Утӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейри халӑх хаваспах юрату тата шанӑҫлӑх кунне паллӑ турӗ. Уяв кунне республикӑ тӗп хулинче те районсенче те тӗрлӗрен мероприятисем иртнӗ. Канаш хулинче вара ҫак кунхине 70 хваттерлӗ пурӑнмалли ҫурта купалассипе ӗҫсене вӗҫленӗ. Ҫуртӑн пулас кил-хуҫисем — ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ тӑлӑхсем. Вӗсемсӗр пуҫне аварилле кил-ҫуртран куҫарас программипе килешӳллӗн 10 ҫемье ҫӗнӗ хваттерсен кил хуҫисем пулса тӑрӗҫ.
Строительсем ҫӗнӗ ҫурт таврашӗнче ача-пӑча лаптӑкне туса лартнӑ, подъездалла ҫул сарнӑ.
Ҫак эрнере Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле хулине ҫитсе килнӗ. Анчах савӑнмалли сахал пулнӑ унта. Республика ертӳҫи хула пуҫлӑхӗсене Правительствӑна кӑна шанса лармалла марри, хӑйсем тӗллӗн те яваплӑ утӑмсем тумалли пирки аса илтернӗ.
Ҫӗмӗрлере шыв ыйтӑвӗ яланах ҫивӗч-мӗн. Асӑннӑ хулара пурӑнакансем республика Элтеперӗ нумаях пулмасть ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑрӗ эфирта хуравланӑ чух та хӑйсен тӑрӑхӗнчи ҫивӗч самантсене хускатнӑ. Ӗҫ-пуҫпа Михаил Игнатьев хӑй паллашнӑ.
1990-мӗш ҫулта хута янӑ котельнӑй япӑхса кайнӑ. Ӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетме ытла та хакла ларать-мӗн. Кунсӑр пуҫне муниципалитетӑн «Теплоэнерго» предприятийӗ газшӑн тата ҫутӑшӑн парӑм 150 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнӑ. Ытти хӑш-пӗр районта, ав, блоклӑ котельнӑйсем туса лартаҫҫӗ. Ӗҫӗ хӑвӑрт пулаканскер.
Лайӑххи пирки каласан, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хваттерсемпе тивӗҫтереҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах кӑҫалхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче 16 хваттерлӗ ҫуртри пушар хыҫҫӑн хваттерсӗр юлнӑ ҫынсен ыйтӑвне татассипе йывӑрлӑх пур иккен.
Шупашкар хулин 2035-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗн ҫӗнӗ планне сӳтсе явассипе республикӑн тӗп хулинче пӗр кун самай кӑсӑклӑ калаҫу пулса иртнӗ. Унта хамӑр пулманнине кура тӗрлӗ ҫӑлкуҫ хыпарлани тӑрӑх хакласан ҫӗнӗ генплана тем майлӑ хаклакан-йышӑнакан та пурри сисӗнет. Хӑшӗсем ытлашши хурласах каймаҫҫӗ пулсан, теприсем ӑна ҫапса хуҫманни кӑна.
Проекта республикӑн тата хула тӑвӑмӗн канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Виҫӗ сехет хушшинче тӗрлӗ сӗнӳ паракан тупӑннӑ-мӗн. Пӗри, ав, Шупашкара Атӑл леш енӗпе ҫыхӑнтарма хулан хӗвеланӑҫ районӗнче кӗпер тусан аваннине палӑртнӑ. Тепри вара ку шухӑш пирки фантастика тесе пӑшӑлтатса илнӗ. Чӑваш Ен урлӑ тума палӑртакан пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫула тата хулана «Богданка» район урлӑ монорельс ҫулӗ туса ҫыхӑнтарма сӗнекен те тупӑннӑ. Вӗрен ҫулӗ кирлине асӑнакан та пулнӑ иккен. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара ҫыхӑнтаракан ҫум ҫул кирлине калакан та, ҫырма-ҫатрана анса хӑпармалли майсене пӑхса хӑварасси пирки аса илтерекен те тупӑннӑ.
Ҫӗнӗ генплана хатӗрленӗ Питӗрти РосНИПИУрбанистика институчӗн архитекторӗ Ирина Гришечкина палӑртнӑ тӑрӑх, генплан кӑҫал вӑя кӗмелле, палӑртнӑ ӗҫсен пӗр пайне 2020-мӗш ҫулта туса пӗтермелле.
Ҫитес уйӑхшӑн, тепӗр майлӑ каласан, ырантан, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хакӗсемшӗн вӑтамран 15 процент нумайрах тӳлеме тытӑнӑпӑр. Сӑмах май, юлашки ҫулсенчен тарифсене унчченхилле ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ӳстерме пӑрахрӗҫ. Ҫапла вара хальхи хаклану кӑҫал пӗрремӗш хут пулса иртет.
Чӑваш Енӗн патшалӑх конкурентлӑ политикипе тариф службин ертӳҫи Альбина Егорова пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ энергишӗн хаксем вӑтамран 9,8 процент ӳсмелле; сивӗ шывшӑн тата канализаципе усӑ курнӑшӑн — 5,2 процент; ҫутӑшӑн — 14,6-15 процент. Ялта пурӑнакансем пӗр киловатт сехетшӗн 1 тенкӗ те 76 пус тӳлеме пуҫлӗҫ; хуларисем — 2 тенкӗ те 51 пус. Газ хакӗ 14,5 процент хӑпарӗ те унӑн пӗр кубла метрӗн хакӗ 4 тенкӗ те 50 пуспа танлашӗ.
Тарифсем пирки ӑнлантарма ирттернӗ брифингра Альбина Егорова 33 тӑваткал метрлӑ хваттерте пурӑнакан пӗр ҫын унччен уйӑхне 1372 тенкӗ тӳленӗ пулсан, ырантан 1443 тенкӗ тӳлеме пуҫлассине пӗлтернӗ.
Ҫурт-йӗре централизациленӗ майпа ӑшӑтакан ҫуртра пурӑнакансен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн хаксем 12 процентран ытла ӳсмелле мар-мӗн; ҫутӑпа тата газпа ӑшӑтса пурӑнакансемшӗн — 15 процентран ытла мар.
Канаш районӗнчи Шӑхасанти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, 11-мӗшӗнче, пурӑнакансем путвалта шыв тӑнипе, унтан ырӑ мар шӑршӑ хваттерсене хӑпарнипе халтан кайнӑ. Ҫуркуннеренпех ҫапла-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем килсе шыва уҫласа каяҫҫӗ иккен те, анчах кӑштахран каллех тулать.
Ҫакӑн сӑлтавне шыранӑ май ҫуртра пурӑнакансем канализаци пӑрӑхӗ шӑтӑк пуль тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан компани вара хваттерте пурӑнакансене хӑйсене айӑплать. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн путвал чавса пӗтернӗ мӗн-те ҫумӑр шывӗ лекет имӗш. «Дренаж тӑвасси пирки эпӗ темиҫе хутчен те сӑмах хускатнӑ», — тет иккен компани директорӗ Сергей Иванов. Анчах ку ӗҫе камӑн тытса тумалли пирки вӑл шарламан.
Шупашкарта пурӑнакансем хваттерсенче тата общежитисенче хӑнкӑла сарӑлни пирки пӑшӑраханаҫҫӗ иккен. Regnum информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енти управленине ҫакӑн пирки ҫичӗ хутчен пӗлтернӗ имӗш. Шел те, анчах информацире мӗн чухлӗ вӑхӑт хушшинче ҫавӑн чухлӗ систернине каламан. Хӑнкӑласем канӑҫсӑрлантарни пирки хыпарлакансем общежитисенче тата унччен общежити, каярах вӗсене хваттере ҫавӑрнӑ ҫуртсенче пурӑнакансем хушшинче ытларах тӗл пулаҫҫӗ иккен.
Асӑннӑ управленин пай пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов хӑнкӑла ӗрченине этемпе ҫыхӑнтарать. Хӑйӗн ӗҫӗнчи профессионал каланӑ тӑрӑх, хуласенче социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвӗ тата демографи лару-тӑрӑвӗ улшӑннӑ май санитарипе гигиена тӗлӗшӗнчен япӑх условире ҫынсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсем пулса каяҫҫӗ иккен. Ытти кирек епле сӑтӑрҫӑ евӗрех хӑнкӑла та вӑхӑт иртнӗҫем халӗ вӗсене пӗтерме усӑ куракан наркӑмӑша парӑнми пулма пултарать иккен.
Чи пӑшӑрхантараканни тата шухӑшлаттараканни ҫав пӗчӗк чун тӗрлӗ чир-чӗре сарни. В гепатита та, сӑмахран, ним мар ертет иккен.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлама пулӑшакан фонд нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫуртсенчен куҫарма укҫа-тенкӗ уйӑрассине чарса лартни пирки кӑҫалхи ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Regnum информаци агентстви хыпарланӑччӗ. Ҫапла тума вӑл регионсен унчченхи отчечёсене тишкернӗ хыҫҫӑн йышӑннӑ иккен. Укҫана хӗссе хунӑ 42 субъекчӗ шутне Чӑваш Ен те лекнӗччӗ. Кӑлтӑка пӗтерменсене асӑннӑ фонд хӑй уйӑрнӑ тупрана каялла шыраса илессипе те хӑратнӑччӗ. Анчах кӑлтӑксене пӗтерсен финанслассине тепӗр хут пуҫарма пулнӑччӗ.
Халӗ пирӗн республикӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Нумай хваттерлӗ ҫурстене юсама тата ҫынсене ишӗлекен ҫурстенчен куҫарма кӑҫал валли «кӗмӗл» ыйтнине вӑл ырланӑ, укҫапа пулӑшма пулнӑ. Ҫапла вара пирӗн республикӑна 935,21 миллион тенкӗ килмелле, Чӑваш ен вара хӑйӗн хыснинчен 708,55 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Тупра 22 муниципалитет пӗрлешӗвӗнчи (ансатрах каласан, районпа хулари) 119 ҫурта юсама; 23 районпа хулари ишӗлекен 246 ҫуртран ҫынсене куҫарма май парӗ.
Хальхи вӑхӑтра тем тӗрлӗ конкурс та ирттернине хӑнӑхса ҫитрӗмӗр пулӗ ӗнтӗ. Нумаях пулмасть, ав, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшакансем ӑмӑртнӑ. Ҫук, сиксе-чупса мар-ха. Унта вӗсем ҫак отрасльти ыйтусене сӳтсе явнӑ, вӑл е ку енӗпе татса памалли ҫул-йӗре сӗннӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри тата строительствӑри чи лайӑх ҫамрӑк ӗҫчен» конкурса «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха модернизацилекен кадрсем» кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттернӗ ҫӗршыв шайӗнчи форумра пӗтӗмлетнӗ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсенчи пултаруллӑ ӑстасене палӑртнӑ. Ҫӗршыв шайне асӑннӑ тӑрӑхпа 9 ҫын тухнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — пирӗн республикӑран. Ҫав йышра — «Чӑваш Ен» телевиденипе радио компанийӗн информаци телепрограммине ертсе пыракан Валентина Алексеева тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн «Текстильщик» управляющи компанийӗн инженер-энергетикӗ Максим Иванов. Юлашкинчен асӑнни ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче тӑрмашни паллӑ-ха, телевиденире ӗҫлекен вара хӑш енпе ҫыхӑннӑ-ши тесе тӗлӗнекенсем те, тен, тупӑнӗҫ. Мӗнех, уҫӑмлатар — Валентина Алексеева «Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата строительство сферинчи чи лайӑх обществӑлла деятель» номинацире ҫӗнтернӗ иккен.
Юнкун, ҫӗртмен 19-мӗшӗнче 18:00 сехет иртсен Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 42-мӗш ҫуртра пушар сиксе тухнӑ иккен. Унта тӳрех 4 пушар урапи (машири) килсе ҫитнӗ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх вут-ҫулӑм пӗрремӗш хутра тухнӑ иккен.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара 20 минут хушшинче сӳнтерме пултарнӑ. Турра шӗккер, аманнисем тупӑнман, хваттере ҫех самай шырлӑх кӳнӗ. Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх вут-ҫулӑм тахӑшӗ ятарласа чӗртнипе тухнӑ иккен. Халь вӑл ҫынна шыраҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен комуналлӑ тӑкаксемшӗн — ҫурта ӑшӑтнишӗн, электричествӑшӑн, газшӑн, вӗри тата сивӗ шывшӑн — хаксем ӳстерме паллӑртнӑ. Хальхи ЖКХ тарифӗ 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи шайӗпе пурнӑҫланса пынӑ.
Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политикӑн тата тарифсен патшалӑх службинче пӗлтернӗ тӑрӑх 2012 ҫулхи кӑтартусемпе танлаштарсан ҫӗнӗ хаксем ҫапларах ӳсӗҫ: электроэнерги — 10,1%, сивӗ шыв тата канализаци — 7,6%, ҫурта ӑшӑтасси тата вӗри шывпа тивӗҫтересси — 8,5%, ҫутҫанталӑк газӗ — 14,5%.
Унсӑр пуҫне, ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, Министерӑрсен Кабинечӗ ҫӗртмен 1-мӗшӗнче ҫурт-йӗрсен пӗтӗмешле усӑ куракан вӗрипе сивӗ шыв кӑтартӑвӗсене пӗчӗклетнӗ иккен. Ҫапла май пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗпе танлаштарсан утӑн 1-мӗшӗнче коммуналӑ тӑкаксем пурӗ те 12% ытла ӳсме кирлӗ мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Львов Пётр Константинович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хлебников Геннадий Яковлевич, литература тӗпчевҫи,вӗрентӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Праски Витти, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ | ||
| Андреева Евдокия Александровна, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
| Кариков Порфирий Герасимович, полковник, Мухтав орденӗн кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |