Шупашкрати тата Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳсӗрсене Республикӑри наркодиспансерта урӑлтарӗҫ. Унта вӗсем валли 20 вырӑнлӑх урӑлтаркӑч уҫӗҫ.
Хӗрӗнкӗ ҫынсене юлашки ҫулсенче пульницӑсене илсе кайма пуҫларӗҫ. Анчах унта илсе ҫитернисенчен 6 процентне кӑна медицина пулӑшӑвӗ кирлӗ иккен. Ҫак цифрӑна республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Татьяна Богданова правӑна пӑсассин профилактикипе ӗҫлекен республикӑри комиссин ӗнерхи ларӑвӗнче илсе кӑтартнӑ. Министр ҫумӗ эрех-сӑрапа сиенленнисен шучӗ пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен 1 процент чакнине те пӗлтернӗ. Ҫапах та спиртлӑ хутӑшсемпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсен шучӗ ӳснӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртнине эпир унччен те ҫырнӑччӗ. Ку ыйтӑва 2014 ҫултах Раҫҫей правительстви хускатнӑччӗ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑччӗ.