
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шупашкарти аэропорта тинех тӗплӗн юсаса пӗтернӗ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Аэровокзал комплексне комплекслӑ модернизациленӗ.
«Халӗ пассажирсем аэропорта килнинчен пуҫласа вӗҫсе кайичченех хальхи ввӑхӑтри хӑтлӑ вырӑнсемпе усӑ кураҫҫӗ», — тенӗ «МАЧ» общество гендиректорӗ Руслан Минаев.

Раҫҫейӗн банкӗ «Ҫветтуй Алексендр Невский орденне ҫирӗплетнӗренпе 300 ҫул» кӗмӗл укҫа кӑларассине пӗлтернӗ. Укҫа 3 тенкӗлӗх пулӗ, ӑна «Истори пулӑмӗсем» ярӑмпа кӑларӗҫ.
Асӑннӑ орден – Раҫҫейре ҫирӗплетнӗ виҫҫӗмӗш орден. Ӑна ҫирӗплетме йышӑнни – Пӗрремӗш Петӗр патша. Орденпа пуҫласа 1725 ҫулта Пӗрремӗш Кӗтӗрне патша вӑхӑтӗнче чысланӑ.

Шупашкарта юр ирӗлтермелли станци тума пуҫланӑ. Хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл питех те пӗлтерӗшлӗ объект.
Станци Трактор тӑвакансен проспектӗнче пулӗ. Ӑна 2026-2027 ҫулсенчи хӗллехи тапхӑр валли хута ямалла. Объект 2026 ҫулхи юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Бункер пӗр харӑсах 600 кубла метр юра йышӑнӗ, вӑл пӗр сехетре ирӗлсе пӗтӗ. Талӑкра вара 2860 кубла метр юр ирӗлтермен пултарӗ.

Пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансем нейросетьпе йышлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Чи анлӑ функци — сӑнӳкерчӗксене хатӗрлесси. Нейросете кӑмӑллакансенчен ку меслетпе 47,3 проценчӗ усӑ курать. Ӳкерчӗксем илемлӗ контент хатӗрлеме кирлӗ, вӑл вара аудиторие илӗртме пулӑшать.
Иккӗмӗш вырӑнта — текстсем ҫырни (27,6%). Нейросетьсем статьясем, сценарисем, саламсем ҫыраҫҫӗ.
Нейросетьпе усӑ куракансенчен 25,8 проценчӗ сӑнӳкерчӗксене редакцилеме кӑмӑллать.

Шупашкарти Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ ҫумӗнчи компетенци центрӗ хӑмла татса типӗтмелли «Аван» ятлӑ машина хута янӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хамӑр тӑрӑхра пуҫтарнӑ техника 3 гектар ытла лаптӑкран тухӑҫ пухма май парӗ. Центрти специалистсем харпӑр хӑй технологисене ӗҫе кӗртессипе те хастар. Симӗс ылтӑн речӗсене касмалли хатӗрсем, касӑсене кӑпкалатса удобрени хывмалли агрегат та кунта шутласа тупниех. Машинсем опыт ирттерекен лапамсенче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартса панӑ. Малашне центрти ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем заводсемпе те ҫыхӑну йӗркелесшӗн.

<
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ҫӗнӗ оборудовани вырнаҫтарса пӗтернӗ. Ӑна «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ.
«Театрсене асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн пуянлатма май килнипе усӑ курса эпир те заявка патӑмӑр. Ӑна ырларӗҫ, эпир 13 миллион тенкӗ ытла тенкӗллӗ пултӑмӑр. Кирлӗ оборудование ҫу пуҫламӑшӗнче туянтӑмӑр, вырнаҫтарса пӗтертӗмӗр. «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакль лартнӑ чухне ҫав оборудованипе усӑ куртӑмӑр», – пӗлтернӗ театр директорӗ Елена Николаева.

Шупашкарта «Растем вместе» (чӑв. Пӗрле ӳсетпӗр) социаллӑ прокат пункчӗ уҫӑлнӑ.
Унта пӗчӗк ача кровачӗсем, кӳмисем, апатлантармалли пӗчӗк пукансем, манежсем, автокреслосем, автолюлькӑсем тата ытти те пур. Вӗсене ҫул ҫитмен ҫамрӑк амӑшӗсене ҫеҫ мар, йывӑр лару-тӑрури ҫемьсене те вӑхӑтлӑх (виҫӗ уйӑхлӑха) усӑ курма параҫҫӗ.
Япаласене вӑхӑтлӑх усӑ курма илмелли пункт Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ. Пункт адресӗ: Шупашкар хули, Хусанкай урамӗ, 29 а ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 53-42-94.

Раҫҫейре плацкарт вакунсене сарлакарах туса кӑларма тытӑнасшӑн. Ҫӗнӗ состав 2024 ҫул вӗҫӗнче ҫула тухӗ.
Плацкарт вакунсене анлӑлатсан пассажирсене ҫул ҫӳреме тата меллӗрех пулӗ. Кун пирки «ТМХ Пассажирский транспорт» компанин гендиректорӗн ҫумӗ Валерия Шарафутдинова пӗлтернӗ.
«Вакунти ҫывӑрмалли вырӑн 28 сантиметр сарлакарах пулӗ. Инҫе ҫула тухакансемшӗн ҫывӑрмалли вырӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ», — тенӗ Шарафутдинова.
Вакуна кӗмелли алӑк 5 сантиметр сарлакарах пулӗ. Вӑл пысӑк чӑматанлисемшӗн меллӗ пулӗ.

Паян Шупашкара «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн республикӑра икӗ кун пулӗҫ. Паян хӑнасем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта канашлу ирттернӗ, унтан Правительство ҫуртӗнче канашланӑ.
Асӑннӑ фонд тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗрле пулса ваттисене вӑрах вӑхӑт пӑхмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл ҫӗнӗлӗх. Ӑна сӑнамалла мелпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Ҫӗмӗрлепе Канаш муниципаллӑ округӗсенче ӗҫлеттерсе янӑ.
Ҫӗнӗлӗх ватисене пӑхса тӑракан тӑванӗсене те укҫа тӳлесе тӑма май парать. Вӗсем мӗнле ӗҫленине фонд тата халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ.

Чӑваш Енри кашни муниципалитетрах «Добро.Центр» (чӑв. Ырӑ.Центр) волонтерсен пӗрлешӗвӗсем уҫӑлмалла. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Нимелӗхе аталантармалли канашӑн ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Паянхи кун пирӗн республикӑра 56 пин волонтёр шутланать иккен.
«Ырӑ.Центрсем» уҫӑлни нимелӗхе урӑх шпя куҫарма пулӑшасса шанаҫҫӗ.
«Нимелӗхӗн мӗнпур енне аталантарса пымалла, унпа пӗрлех ҫӗнӗ проектсем шухӑшласа кӑлармалла», — тенӗ республика ертӳҫи Олег Николаев.
