Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫул-йӗр

Экономика
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуйӑсра ҫитес ҫултан хак 5,6 процент хакланӗ. Пӗр километр кайма 4 тенкӗ те 12 пус тенке ларӗ.

«Хусан – Чулхула – Хусан» маршрутпа ҫӳрекен хӑтлӑ пуйӑсра пӗр километр хакӗ — 4 тенкӗ те 52 пус. Унта Wi-Fi адаптерсем, климат-тӗрӗслев системи, пысӑклатнӑ багаж ҫӳлӗкӗсем, велосипед тӑратса хумалли хатӗрсем тата ытти пур.

Экономика тӗлӗшӗнчен илсен тариф пӗр километршӑн 6 тенкӗ те 6 пуса ларать. Ҫав уйрӑмлӑха республика хыснинчен саплаштараҫҫӗ.

 

Ҫул-йӗр
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Шупашкарти Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи асфальт ҫула, 5 ҫухрӑма, икӗ тапхӑрпа юсӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Транспорт министерстви.

Ҫула тӗплӗн юсама 2 миллиарда яхӑн тенкӗ кирлӗ. Финанс министрӗ Михаил Ноздряков пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025-2026 ҫулсенче пӗр пайне ҫӗнетӗҫ. Кун валли хыснаран 753 миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Иккӗмӗш пайне 2026-2027 ҫулсенче туса пӗтерӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Комсомольски округӗнче 26 ҫулти ҫамрӑк арҫын йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑнса пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку инкек каҫхи 10 сехетре пулнӑ.

Арҫын ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫав вырӑнтах вилнӗ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл сывлама пӑрахнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ-и е ҫук-и – паллӑ мар. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/5448
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ӗнер «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче, Шупашкар округӗнчи Ишек патӗнче, «Ниссан Кашкай» кӗпер ҫинчен юханшыва чӑмнӑ. Руль умӗнчи 21 ҫулти водитель Шупашкар еннелле кайнӑ. Салонра пассажир пулнӑ.

Ишек тӗлӗнчи кӗпер ҫинче водитель руле итлеттереймен – кювета кайса кӗпертен чӑмнӑ. Юрать-ха, иккӗшӗ те чӗрӗ юлнӑ. Водителе вырӑнтах пулӑшу кӳнӗ, пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.

 

Кӳршӗре
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Хусана ҫитиччен Атӑл урлӑ каҫмалли кӗпере хупса хунӑ. Унта икӗ фура ҫапӑнсан пушар пуҫланнӑ.

Пӗр фурӑран газ баллонӗ тухса ӳкнӗ. Кайран ҫулӑм виҫҫӗмӗш фура ҫине куҫнӑ.

Аварие пула ҫула пӳлнӗ. Транспорта урӑх ҫулпа янӑ. Темиҫе сехетрен ҫула уҫнӑ.

 

Республикӑра
"Хочу в Чувашию" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк
"Хочу в Чувашию" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарти аэропорт хӗллехи расписани ҫине куҫнӑ.

Пассажирсене, хальхи пекех, пирӗн республикӑран «Аэрофлот» тата «Победа» авиакомпанисем турттарӗҫ. Унсӑр пуҫне самолётсем Санкт-Петербурга, Сочие,Сургута, Нижневартовска, Минеральные Воды хулисене вӗҫӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-223020493_4691
 

Ҫул-йӗр
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Ырантан Елчӗк муниципаллӑ округӗнче «Елчӗк – Лаш Таяпа – Шӑмалак» маршрутпа автобус ҫӳреме пуҫлӗ.

Ку ыйтӑва «Пӗрремӗш транспорт медиакомпанийӗн» директорӗпе Владимир Шашковпа сӳтсе явнӑ, ирхи, кӑнтӑрлахи тата каҫхи графике сӳтсе явнӑ. Юлашки чарӑну районти тӗп пульница умӗнче пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_12030
 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер «Атӑл» автоҫул ҫинче виҫӗ фура ҫапӑннӑ. «Донгфэнг» грузовикӑн хыҫалти пайӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса, кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине КамАЗ пырса кӗнӗ. Унӑн водителӗ вырӑнтах вилнӗ.

Кунсӑр пуҫне фура «Скания» ҫине пырса кӗнӗ. «Донгфэнг» рулӗ умӗнче Беларуҫ ҫынни ларнӑ. Вӑл – 62-ре. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал ҫуркунне унӑн водитель правине туртса илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Республикӑра

Чӑваш Енре халӑха транспортпа турттарассин пӗрлехи стандартне йышӑннӑ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.

2025-2029 ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра халӑха турттаракан маршрутсенче ҫынсене ҫул укҫине проезднойпа тӳлеттерессин тӳпине ӳстересшӗн. Ку цифрӑна хальхи 5 процентран 25 процента ҫитересшӗн. Ӑслӑ транспорт тытӑмӗпе пассажир транспорчӗн 90 процентне (халӗ ку кӑтартуекки 70 процент) ҫыхӑнтарасшӑн.

Кунсӑр пуҫне хулара пӗр транспортран теприн ҫине куҫса вӑхӑта ирттернин вӑхӑчӗ 90 минтуран 75 минут таран пулӗ, хуласене ҫыхӑнтаракан транспортра вара — хальхи 240 минутран 215 минут.

 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗн сайтӗнчи сӑн

Муркаш округӗнче паян ирхине ҫӑмӑл машина фура ҫине пырса кӗнӗ. Руль умӗнче ларнӑ 39 ҫулти водитель вилмеллех аманнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Веста» хирӗҫ ҫул ҫине тухна та фурӑпа ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл машина водителӗ ҫавантах вилнӗ. Вӑл Елчӗк округӗнчен пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 199
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть