Шупашкарта ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫул ҫинче ачасемпе пулнӑ 46 инкеке шута илнӗ. Пӗр ача, шел те, вилнӗ. Суранланакансем вара нумай. Шел те, статистика кӑтартӑвӗсем лӑплантармаҫҫӗ.
Каникул вӗҫленсен инкексем тата нумайланаҫҫӗ. Ҫавна май нумаях пулмасть Шупашкар администрацийӗнче ҫул ҫинчи пӑтӑрмахсене мӗнле чакармаллине сӳтсе явнӑ.
Водительсем ачасем ҫине кӗрсе каяҫҫӗ. Кунашкал тӗслӗх — 24. Ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта та шӑпӑрлансене таптаҫҫӗ. Кун пекки 10 тӗслӗх пулнӑ. Ҫуртсен картишӗнче те ачасем урапа айне лекеҫҫӗ. Ун пек 3 тӗслӗхе шута илнӗ.
Ытти тӗслӗхсенче аварисем ачасен айӑпӗпе пулнӑ. Вӗсем юраман ҫӗрте ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ, светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне утаҫҫӗ, велосипедпа ҫул хӗррипе пыраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене ятарлӑ урапара ларкӑчсӑр илсе ҫӳрени те сайра тӗслӗх мар. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма ыйтаҫҫӗ. Вӗсен ачисене те хӑрушсӑрлӑх пирки ӑнлантармалла.