Политика
![]() Алексей Навальныйӑн Шупашкарти штабӗн волонтерне Алексей Миронова «Контактра» халӑх тетелӗнче репост тунӑшӑн йӗплӗ пралук леш енне 2 ҫул та 3 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Ҫапла майпа суд прокуратура ыйтнине тивӗҫтернӗ — хупмах йышӑннӑ. Штаб хастарне тӳрех икӗ статьяпа — экстремизмшӑн тата нацисен туслӑхне аркатма хӑтланнӑшӑн — айӑпланӑ. Аса илтеретпӗр, ҫулталӑк каялла вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче сӑнӳкерчӗк куҫарса лартнӑ. Айне ӑнланмалла мар шухӑшлӑ тата мӑсӑльмансене хирӗҫле комментари вырнаҫтарнӑ имӗш. «Чебоксары24» пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тӳре Алексей Миронова хӳтӗлеме пынӑ «Уҫӑ Раҫҫейӗн» Чӑваш Енри координаторне тата Алексей Навальнӑйӑн Шупашкарти штабӗн пуҫлӑхне залран кӑларса янӑ. Ҫав сайтах пӗлтернӗ тӑрӑх, хастара 40 ҫул эрех ӗҫекен, интернет мӗнне пӗлмен арҫын каласа кӑтартнинчен йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть Эльдар Черкесов Шупашкар хула администрацийӗн ҫамрӑксемпе общество аталанӑвӗн пайне ертсе пыма пӑрахни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку пукана халӗ ҫӗнӗ ҫын йышӑннӑ. Малашне пая Станислав Трофимов ертсе пырӗ. Эльдар Черкесов ку должноҫре нумай ҫул ӗҫленӗ. Станислав Трофимов вара общество ӗҫне яланах хастар хутшӑнать. Вӑл ЧР Ҫамрӑксен правительствин, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ҫамрӑксен палатин пайташӗ. Кашни ҫулах «Ҫамрӑксен хули» канашлура директорта ӗҫлет, Чӑваш Енри «Ҫамрӑк Гвардие» нумай ҫул ертсе пырать. Биографие илес тӗк, Станислав Трофимов Красноармейски ялӗнче 1992 ҫулта ҫуралнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл «Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗн» директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Олег Николаев депутат Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗн фончӗ ҫӗршыври сумлӑ депутатсен списокне хатӗрленӗ. Чи пултаруллӑ 50 депутат шутне Чӑваш Енрен суйланнӑ виҫӗ «халӑх тарҫи» лекнӗ. Ҫакна та палӑртар, Топ-50 танлаштарӑма ҫурхи сесси вӑхӑтӗнчи ӗҫе тишкерсе хатӗрленӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин пайташӗ Анатолий Аксаков ку списокра ҫӳлтен иккӗмӗш йӗркере тӑрать. Асӑннӑ партин тепӗр пайташӗ, Олег Николаев, — тӑххӑрмӗш йӗркере. Олег Николаевӑн ят-сумӗ пысӑк пулнине сӑнавҫӑсем вӑл Анатолий Аксаковпа пӗрле финанс енӗпе ҫыхӑннӑ темиҫе саккун проектне хатӗрленипе сӑлтавлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӑл интернет-хӑрушсӑрлӑхпа тата онлайн-мессенджерсенчи уйрӑм ҫын кӑтартӑвӗсене хӳтӗлессипе саккун проекчӗсем сӳтсе явнӑ чух та вӑл хастар пулнӑ, хӑйӗн шухӑшне витӗмлӗн палӑртнӑ. Алена Аршинова депутат та танлаштарӑма лекнӗ. Леонид Черкесов, Валентин Шурчанов тата Николай Малов топ-50-на кӗреймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарӑн экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ку – улттӑмӗш ӗҫ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫарнӑ ытти уголовлӑ ӗҫе тишкернӗ чухне каллех йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Следовательсен шухӑшӗпе, 2014 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче экс-мэр «Чӑваш Ен-Мед» страхлав компанийӗн 100 пин тенкине саккунсӑр майпа тӑкакланӑ. Ун чухне вӑл Казахстанри Актау хулине Евразин Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн хулисен конференцине хутшӑнма кайнӑ. Ку вара страхлав компанийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе ниепле те ҫыхӑнман. Аса илтерер: унччен Ирина Клементьева тӗлӗшпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл мэр пуканне пушатнӑ. Халӗ вӑл килти арестра ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Алексей Мурыгин (сулахайри) Тата тепӗр терӗмӗр те тессе, анчах капла калани тӗрӗсех мар. Шупашкарти 17-мӗш округпа ӗнер иртнӗ суйлавра Владимир Викторов вырӑнне суйланӑ. Аса илтерер: кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнченпе Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне хулари стоматологи пульницин тӗп тухтӑрӗ пулнӑ Владимир Викторов ертсе пырать. Ӗнер иртнӗ суйлава парламент депутачӗ пулма Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчи мӗнпур парти хӑйӗн кандидатне тӑратнӑ: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти — Леонид Волкова, Коммунистсен партийӗ — Андрей Игнатьева, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» — Алексей Мурыгина, либерал-демократсем — Алексей Сапожникова. Социаллӑ тӗрӗслӗхшӗн пӗр партие пӗрлешнӗ пенсионерсем чӑваш парламентне Андрей Никитина суйлаттарасшӑн пулнӑ. Ҫапах та Алексей Мурыгин пуринчен ытла сасӑ пухнӑ. Вӑл, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, «Отделфинстрой» предприятире производство енӗпе ӗҫлекен директор пулса тӑрӑшать. |
Политика
![]() Федераци Канашӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ, Чӑваш республикин пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров Чӑваш Енре пулнӑ май Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Евгения Левановӑна илемлӗ гимнастика енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗшӗн саламланӑ. Палартса хӑварар: Евгения Леванова ахаль тренер патӗнче мар, тӳрех республикӑри художество гимнасчӗсен тӗп тренерӗ Ирина Штайнер патӗнче ӑсталӑха туптама пуҫланӑ. Халӗ вӑл Чулхулари Олимп резервӗн облаҫ училищинче 2-мӗш курса вӗренет. Ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине Женя 2007 ҫултах кӗнӗ. «Сирӗн ҫитӗнӗвӗрсем — Раҫҫейӗн чысӗпе мухтавӗ. Эпир пурте Пезарӑра иртнӗ тӗнче чемпионатне тимлӗ сӑнарӑмӑр. Хамӑр ҫӗршыв спортсменӗсен ҫӗнтерӗвӗсемшӗн савӑнтӑмӑр», — ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ырӑ сунса гимнасткӑна тав тунӑ Николай Васильевич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР спорт министрӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Алексей Яковлев тӗлӗшпе пуҫарнӑ уголовлӑ ӗҫе прокуратурӑна айӑплав пӗтӗмлетӗвне тума ярса панӑ. Кун хыҫҫӑн тӳре суд сакки ҫине ларӗ. Следстви вӑл должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлать. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулта Яковлев «Белые камни» республика центрне реконструкцилемешкӗн документаци проектне хатӗрлесе Шупашкарти пӗр фирмӑпа килӗшӳ тунӑ. Унӑн хакӗ – 9 миллион тенкӗ ытла. Анчах документаци патшалӑх экспертизи витӗр тухайман, Яковлев вара ҫакна пӑхмасӑрах укҫа-тенке фирма счечӗ ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫак схемӑпах вӑл Маунтинбайк центрӗн трассин проектпа смета документацине хатӗрленӗшӗн подрядчик счечӗ ҫине 1,3 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Яковлева пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче килти ареста лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Владимир Крупнов Чӑваш Ен Элтеперне Владимир Крупнов пулӑшма тытӑнӗ. Ӑна пулӑшуҫӑ пулма шанасси ҫинчен республика ертӳҫи Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Паянах вӑл Владимир Анатольевичпа республикӑн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчелӗхӗнче тӗл пулнӑ. Республика ертӳҫин пресс-служби Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ӗҫлӗ ыйтусене сӳтсе явнӑ, умра тӑракан задачӑсене палӑртнӑ, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме суннӑ. Владимир Крупновӑн Чӑваш Ен Элтеперне ытти регионсемпе тата халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусем йӗркелеме пулӑшмалла. Ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ Раҫҫейӗн Халӑх туслӑхӗн университетӗнче «Лингвистикӑна» вӗренни тата вӑл ют чӗлхесене пӗлни паллӑ. Урӑх ун пирки кӗске хыпар та нимӗн те асӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Вӑрмар райадминистраци пуҫлӑхӗ Андрей Васильев (сулахайри) Элтепер патӗнче Ҫак кунсенче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев умлӑ-хыҫлӑ икӗ кун республикӑн муниципалитечӗсенчи пуҫлӑхсемпе тӗл пулнӑ. Авӑн уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Правительство ҫуртне Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхне Александр Осипова, ӗнер Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхне Андрей Васильева йыхравланӑ. Муниципалитет пуҫлӑхӗн пуканне вӗсем иккӗшӗ те хальтерех йышӑннӑ. Аса илтерер, Андрей Васильев Вӑрмар район администрацине авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе ертсе пырать. Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма тӗв тунӑ кандидатсем хушшинче Петр Айвенов ятлӑ ҫын та пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каҫал тӑрӑхне Александр Осипов ҫак уйӑхран ертсе пыма пуҫлассине те сайт хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Евгений Кадышев Шпашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем ҫӗнӗ мэра суйлас тесе официаллӑ мар сасӑлав ирттернӗ. Кун пек мелпе депутатсен хӑйсемшӗн те, ытти ҫыншӑн та сасӑлама май пулнӑ. Паян иртнӗ ларура ешчӗке уҫнӑ, пӗтӗмлетӳ тунӑ. Сасӑлавра Евгений Кадышев ытларах сасӑ пухнӑ. Пӗтӗмпе – 24. Вӑл – экономика политикин тата инвестицисен комиссийӗн председателӗ. Халӗ мэр тивӗҫне пурнӑҫлакан Николай Владимиров 10 сасӑ пухнӑ. Владимир Кузин депутатшӑн 4 сасӑ ҫеҫ панӑ. Тепӗр хутчен палӑртар: сасӑлав официаллӑ мар майпа иртнӗ. Аса илтерер: 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче депутатсем Ирина Клементьевӑна мэра суйланӑ. Анчах кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна должноҫӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе килти ареста лартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |