Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗн Николай (Аҫтахар) Плотниковӑн иртнӗ канмалли кунта, вырсарникун, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ ҫумӗпе иртсе кайма тӳр килнӗ. Шӑхасантан иртсен ҫул самай пӑсӑк пулни питех те тӗлӗнтернӗ вара — вӑл тем тесен те Ҫеҫпӗл ялне илсе каять-ҫке. Унта вара Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ, «Ҫеҫпӗл Мишши тӑван килӗ» комплекс вырнаҫнӑ. Хӑнасем те тӑтӑш кунта килсе ҫӳреҫҫӗ — сӑмахран, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Самар тӑрӑхӗнчи чӑвашсем аллӑ ҫынна яхӑн йышпа килсе кайнӑ.
Ҫула хӑҫан юсама палӑртни пирки ыйтӑва Чӑваш халӑх сайчӗ Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн администрацийӗ умӗнче тӑратнӑ. Хурав килсен вулакансене паллаштарӑпӑр.
Шупашкар район центрӗнчи унччен 27-мӗш училище пулнӑ тӑрӑхри (сӑмах Первомайски урамӗнчи 20-мӗш тата унпа кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ тепӗр икӗ ҫурт пирки пырать) ҫуртсем пӑрахакан ҫӳп-ҫап контейнерӗсем тулса кайнӑ. Кун пирки ҫӗркаҫ халӑх тетелӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗн общество канашӗ) страницӑра ҫырса хунӑ.
«Маларах хӑлтӑр-халтӑр икӗ контейнер пурччӗ. Халӗ пӗри ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Кунта кӗҫех ҫӳп-ҫап тӑвӗ пулса ларӗ. Нивушлӗ ҫав ыйтӑва татса май ҫук?» — тӗлӗнсе те тарӑхса шӑрҫаланӑ унта.
Асӑннӑ тӑрӑха пырса кӗме кӗркуннепе ҫурхи тӗттӗм каҫсенче меллех те мар. Унта урамри хунарсем те ҫунмаҫҫӗ, ҫулӗ те ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑкскер ҫеҫ. Ҫакӑн пек лару-тӑру, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, вунӑ ҫул та ытла...
Шупашкар хула администрацийӗн харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр лаптӑкӗнче санкцилемен каяш купи тупнӑ. 50 пин тӑваткал метр лаптӑк ӑптӑр-каптӑрпа тулнӑ-мӗн.
ЧР прокуратурин официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 пин тӑваткал метрта «Поречье» организаци ӗҫленӗ. Лаптӑка тӑпрапа, хӑйӑр хутӑшӗпе, строительство материалӗн юлашкийӗпе, бетон хатӗрӗсемпе, пиломатериалсемпе тултарнӑ.
Паллах, ку лаптӑк ку тӗлӗшпе усӑ курмалли мар. Ку тавралӑха варалать. Ҫитменнине, ку саккуна пӑсни те. Ҫавна май организаци ертӳлӗхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
Суда тавӑҫ ыйтӑвне те тӑратнӑ. Унта организацин ҫав лаптӑкри ҫӳп-ҫапа пуҫтармаллине палӑртнӑ.
Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ял тӑрӑхӗ пӗр ҫемьене ҫурт-йӗр тума субсиди илме черете тӑратмасӑр халтан янӑ иккен. Виҫӗ ҫул хушшинче — 2007 ҫултан пуҫласа 2010-мӗшчен хайхин черечӗ вырӑнтан та хускалман. Аптӑранипе ҫемье район прокуратурине ҫитнӗ, унта лару-тӑрӑва тӗпченӗ те тӗрӗслӗх ҫиеле тухнӑ.
Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗ вара Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче вилнӗ салтак арӑмне ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑхлатмалли черете тӑратас марришӗн хутсене йышӑнман. Прокуратура ку кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ апйра ӗҫлекен специалиста дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттармалла тунӑ.
Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗ те саккуна пӑснӑ. Унта 2010 ҫул вӗҫӗнче пӗр хӗрарӑм ялта ӗҫлекен ҫамрӑк специалиста евӗр ҫурт-йӗр ыйтӑвне лайӑлатмаллисен черетне тӑраnма ыйтнӑ. Заявленине пӑхса тухасса тухнӑ-ха, анчах хӗрарӑма ҫырса хуравлама те вӑхӑт пулман, те ӳркеннӗ. Ҫапла хӑтланнӑшӑн яваплӑ специалиста дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Ермолаевӑн «Юрма» чӑх-чӗп фабрики Шупашкар районӗ тӑрӑх юхакан Йӑршу шывне вараланӑ. Кун пирки Шупашкар районӗн ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтерет.
Тӗрӗслевҫӗсем юханшыва 30 ҫухрӑм тӑршӗппе тӗпчесе тухнӑ — пулӑ виллисем чылай пулнине асӑрханӑ. Вӗсем шутласа кӑларнӑ пулӑсен шучӗ 1300-тен те иртнӗ. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн юханшыври аммиак виҫи нормӑран 18 хут пысӑкрах пулни палӑрнӑ.
Ҫутҫанталӑка сиен кӳрессинчен сыхлав ӗҫӗсене чӑх-чӗп фабрики тахҫанах пӑрахӑҫланӑ — 20–30 ҫул каялла йӗркеленӗ каяш пухӑвне юсаман, тӗрӗслемен. Чӑх-чӗп пӑхне пула сиенленнӗ вӑрман та инҫетренех курӑнать. Йӑршу шывӗпе ҫынсем те выльӑх-чӗрлӗх те усӑ курнине шута илсен сиенӗ чӑн та пысӑк пулни палӑрать.
Ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура чӑх-чӗп фабрикине каяш пуххине юсаманшӑн, сиен кӳнине пӗлсе тӑркӑчах нимӗн туманнишӗн айӑплать.
Хӗрсе кайтаракан вӑйӑсене 2006 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнчи хушупа чарнӑ — вӗсем валли ятарлӑ вырӑнсем уйӑрса панӑ, ытти ҫӗртре унашкал хупахсем уҫма чарнӑ. Ӑҫта чару — унта йӗркене пӑсни пулатах. Мускав облаҫӗнче сӗтевсем парса ӗҫленӗ ушкӑна право хуралҫисем епле тустарни пирки пурте илнӗ-тӗр — хаш-пӗр пысӑк чинлисем те пакунӗсене, вырӑнӗсене ҫухатрӗҫ, тӗрмене ҫакланчӗҫ. Ун пекех пысӑк тӗслех мар пулин те, унашкалли пирӗн Чӑвашра та тӗл пулать.
Нумай пулмасть саккуна пӑснине Шӑмаршӑра тупнӑ. Автовокзал урамӗнчи «Автозапчасти» лавккара вӑйӑ салонне йӗркеленӗ иккен. Тӗрӗслевҫӗсем 23 аппарат тупнӑ. Вӗсем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонра 15 Тутарстан ҫынни пулнӑ. Администраторӗ — Азербайджан ҫынни, вӑхӑтлӑха Канашра пурӑнакан Насиров Фаик Нуру Оглы.
Вӑйӑ аппарачӗсене пурне те пуҫтарса кайнӑ — конфискациленӗ, йӗрке пӑсакана штраф тӳллетернӗ (суд йышӑнӑвӗпе). Шӑмӑршӑ районӗн прокурор ҫумӗ Е.Е. Рябин пӗлтернӗ тӑрӑх районта хальхи вӑхӑтра урӑх хӗрӳ вӑйӑ тупма ҫук.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |