Кӳкеҫе тата Шупашкара нумаях пулмасть ҫӗнӗ маршрутпа ҫыхӑнтарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен 153-мӗш маршрут хутлама тытӑннӑ. Вӑл хулари Павлов мичман урамӗнчен ҫула тухса Гузовский урамӗпе, Мускав проспекчӗпе, Калинин урамӗпе, унтан Гагарин тата Октябре 50 ҫул урамсемпе кайса Мир проспектне тухать, унтан Эгер бульварӗпе тата 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗпе хӑпарать. Кайран Вӑрнар шосси – Ишлей шосси – Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗ – «М-7» ҫулпа кайса Кӳкеҫри Совет урамне ҫитет.
Маршрут хуҫи — Олег Евсюков усламҫӑ. Вӑл унччен пассажирсене 234-мӗш маршрутпа (Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар) турттарнӑ.
Паян, утӑ уйӑхн 29-мӗшӗнче, Мускавран Шупашкара килекен пуйӑс кая юлса ҫитӗ. Кун пирки Горьки чукун ҫулӗ асӑрхаттарнӑ.
Мурома состав расписанипе ҫитнӗ, «Арзамас-2» станцие — 56 минут юлса. Канаша вӑл 89 минут кая юлса ҫитнӗ. Ҫавна май Шупашкара та фирма пуйӑсӗ каярах килнӗ.
072Г-мӗш номерлӗ «Мускав – Шупашкар» графикпа килет. Шупашкара вӑл 13 сехет те 10 минутра ҫитӗ.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче инкек пулса иртнӗ. «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулӑн 78-мӗш километрӗнче 8 сехет те 30 минутра «Мицубиси Лансер» автомобиль груз турттаракан «Рено» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Рено» рулӗ умӗнче Дагестан ҫынни пулнӑ.
Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн машинӑсем ҫул айккине кӗрсе кайнӑ, хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри 59 ҫулти водитель, Шупашкар арҫынни, инкек вырӑнӗнчех вилнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Водителе ҫав вӑхӑтра япӑх пулса кайма пултарнӑ.
Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Кӗнер ялӗ патӗнче паян ирхи 3 сехетре каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл машина ҫапса кайнӑ хыҫҫӑн вилни палӑрнӑ.
Каччӑ 22 ҫулта пулнӑ, ҫак округрах пурӑннӑ. Ӑна ҫапса хӑварнӑ водителе халӗ шыраҫҫӗ. Вӑл вырӑнтан тарса ҫухалнӑ.
Каччӑна ҫапса хӑварнӑ саманта кам та пулин курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 (8353) 42-23-43, 8 (8353) 42-15-68.
Чӑваш Ен витӗр каякан «М-12» автоҫула тунӑ ҫӗрте ӗҫлеме ятарласа ирӗк (патент) илмен ҫынсем тар тӑкнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн ШӖМӗн миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ.
Ятарлӑ ирӗк илмен виҫӗ ҫын ҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Вӗсем Таджикистанри ҫынсем пулнӑ. Асӑннӑ ҫӗршыври икӗ каччӑн, 26-28 ҫулсенчи ҫамрӑксен, патент пулнӑ-ха. Анчах урӑх регионта ӗҫлеме. Вӗсен 40 ентешӗн ун пек документ пачах та пулман.
Йӗркене пӑскансене 2-шер пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Унсӑр пуҫне йӗрке хуралҫисем ют ҫӗршыв ҫыннисене ӗҫе илнӗ организацие тӗрӗслӗҫ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 4 сехет те 20 минутра, Пӑрачкав муниципаллӑ округра ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ.
«Кожевенное-Сиява» автоҫул ҫинче «ВАЗ-2114» автомбиль ҫул айккине чӑмнӑ. 24 ҫулти водитель инкек вырӑнӗнчех вилнӗ, машинӑн хыҫалти ларкӑчӗ ҫинче ларнӑ виҫӗ хӗр, ҫав шутра 16 ҫулти шкул ачи те, аманнӑ. Вӗсене пурне те пульницӑна илсе вырттарнӑ. Водительпе юнашар ларнӑ тепӗр ҫынна тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтман.
Руль умӗнчи водитель Ҫӗмӗрлерен пулнӑ, унӑн водитель удостоверенийӗ пулман. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ӑна автоинспекторсем руль умӗнче ӳсӗрле тытса чарнӑ.
Паян кӑнтӑрла иртни 3 сехетре Канаш хули ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта ҫынсен пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Прокуратура малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лачетти» водителӗ чарӑннӑ чухне руле итлеттереймен, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ, унтан кювета чӑмнӑ.
Аварире 4 ҫын вилнӗ. Ҫав шутра пӗри - ача. Вӗсем пурте «Лачеттире» пулнӑ. Тепӗр машина водительне тата унти ачана медпулӑшу кирлӗ пулнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа тишкереҫҫӗ.
Шӑмӑршӑри прокуратура хистенипе асӑннӑ ялти тимӗр бетон кӗпере юсанӑ.
Ҫул начарри пирки халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ. Шӑмӑршӑри Кӗҫӗн Хырла юханшывӗ урлӑ сарнӑ тимӗр бетон кӗпер юсавсӑр пулнине прокуратура тӗрӗслев ирттерсе палӑртнӑ. Ун пек кӗпер урлӑ машинӑсене каҫса ҫӳреме те хӑрушӑ пулнӑ.
Кӗпере юсама ыйтса прокуратура Шӑмӑршӑ муниципаллӑ округне хут шӑрҫӑланӑ. Ун хыҫҫӑн вырӑнти тӳре-шара хыснара укҫа тупнӑ, кӑлтӑка пӗтернӗ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче каҫхи 11 сехетре Елчӗк округӗнчи «Яманчӳрел - Исемпел» ҫул ҫинче иномарка кювета чӑмнӑ. Машина ҫырманах анса кайнӑ.
20 ҫулти пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. Водителе, 2003 ҫулта ҫуралнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр.
Ҫак икӗ ҫамрӑк - Патӑрьел округӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчен. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авари пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑран пулнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Ӑстакассинче пурӑнакан Верӑпа Николай Долговсем ывӑлӗн туйӗ валли укҫа пухнӑ. Лешӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать.
Анчах ывӑлӗ кун пек пысӑк парнене йышӑнман, унпа ялти хӑтлӑхшӑн усӑ курма ыйтнӑ. Вӑл хӑй ӗҫлесе илнӗ укҫа та ҫитсе пынине каланӑ. Тӑван тӑрӑхне юратни те ӑна ҫапла тума хистенӗ.
Кун хыҫҫӑн Долговсем Инна Великанова депутатпа ҫыхӑннӑ. Ҫапла Ӑстакассинчи 600 метр ҫула пуҫаруллӑ бюджет программипе юсама тытӑннӑ. Долговсен хӑйсен укҫине ҫавӑнта хывнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |