Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствинче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, газификаци ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.
Газ кӗртесси Чӑваш Енре ҫивӗч ыйтусен шутӗнче мар пулин те ҫӗнӗрен хута яракан объектсене кӑвак ҫулӑм кӗртме тиветех. ЧР Стройминӗнчи канашлура Раҫҫейӗн Монополипе кӗрешекен федераци служби газ кӗртекенсемпе тума сӗннӗ ҫӗнӗ йышши килӗшӗве сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара министерствӑна пухӑннисем регулятор контракчӗн йӗркине тишкернӗ. Ҫӗнӗ меслет газ кӗртес ӗҫе хӑвӑртлатма тата тӑкаксене камӑн саплаштармаллине татса пама май парать тесе ӗнентереҫҫӗ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртар. Паян пирӗн республикӑра газификаци шайӗ — 93,2%. Вӑл шутра — уйрӑм ҫуртсемпе хваттерсем, тӗрлӗ объект.
Сывлӑх сыхлав отраслӗ лайӑх ӗҫлетӗр тесе патшалӑх сахал мар тӑрӑшать темелле. Нумаях пулмасть пирӗн республикӑри васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн бригадисене ҫӗнӗ йышши глюкометрсемпе тивӗҫтернӗ.
Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «03» бригадӑсене 100 глюкометр туянса панӑ. Халь илнисем юн анализне 5 ҫеккунтра палӑртма май параҫҫӗ иккен. Унчченхисем 40 ҫеккунт кӗттернӗ.
«Васкавлӑ тӗслӗхсенче кашни ҫеккунчӗ хаклӑ», – тенӗ, тӗслӗхрен, Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ пулӑшӑвӑн подстанцийӗнче ӗҫлекен Егор Миронов аслӑ фельдшер.
Тухтӑрсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, юнри сахӑр виҫине сахӑр диабечӗ, инсульт, панкреатит чухне, пуҫ мимине суранлатсан, шӑнӑр туртса лартсан хӑвӑртрах палӑртмалла.
Шӑп та лӑп чӗрӗк ӗмӗр каялла, 1994 ҫулхи ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Раҫҫей .RU наци доменне илнӗ. Ҫавна май ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫей почти ятарлӑ марка кӑларнӑ. Унӑн номиналӗ — 32 тенкӗ. Виҫи — 37×37 мм. Ҫӗнӗ маркӑна 135 пин тиражпа пичетленӗ. Марка ҫине Раҫҫейӗн наци доменне ӳкерсе хунӑ. Маркӑн дизайнер-художникӗ — С. Капранов.
Федерацин ҫыхӑну агентствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, .RU домена InterNIC пӗтӗм тӗнчери центр регистрациленӗ. Домен администраторӗ — РосНИИРОС (чӑв. Раҫҫейӗн общество ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗ). СССР арканнӑ хыҫҫӑн хӑйсен доменӗсене 1992 ҫулта Литва, Эстони, Грузи тата Украина илнӗ, 1993 ҫулта – Латви тата Азербайджан.
.RU доменӑн капашсӑр аталанӑвӗ 2006-2008 ҫулсенче пулса иртнӗ.
Пӗрремӗшпе иккӗмӗш мультиплекса кӗрекен каналсен аналог версийӗ малашне пулмассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен те пӗлтернӗччӗ-ха. Пирӗн республикӑра ӑна ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче сӳнтерӗҫ.
Цифра телекуравне пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтупа Чӑваш Енре (8352) 26-11-11 номерпе «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑранпа специалистсем патне 877 хутчен шӑнкӑравланӑ. Вӑл номерпе сӗнӳ-канаш ыйтма ҫеҫ мар, телевизора ҫӗнӗлле ӗҫлеттерме пулӑшакан нимеҫӗсене те чӗнсе илме пулать. Ун пек заявкӑсене 217 хутчен шута илнӗ. Нимеҫӗсем 170 киле ҫитме ӗлкӗрнӗ.
Цифра телекуравӗ ҫине куҫас ыйтӑва тӗрӗслесе тӑрассине пирӗн республикӑра Михаил Игнатьев Элтепер хӑй ҫине илнӗ.
Аса илтерер, (8352) 26-11-11 номерлӗ «хӗрӳ лини» ака уйӑхӗн 14-мӗшӗ таран тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен ӗҫлет; ака уйӑхӗн
15-28-мӗшсенче — тунтикунтан пуҫласа шӑматкунччен 8 сехетрен 20-ччен; ака уйӑхӗн 29-ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗсенче – тунтикунтан пуҫласа эрнекунччен ирхи 9-тан 18-ччен.
Канаш районӗнче автотранспортӑн ҫӗнӗ маршручӗсене йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Ҫакна Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ документра палӑртса хӑварнӑ. Маршрутсене Улатӑр, Комсомольски тата Муркаш районӗсенче ылмаштарасшӑн.
Чӑваш Енри муниципалитетсен хушшинчи транспорта йӗркелесси ҫинчен калакан ӗҫлӗ хута улшӑну кӗртнине ӑна йӗркелекенсем транспорт сетьене лайӑхлатассипе сӑлтавлаҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, документа ҫынсем, районсен администрацийӗсем тата уйрӑм усламҫӑсем ыйтнипе ҫӗнетме йышӑннӑ.
Правительствӑн йышӑнӑвӗнче муниципалитетсем хушшинчи ҫӗнӗ 4 маршрут уҫма, 15 маршрутӑн схемине ылмаштарма тата 61 маршрута хупма йышӑннӑ. Хупма палӑртнисемпе е ҫӳрекен ҫук, е ун пек ҫулпа хутлаканнисем ахаль те пур.
Урамсене таксофонсем темиҫе ҫул каяллах вырнаҫтарчӗҫ. Малтанхи вӑхӑтра вӗсем пурри пахаччӗ те пулӗ. Паян урамри таксофонпа усӑ куракансене, тӳррипе каласан, курман та. Ара, карас ҫыхӑнӑвӗ вӑйлӑ сарӑлнӑ хыҫҫӑн тин ҫитрӗҫ-ҫке вӗсем ялсене... Юрӗ, сӑмахӑмӑр ун пирки мар-ха...
«Ростелеком» акционерсен обществи таксофонпа тӳлевсӗр шӑнкӑравлама май пуррине пӗлтерет. Анчах регион тулашне мар. Республика тӑрӑх. Вӑл пулӑшнипе тус-юлташпа, пӗр-пӗр организаципе ҫыхӑнайӑн. Ун валли таксофон картти те кирлӗ мар.
Сӑмах май каласан, паянхи куна Раҫҫейре «Ростелеком» ҫеҫ универсаллӑ пулӑшу кӳрет. Ҫӗршывӗпе вӑл 148 пин таксофона тытса тӑрать. Таксофонсемпе усӑ курса ҫынсем васкавлӑ службӑсене тата ытти вырӑна талӑкӗпех шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.
Шӑмат кун, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти 32-мӗш маршрута автобуссем йышӑннӑ. Асӑннӑ маршрутпа ҫӳрекенсене пурӗ 15 МАЗ-206 турттарӗ.
32-мӗш номерлӗ транспорт «Машина тӑвакан техникум — Чантӑр» маршуртпа хутлать.
Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑтам класлӑ транспорта 72 пассажир таран лартма май килет. Унчченхисем 27 пассажир вырӑнӗллӗ пулнӑ.
Автобус «Университет-2» микрорайонти Ф. Лукин урамне ҫитет. Чантӑра каякан автоубссене симӗс таблицӑпа палӑртнӑ. Автобуссем 12-15 минутра пӗрре хутлаҫҫӗ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкарти 33, 35, 42, 46, 52-мӗш маршрутсенче те автобуссем ҫӳреме тытӑнмалла.
Йӑлари хытӑ каяша турттарас ыйтупа Чӑваш Енре «хӗрӳ лини» ӗҫлет. Регионсенче ҫавӑн пек лини ӗҫлеттерме РФ Ҫутҫанталӑк министерствин ертӳҫи Дмитрий Кобылкин иртнӗ ҫул вӗҫӗнче, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн субъекчӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ селектор канашлӑвӗнче хушнӑ. Кун пирки асӑннӑ ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри «хӗрӳ лини» номерӗсем ҫаксем: 88007756972, 56-60-63, 56-52-96, 64-22-68, 59-00-12. Республикӑн Ҫурт-йӗр инспекцине 64-22-68 телефон номерӗпе ирхи 8 сехетрен 17 сехетчен шӑнкӑравлама пулать. Йӑлари хытӑ каяша турттарса тухнишӗн тӳлемелли хак тӗлӗнтерсен е тивӗҫтермесен, ҫав енӗпе ытти ыйту сиксе тухсан 64-22-71 телефонпа ҫыхӑнма май пур. Вӑл номер те ӗҫ кунӗсенче ӗҫлет.
Чӑваш Енре тинех мӗнпур вырӑнта цифра телекуравӗн иккӗмӗш мультиплексне хута янӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата масӑлла коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланине ӗненсен, халӗ цифра телекуравне, тепӗр майлӑ каласан тӳлевсӗр 20 канала, пысӑк пахалӑхпа пирӗн республикӑри халӑхӑн 99 процентне курмалла туса панӑ.
Аса илтерер, цифра телекуравӗ ҫине пирӗн ҫӗршывра виҫӗ тапхӑрпа куҫарӗҫ. Чӑваш Енре пурӑнакансем валли ҫак вӑхӑт 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитӗ.
Ҫӗнӗлӗх пирки тӗплӗнрех пӗлес тесен СМОТРИЦИФРУ.РФ сайта кӗрсе вулама е 8-800-220-20-02 телефон номерӗпе шӑнкравласа (уншӑн укҫа тытса юлмӗҫ. Вӑл тӳлевсӗр хӗрӳ лини) ыйтма пулать.
Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ялти пенсионерсен пенсине ӳстерсе парассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пенсин страховани пайӗ ҫумне 25 процент хушса тӳлӗҫ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫав виҫе 5334 пин те 19 пуспа танлашӗ. Апла пулсан 1333 тенкӗ те 55 пус хушӑнӗ.
Хуласем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Ҫӗрпӳ — ял шутланманни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Хула йышши поселоксем те ял шутланмаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем ҫаксем: Вӑрнар, Йӗпреҫ, Вӑрмар, Кӳкеҫ, Буинск, Ҫӗнӗ Лапсар, Сосновка. Вӗсенче ялта 25 ҫул ытла ӗҫленӗ 72 пенсионер пурӑнать.
Ялта пропискӑра тӑракан, анчах хулара пурӑнакан пенсионерсен пенсийӗ вара ӳсӗ. Ҫавна вӗсен хутпа ҫирӗплетмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |