Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫурт-йӗр

Пӑтӑрмахсем
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи каҫхине Шупашкар хулинчи Корней Чуковский урамӗнчи икӗ хутла ҫурт вутра кӗлленнӗ.

Ҫав кунхине 43 ҫулти кил хуҫи хушма хуҫалӑхра мангал ҫинче шашлӑк пӗҫернӗ. Кӑмрӑк сӳнессе кӗтсе тӑман вӑл, ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Хӗлхем беседкӑна лекнӗ те вӑл ҫунма пуҫланӑ, унтан ытти ҫурт-йӗр ҫине куҫнӑ.

Пушарта пӗр пӳрт ҫунса кайнӑ, юнашарти тепӗр икӗ ҫурт сиенленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8709
 

Пӑтӑрмахсем
mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Иртсе кайнӑ пӗр талӑкра пирӗн республикӑра 8 хутчен пушар тухнӑ. Кун пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вут-ҫулӑмпа кӗрешнӗ. Пушар Коммунистически урамри общежитире тухнӑ. Унти пӗрремӗш хутра сӗтел-пукан ҫунма тытӑннӑ. Пушара сӳнтерме 3 техника пырса ҫитнӗ. Ҫынсем шар курман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/8684
 

Хулара

Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын нумай хваттерлӗ ҫуртри пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсем хушшинче тимӗр карта тытса лартнӑ, унта вӑл япала упрамалли вырӑн туса хунӑ. Кӳршӗ-арша ҫакӑ килӗшмен.

РФ Ҫурт-йӗр кодексӗн 40-мӗш статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, планировкӑна улӑштарас тесен нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансенчен ирӗк илмелле.

Суд арҫынна тимӗр картана сӳттермелле йышӑну кӑларнӑ. Ҫак ӗҫе унӑн 30 кунта пурнӑҫламалла. Ахальлӗн унӑн кашни куншӑн 2-шер пин тенкӗ неустойка тӳлесе тӑма тивӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Тӑвай муниципалитет округӗнчи пӗр ялта хӑйне евӗр ҫурт пур. Кун пирки «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Pro Янтиково» ушкӑн пӗлтернӗ.

Ҫав ҫурта кил хуҫисем Раҫҫей ялавӗнчи тӗссемпе илемлетнӗ: хӗрлӗ, кӑвак тата шурӑ. Ҫапла ҫурт ялав пекех курӑнать.

Ахӑртнех, унта Тӑван ҫӗршыв патриочӗсем пурӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-137663135_27190
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗнчи пӗр килте нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. 56 ҫулти арҫыннӑн пурлӑхӗ вутра ҫунса кӗлленнӗ. Тӑкак виҫи 5 миллион тенкӗрен иртнӗ.

Тепӗр икӗ кунтан йӗрке хуралҫисем пӑтӑрмах тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, мӗншӗн тесен пурлӑха ҫын чӗртсе яни ҫиеле тухнӗ. Ку усал ӗҫе унччен судпа айӑпланнӑ икӗ арҫын тума пултарнӑ тесе шухӑшланӑран Шупашкарта пурӑнакан 29 тата 32 ҫулсенчи этемсене тытса чарнӑ. 29-ти арҫын унччен кил хуҫин хӗрӗпе туслӑ пулнӑ, иккӗш уйрӑлса кайсан тавӑрас тенӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia/4996
 

Хулара
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи темиҫе ҫурт тата хӑш-пӗр объект ӗнер ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, Социализмла урамри котельнӑйран пыракан ӑшӑ трассин пӑрӑхӗ сиенленнӗ. Пӑтӑрмах ҫурҫӗр иртнӗ 1 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Асӑннӑ вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫийӗнчех тухса кайнӑ.

Чӑваш Енӗн прокуратури ӗнер пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе ҫурта ӑшӑ часах пама май килнӗ, хӑшӗсем вара ӑшӑсӑр юлнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Канаш хулинче Красноармейски урамӗнчи пӗр ҫуртра халӗ те ӑшӑ ҫук. Унта пурӑнакансем электрохатӗрсемпе ӑшӑнаҫҫӗ.

Мӗншӗн ӑшӑ халӗ те ҫук? Ку ҫивӗч ыйту пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пӗлет.

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем Канаш хулин администрацийӗ служба тивӗҫӗсене кирлӗ пек пурнӑҫламан тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ следстви пырать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-143818234_4068969
 

Хулара
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫурт стени ишӗлме пуҫлани пирки тӗнче тетелӗнче хыпар сарӑлнӑ. Халӗ ӑна авариллисен шутне кӗртнӗ.

Сӑмах – Коммунизм урамӗнчи 35-мӗш ҫурт пирки. Унта пурнакансене урӑх ҫӗре куҫарӗҫ, ҫурта вара ишсе антарӗҫ. Хӑҫан? Паллӑ мар. Анчах ку ӗҫсене 2032 ҫулхи раштавӑн 31- мӗшӗччен патшалӑх программипе килӗшӳллӗн вӗҫлемеллине палӑртнӑ.

 

Ҫурт-йӗр
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн
Олег Николаевӑн Телеграм-каналӗнчи сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑри 6 тӑлӑхшӑн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Вӗсене хваттер уҫҫине панӑ.

Хваттерӗ вара питӗ хӑтлӑ та лайӑх, унта сантехника, электроплита вырнаҫтарнӑ.

Пурӑнмалли кӗтес тивӗҫнисенчен иккӗшӗ - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, унашкаллисен хваттер черетӗнче тӑнӑ чухне ыттисенчен ытларах ҫӑмӑллӑхсем пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Ҫурт-йӗр
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Кадастр учёчӗпе ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, темле калӑпӑшлӑ ҫурт та пур.

Утӑ уйӑхӗнче акӑ, сӑмахран, Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр ҫын 13 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ҫурта кадастр учётне тӑратнӑ. Куславккара вара пӗрисен ҫурчӗ виҫӗ хутлӑ. Ӑна хулари Жемчужнӑй (чӑв. Ӗнчӗ) урамӗнче туса лартнӑ. Ҫурт калӑпӑшӗ — 400 тӑваткал метр ытла.

Чи пӗчӗк ҫурт вара Ҫӗнӗ Етӗрне ялӗнче.

Утӑ уйӑхӗнче кадастр учётӗнче пӗтӗмпе 380 ҫурта шута илнӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — Шупашкар муниципаллӑ округӗнче. Унта 106 ҫурта кадастр учётне тӑратнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 94
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Парикмахерские кайма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт. Пӗтӗм япӑх энерги ҫӳҫре пухӑнать, ӑна касни унран хӑтӑлма пулӑшать. Халӗ килте тӗплӗ тирпейлесен, кирлӗ мар япаласенчен хӑтӑлсан аван. Ытлашши нумай япала ан пухӑр. Чылайӑшӗ сире кирлӗ те мар.

Авӑн, 10

1903
123
Хумма Ҫеменӗ, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй