофеев Карели Республикин пуҫлӑхӗн стратеги аталанӑвен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Карели Республикин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Артур Парфенчиков ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хушӑва алӑ пуснӑ. Владимир Тимофеев Шупашкарта ҫуралнӑ, кунтах аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1996 ҫултанпа вӑл Шупкшарти тӗрлӗ коммерци организацийӗнче ӗҫленӗ. 2006 ҫултанпа ЧР Патшалӑх Канашӗн комитечӗн председателӗ пулнӑ. 2009 ҫулта ЧР президенчӗн администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче ӗҫленӗ. РФ Ял хуҫалӑх министерствине Николай Федоров ертсе пынӑ чухне унта вӑй хунӑ, кайран коммерци ӗҫне кӳлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗнӗ Шупашкарти митинг Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗ Шупашкарти ГЭС дирекцийӗ умӗнчи лапамра митинг ирттернӗ. Партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн сайтӗнче ҫырнине ӗненсен митинга 300-е яхӑн ҫын тухнӑ. Пуҫтарӑннисем умӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Олег Николаев, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Игорь Моляковпа Сергей Семенов, «Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗ» общество организацийӗн республикӑри ертӳҫи Тамара Манаева, Григорий Михайлов хастар, 10-мӗш пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра пурӑнакансен канашӗн ертӳҫи Элеонора Щетинина тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Борис Талатин тухса калаҫнӑ. Митинга пухӑннисем ҫӗршыв ертӳҫи ячӗпе резолюци хатӗрленӗ. Унӑн пункчӗсенчен пӗри — Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева вӑхӑт ҫитичченех отставкӑна яма ыйтни. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче ЧР Элтеперӗн администрацийӗ ҫӗнӗ машинӑсем илмешкӗн аукцион ирттернине пӗлтернӗ. Парк валли икӗ автомашина туянасшӑн. Пӗр машинӑн хакӗ – 1 миллион тенкӗ те 390 пин те 143 тенкӗ. Ку укҫа республика хыснинчен килӗ. Пӗтӗмпе автобазӑна ҫӗнетме 2,7 миллион тенкӗ кайӗ. Машинӑн мӗнле пулмаллине палӑртнӑ. Ӑна пӑхас тӑк вӗсене «Тайота Камри» тивӗҫтерӗ. Ку машинӑна чиновниксем уйрӑмах юратаҫҫӗ пулмалла. Аукционра кам ҫӗнтерни ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палла пулӗ. Сӑмах май, Михаил Игнатьевӑн автобази Ҫӗнӗ ҫул умӗн виҫӗ иномаркӑпа пуянланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Мускавра паян Чӑваш Енӗн экономика потенциалӗн хӑтлавӗ иртнӗ. Мероприятие РФ Ют ҫӗршыв министерствинче йӗркеленӗ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та унта хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех хӑтлава РФ ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Сергей Лавров, Федераци Канашӗн, Патшалӑх Думин, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен элчисем хутшӑннӑ. Унта ют ҫӗршыв дипломат ведомствин 96 элчи килме килӗшнӗ. Ют ҫӗршыв дипломачӗсене Чӑваш Республикипе паллаштарнӑ, экономика потенциалӗ, проектсем пирки каласа кӑтартнӑ. Мероприятин тӗп тӗллевӗ – ют ҫӗршыв инвесторӗсене илӗртесси. Хӑнасем чӑвашсен апат-ҫимӗҫне, наци костюмӗсемпе йӑли-йӗркипе курма пултарнӑ. Сӑмах май, кунашкал хӑтлав Владимир, Чӗлепи, Омск, Тӗмен облаҫӗсен, Кӑнтӑр Уралӑн пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Олег Мешков Чӑваш Енри депутатсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Хӑш депутат чи нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ? Декларацисене тишкерсен пӗрремӗш йӗркене «Букет Чувашии» компанин ертӳҫи Олег Мешков йышӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫул 21 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тӑватӑ ҫӗр лаптӑкӗ. Мӑшӑрӗн ҫӗр лаптӑкӗ пур. Депутатӑн ҫавӑн пекех йывӑр тиевлӗ 9 машина, автобус пур. Арӑмӗн 9 фургон, тӑватӑ ҫурмаприцеп, икӗ автопогрузчик пур. Иккӗмӗш вырӑнта — «Акконд» директорӗ. Вӑл 16 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Николай Угаслов. Унӑн тупӑшӗ — 14 миллион тенкӗ ытла. Арӑмӗ вара 135 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Елена Бадаева пӗлтӗр 14 пин тенкӗ ытла илнӗ. Андрей Углов депутат, «Элара» савутӑн генеральнӑй директорӗ, 14 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Палӑртмалла: хӑш-пӗр депутатӑн катер, ҫӑлав плочӗсем, тракторсем, грузовиксем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Игорь Моляков (хыҫалти ретри) тата Петр Краснов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗсене ҫӳрекенсем унти ларусем кичем иртменнине, хӑш чух путишлерех самантсем те сиксе тухнине асӑрханах пулӗ. Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ сессире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерсе отчет турӗ. Доклада сӳтсе явнӑ чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ишӗлекен ҫурт-йӗртен граждансене куҫарас программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ май ҫапларах ҫавӑрттарса хучӗ: «Пилӗк миллиард илнӗ, эпӗ ҫирӗплетсе каламастӑп, анчах ҫав 5 миллиарда вӑрласа пӗтермен-ши тесе шикленетӗп». Сессие тӗнче тетелӗнче трансляциленӗрен ӑна кирек кам та итлеме пултарать. Чӑваш Енӗн Юстици министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Моляков сӑмахӗ обществӑна начар витӗм кӳмен-ши тесе тишкерме ыйтса ҫыру янӑ. Институтӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов «Правда ПФО» интернет-хаҫата вӑл ҫырӑва илнине хирӗҫлемен. «Ун пек калани япӑх реакци ҫуратма пултарнӑ. Анчах Интернета тишкернӗ чух эпир ун пек ахрӑм асӑрхамарӑмӑр», — тенӗ Петр Краснов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сергей Семенов депутат 2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ. Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ. Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |