Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр автошкула рейдер мелӗпе ярса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм автошкул учредителӗсен пухӑвне ирттермелли суя протокол хатӗрленӗ, унта директора ӗҫрен кӑлармаллине палӑртнӑ.
Ун вырӑнне вара вӑл хӑй ларнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм тепӗр протокол хатӗрленӗ, унта автошкул ятне улӑштарассине, ҫӗнӗ устав йышӑннине палӑртнӑ. Протоколта икӗ ҫынна учредительсен йышӗнчен кӑларнине каланӑ. Лешсем кун пирки пӗлмен те.
Унтан хӗрарӑм документсене налук инспекцине тӑратнӑ. Пӗр учредитель кун тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫул-йер шӑтӑк-путӑк пулни — ҫивӗч ыйту. Ҫӗнӗ Шупашкарта та ку ҫынсене пӑшӑрхантарать. Пӗр арҫын тӳре-шара ҫула юсаса парасса кӗтсе илеймен — хӑйех шӑтӑка сапланӑ.
Арҫын хӑйӗн урапипе асфальт катӑкӗсем илсе килнӗ. Вӗсемпе вӑл Семенов урамӗнчи пысӑк шӑтӑксене сапланӑ. Унти ҫул тахҫанах арканнӑ. Водительсем унтан аран иртсе ҫӳренӗ.
Хула администрацийӗнче ҫулсене юсас тӗлӗшпе аукцион иртмелле пулнӑ. Анчах ӑна куҫарнӑ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен заявкӑсем йышӑнаҫҫӗ. Аукциона вара утӑн 8-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Винокуров тата Коммуналлӑ урамсенче ҫула вӗри асфальтпа сапланӑ ӗнтӗ. Тӗкӗрҫ ращинчи ҫула утӑ уйӑхӗнче юсама палӑртнӑ. Хальлӗхе документсем хатӗрлеҫҫӗ.
Республика кунне Шупашкарта кӑна мар, пӗр-пӗр районта та йӗркелесси тахҫанах ырӑ йӑлана кӗчӗ. Кӑҫал вӑл Элӗк районӗнче пулчӗ.
Уява хатӗрленнӗ май элӗксем самай тӑрӑшнӑ. Ҫав шутра района пыракан ҫула ҫине тӑрса юсанине те палӑртмалла. Унта ҫав кун пулса курнисем пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳре-шара, ҫав шутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та, вӑл тӑрӑха пырса ҫитнӗ ҫӗре асфальт хытса илеймен имӗш. Юрӗ, ку вӑл тем мар тейӗпӗр: чи пахи — ҫулӗ вырӑнтисем валли юлать.
Уявсенче тӗрлӗ объект хута ярасси пирки сӑмах пуҫартӑмӑр та, Республика кунӗнче Элӗк районӗнчи Йӑлкӑш ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ те уҫнӑ. Ку пулӑма республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов пысӑка хурса хакланӑ май ФАП ял ҫыннисемшӗн тивӗҫлӗ парне тесе палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра туризм троллейбусӗсем ҫӳреме пуҫлӗҫ. Кун пирки республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хушу кӑларнӑ. Унта туризм троллейбусӗсемпе автобусӗсен маршрутне те ҫирӗплетнӗ.
Туристсене турттаракан маршрутсем ҫак ҫулпа ҫӳрӗҫ: Хӗрлӗ лапам, Президент бульварӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Карл Маркс урамӗ, Ленин проспекчӗ, И.Я. Яковлев проспекчӗ, Мир проспекчӗ, Калинин урамӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Ленинград урамӗ, Хӗрлӗ лапам.
Троллейбус виҫӗ вырӑнта чарӑнӗ: Хӗрлӗ лапамра, Николаев космонавт урамӗнче, Мир проспектӗнчи агрегат савучӗ тӗлӗнче.
Туристсене турттаракан автобуссен маршручӗ ҫапларах пулӗ: Юханшыв порчӗ патӗнчи лапам, Сергий Радонежский урамӗ, Шупашкар кӳлмекӗн дамби, Константин Иванов урамӗ, Мускав проспекчӗ, Воробьев композиторсен урамӗ, Калинин урамӗ, Текстильщиксен урамӗ, Зоя Яковлева урамӗ, Иван Франко урамӗ, Калинин урамӗ, Сергий Радонежский урамӗ, Хусан Турӑ амӑшӗн чиркӗвӗн умӗ, Юханшыв порчӗ умӗнчи лапам.
Автобус Юханшыв портӗнче, Константин Иванов урамӗнчи Ҫветтуй Троицки мӑнастир, К.
Республика кунӗ умӗн Шупашкарти Мускав кӗперне хӑйне евӗр юсанӑ. Кӳлмекрен пуҫласа республика пульници таран тӑсӑлакан колеяна мэри васкаса хуплама йышӑннӑ.
Ку ӗҫе «Гарант» строительство компанийӗ пурнӑҫланӑ. Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем 50 сантиметр сарлакӑш, 5 сантиметр тарӑнӑш тӑрӑхла картсем касса кӑларнӑ та шӑтӑксем ҫине вырнаҫтарнӑ. Ку мӗн хака кайса ларни пирки нимӗн те каламан.
Кӗпере хӑҫан йӗркеллӗ юсӗҫ? Ахӑртнех, халех мар. Хальлӗхе Мускав кӗперне реконструкцилемелле. Кун хыҫҫӑн ҫеҫ кӗпере 6 йӗр таран сарӗҫ.
Ҫула ҫакнашкал лӑпӑр-лапӑр юсанипех улталасшӑн-ши халӑха?
«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умне ӳсӗр ларнипе ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе те хӑйне кӑнттам тытнӑ. Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать.
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи 2-мӗш суд участокӗн миравай тӳри пуҫлӑха ҫулталӑк ҫурӑлӑха водитель прависӗр хӑварма тата 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Суд ларӑвне темиҫе хутчен те куҫарнине пӗлтереҫҫӗ. Малтан — ваккат ыйтнипе, каярах икӗ хутчен — кӳнтеленсене чӗннине пула, тепрехинче — тӳре ӗҫлине кура.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 17 сехет те 10 минутра М-7 федераци ҫулӗ ҫинче 400 литр топливо тӑкӑнса кайнӑ. Ку Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, автоҫулӑн 659-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «КамАЗӑн» 42 ҫулти водителӗ интервала пӑхӑнмасӑр Мерседес маркӑллӑ йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ. Телее, аварире никам та вилмен. Анчах Мерседесран ҫул ҫине 400 литр дизель топливи тӑкӑннӑ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем вырӑна тӳрех ҫитнӗ. Вӗсем урапасене иртсе ҫӳремелли майсем туса панӑ. Ҫӑлавҫӑсем вара аварие пӗтерес тӗллевпе ӗҫленӗ.
Ку ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхине Гагарин тата Энгельс урамӗсем хӗресленекен вырӑнта пулнӑ. «Тойота» урапа, правительство номерӗсемпе ҫӳрекенскер, ҫул урлӑ каҫакан хӗрача ҫине кӗрсе кайнӑ.
Куракансем каланӑ тӑрӑх, шкулта вӗренекен 14-ри хӗрача светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне ҫул урлӑ каҫнӑ, хӑй телефонпа калаҫнӑ.
Ҫул варрине ҫитсен вӑл каялла кайма тӑнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра ӑна урапа ҫапса хӑварнӑ. Телее, вӑйлах суранланман вӑл. Ӑна киле ӑсатнӑ.
Медицина тӗрӗслевӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, 42-ри водитель урӑ пулнӑ. А021АА номерлӗ «Тойота» правительство автопаркӗн шутланать.
Кӑҫал ҫул-йӗре юсас ӗҫе ЧР Правительстви 4 миллиард тенкӗ ытла тӑкаклама хатӗр. Хӑш-пӗр ҫӗрте ҫӗнӗ ҫул сарӗҫ, теприсенче киввисенех юсӗҫ.
Вӑрнар районӗнче хӗл лариччен 5 ҫухрӑм ҫул сарма палӑртнӑ. Вӑрманкасси ялӗнче кӗҫӗх ҫӗнӗ ҫул пулӗ. Халӗ 920 метр тӑршшӗ участокра ӗҫ хӗрсех пырать. Вӗтӗ чул сапнӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫулӑн сахалтан та 4 ҫул чӑтмалла. Подрядчик ӗҫе уйӑх вӗҫлениччен туса пӗтерме шантарнӑ.
Ялта ҫул питӗ япӑх. Ҫӗнӗ ҫул сарма тытӑнсан халӑхӑн кӑмӑлӗ те ҫӗкленнӗ. Урапапа ҫӳрекенсем ҫеҫ мар, ҫуран утакансем те кӑмӑллӑ. Вӗсем валли тротуар та пулӗ.
Ҫулсене тытса тӑма тата юсама 38 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫӗн 40 процентне пурнӑҫланӑ ӗнтӗ. Ҫитес вӑхӑтра Ярмушка тата Упнер ялӗсенче ҫӗнӗ ҫул сармалла.
Шупашкар районӗнчи Хурӑнлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче фура кювета чӑмнӑ та ҫаврӑнса ӳкнӗ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, урапа майӗпен пынӑ. Авари мӗншӗн сиксе тухнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, 16 сехет ҫурӑра пулнӑ. Фура кабининче водитель, унӑн арӑмӗ тата икӗ хӗр пӗрчи пулнӑ. Урапа ҫаврӑнса ӳксенех ҫынсем пулӑшма чупнӑ.
Арӑмне тата икӗ ачине кабинӑран кӑларнӑ. Вӗсем чиперех. Водителӗн сӑмсинчен юн кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |