Шупашкарта ҫынсене хула тӑрӑх турттаракан ГАЗельсемпе ытти маркӑллӑ ҫавӑн йышши транспорта шута илнӗ. Коммерци маршручӗ шутланакан маршрут тӑрӑх хутлаканскерсем хавӑртлӑха иртнӗ уйӑхра 1418 хутчен ӳстернӗ.
Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пассажир транспорчӗ епле ӗҫленине тишкерме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй хушнӑ.
Сехетре 82 километртан ытларах хӑвалакан урапасен рейтингне те хатӗрленӗ яваплисем.
Танлаштарӑма виҫӗ пая уйӑрсах тунӑ. Кам ӑҫта лекни хӑвӑртлӑха пӗр уйӑхра миҫе хут ӳстернинчен килнӗ. Сӑмах май каласан, ҫула тухсан асар-писер васкакан водительсем уйрӑм усламҫӑ евӗр регистрациленнисем хушшинче те, организацисем ҫинче тӑраканнисем хушшинче те пур.
Шӑмӑршӑ районӗнчи васансем нимелле ҫул сарнӑ.
Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, урама йӗркене кӗртме Карл Маркс урамӗнче пурӑнакансем тухнӑ. Вӗсем пурте пӗрле пухӑнса ӗҫленӗ. Вак-тӗвек чултан сарнӑ ҫул тӑршшӗ 200 метрпа танлашать.
Алӑпа кӑна нумай ӗҫ туса пӗтереймӗн. Урамри халӑха пулӑшма трактор та пырса ҫитнӗ. Ҫул сарнӑ-сарнах, ҫурхи шыв-шура тата ҫумӑр шывӗ юхма канав та хӑварнӑ, шыва пухӑнма ҫӑлкуҫсем те алтнӑ.
Ваннӑ кирпӗче ял ҫыннисем хайсен шучӗпе туянман — ӑна район центрӗнчен кӳрсе килнӗ. Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртсен шутне лекнӗ нумай хваттерлӗ ҫуртсене ишнӗ май унтан тухакан кирпӗче ял урамне сарма турттарса килнӗ.
Чӑваш Енре М-7 ҫул ҫинче пӗр пай арканнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, унта специалистсем ҫийӗнчех ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ку ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Етӗрне районӗнчи Йӑмалӑх ялӗ ҫывӑхӗнче 30–50 метр тӑршшӗ ҫул арканнӑ.
Ҫакна пула полицейскисем урапасене тавран, Муркаш районӗнчи Нискасси ялӗ урлӑ, янӑ.
Ҫул-йӗр арканнӑ чухне никам та шар курман. Ӗнер 13 сехет тӗлне ҫула йӗркене кӗртнӗ. Урапасем те унтанах ҫӳреме тытӑннӑ.
Пуҫа вырнаҫман япала ку. Юрать, ӑнӑҫлах вӗҫленнӗ. Унсӑрӑн… Шупашкарта урапа пынӑ ҫӗртех ача тухса ӳкнӗ.
Ку ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Калинин тата С.Радонежский урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта пулнӑ.
«Калина» маркӑллӑ урапан хыҫалти алӑкӗнчен 2 ҫулти арҫын ача тухса ӳкнӗ. Вӑл транспорт ҫӳрекен ҫул ҫинех ӳкнӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра водитель сулахай еннелле пӑрӑннӑ чухне пулна ку.
Ача вӑйлӑ суранланман. Пуҫӗ аманнӑ паллах. Ӑна халӗ амбулатори сиплевӗ ирттермелле тенӗ. Ачана ятарлӑ ларкӑчра илсе ҫӳремен-мӗн. «Калина» рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын пулнӑ. Вӑл эрех ӗҫменни паллӑ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче пулнӑ тӑватӑ аварире 5 ача суранланнӑ. Пӗри Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Строительсен урамӗнчи картишре пулнӑ. 7 ҫулти арҫын ача ҫывӑхра ларакан машина хыҫӗнчен чупса тухнӑ та урапа айне лекнӗ. Водитель тормоз пусма ӗлкӗрнӗ-ха, анчах ачана пур-пӗрех пырса ҫапнӑ. Ачан ури аманнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи ҫуртсен картишӗнче те пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Унта водитель тӳрех икӗ ача ҫине кӗрсе кайнӑ. 8 тата 9 ҫулсенчи арҫын ачасем та ҫывӑхра ларакан урапасен хыҫӗнчен чупса тухнӑ. Ачасем, телее, аварире вӑйлах аманман.
Ҫӗмӗрле районӗнче вара икӗ урапа ҫапӑннӑ чухне 12-ри хӗрача шар курнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 13 ҫулти велосипедист пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ВАЗ-2110 урапапа ҫапӑннӑ. Арҫын ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкарти чиновниксем пассажирсене илсе ҫӳрекен тытӑма ҫӗнетес ыйту тавра калаҫаҫҫӗ. Ку хулари маршруткӑсене пырса тивӗ.
Хула урамӗпе кунсерен 200 троллейбус тата 500 ытла автобуспа микроавтобус ҫӳрет. Чиновниксем халӗ микроавтобуссем пирки ыйту хускатнӑ.
ЧР Общество палатин председателӗ Алексей Судленков, сӑмахаран, маршруткӑсем Кӳкеҫе мӗншӗн Коопераци институчӗ патӗнчен ҫӳренине ӑнланмасть. Мӗншӗн хула урлӑ каймалла вӗсен?
Малашне микроавтобуссене пысӑкраххисем ҫине улӑштарасшӑн. Хусанти, Чулхулари тӗслӗхе шута илесшӗн вӗсем. Маршруткӑсене те хӑварасшӑн, тӗппипех пӗтересшӗн мар.
Ҫавӑн пекех хулара экологи тӗлӗшӗнчен таса тата йӳнӗ троллейбуссен тытӑмне аталантарасшӑн. Чиновниксем плана ҫынсен шухӑшне шута илсе хатӗрлесшӗн.
«Чӑвашавтодор» — панкрут. Ку йышӑнӑва ЧР Арбитраж сучӗ тунӑ. Халӗ суд тепӗр тапхӑра — конкурс производствине — пурнӑҫлама тытӑннӑ. Вӑл кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗччен пырӗ.
Ҫавӑн пекех суд тӗп директорӑн Станислав Леоновӑн полномочийӗсене илнӗ. Конкурс управляющийӗ халӗ Евгений Добрынин, «Ҫӗпӗрти антикризис управленийӗн эксперчӗсен центрӗ» арбитраж управляющийӗсен ассоциацийӗн пайташӗ, пулӗ. Вӑл парӑмҫӑн пурлӑхӗн шучӗпе уйӑхне 30 пин тенкӗ шалу илӗ.
Суд «Чӑвашавтодора» «Автокредо» тулли мар яваплӑ обществӑна 6 пин тенкӗ патшалӑх пошлини шыраса илмелле тунӑ.
Унччен вӑхӑтлӑх управляющийӗ Артем Кириллов ҫак шухӑш патне пырса тухнӑ: «Чӑвашавтодора» ятарласа банкрота кӑларнӑ. Компани юлашки 2 ҫулта тӑкаклӑ ӗҫленӗ-мӗн.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ транспорт министрӗпе Максим Соколовпа тӗл пулнӑ. Вӗсем ҫул-йӗр ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Михаил Васильевич палӑртнӑ тӑрӑх, Кӳкеҫ тата Лапсар поселокӗсен, Шупашкар тавра иртсе каякан М-7 ҫул проектне хатӗрленӗ. Ҫулӑн ҫӗнӗ варианчӗ Шупашкар районӗнчи ялсем тавра иртӗ.
Максим Соколов ведомство Чӑваш Енри ҫӗнӗ объект строительствине «Транспорт тытӑмӗн аталанӑвӗ» патшалӑх программине кӗртме хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Ведомство Шупашкарти аэропорта инвестици программине (самолетсем вӗҫмелли лаптӑка искуственнӑй майпа витесси) кӗртес ыйтӑва та сӳтсе явма хатӗр.
Кунсӑр пуҫне Чӑваш Ене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнакансем валли тренировка ирттермешкӗн суйланӑ, ҫавӑнпа «Атӑл» М-7 ҫула та лайӑхлатмалла.
Мӗн тума? Мӗн тӗллевпе? Пӗлместӗп, анчах Шупашкарти аналитика агентстви руль умӗнче миҫе арҫын тата хӗрарӑм ларнине шутланӑ.
Агентство шутланӑ тӑрӑх, Шупашкарти кӑтартӑва Раҫҫейри пысӑк хуларисемпе танлаштарма пулать. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, руль умӗнче ларакан пӗр хӗрарӑм пуҫне пилӗк арҫын лекет.
Агентство ӗҫченӗсем тӗплӗнрех те калама пултараҫҫӗ: Шупашкарта урапа рулӗ умӗнче ларакан водительсен 81 проценчӗ — арҫын. 19 проценчӗ вара — хӗрарӑм.
Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи урапасене кӗпер урлӑ каҫарма тытӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫак уйӑхра унти кӗпер ҫурхи ейӗве чӑтайманччӗ, ӑна шыв илсе кайнӑччӗ.
Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ейӳ вӑхӑтӗнче каҫса ҫӳреме вӑхӑтлӑх кӗпер те туса лартнӑччӗ унтисем. Районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳ илме пултаракан объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпер шыв-шурта чӑтаймассӑн туйӑннӑран вӑхӑтлӑх кӗпер ӑсталама йышӑннӑччӗ.
Ӗнер Мӑн Ҫавал урлӑ автотранспорта каҫарма тытӑннӑ. Юсав ӗҫне «Чӑвашавтодор» акционерсен обществи пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |