Чӑваш Енре «Чи нумай вулакан ҫемье» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ӑна республикӑн ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ирттернӗ. Конкурса республикӑри 13 районпа 5 хуларан 59 ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсене виҫӗ номинаципе хакланӑ: «Илемлӗ литература хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ чи лайӑх плейкаст», «Вулавӑшри чи лайӑх виртуаллӑ ҫул ҫӳрев», «Чи лайӑх вулав дневникӗ».
Чи лайӑх плейксеат хатӗрлесе малти виҫӗ вырӑна ҫаксем йышӑннӑ: Муркаш районӗнчи Любимовсем, Комсомольски районӗнчи Владимировсем, Канаш районӗнчи Андреевсем. Виртуаллӑ ҫул ҫӳревре — Шупашкарти Савельевсем, Комсомольски районӗнчи Можаевсем, Муркаш районӗнчи Терехинсем. Чи лайӑх дневник авторӗсем — Канаш районӗнчи Назаровсем, Канаш хулинчи Александровсем, Элӗк районӗнчи Михайловсем.
Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чыслӗҫ.
Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ача ҫуратнӑ. Вӗсен 10 ҫулти хӗрача та пур. Упӑшки те, арӑмӗ те эрехпе иртӗхеҫҫӗ. «Хаяррине» пула хӗрарӑмӑн психики хавшанӑ. Хайхискер аслӑ хӗрне ҫыртма тытӑннӑ. Унӑн кӗлетки ҫинчи суранӗсене шкулти вӗрентекенсем асӑрханӑ.
Кун хыҫҫӑн ҫемьене опекӑпа попечительлӗх органӗсен специалисчӗсем тӗрӗслесех тӑнӑ. Хальхи рейдра та вӗсем патне ҫитнӗ.
Хӗрарӑма ҫитес вӑхӑтра псхиатр патне ҫитме сӗннӗ, хӗрне вара психолог патне илсе каймалла. Специалистсем ку ҫемьепе калаҫу ирттернӗ. палӑртмалла: вӗсем ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 50 ӑнӑҫсӑр ҫемьене ҫитнӗ.
Анчах ку акцие пӗр кун ҫеҫ ирттерӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче «Стоп-уйрӑлу» акци ирттерме палӑртнӑ. Кунашкаллисене вӗсем унччен те йӗркеленӗ-ха. Унти специалистсем ҫемьесене тӗреклетес енӗпе чылай ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене арканма парасшӑн мар.
Ҫак кун уйӑрма ыйтса ҫыракан мӑшӑрпа калаҫӗҫ, ку утӑма тӑвиччен тӗплӗн шухӑшлама ыйтӗҫ – ҫапла пӗлтерет администрацин пресс-служби.
Аса илтерер: нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫветтуй Валентин кунӗнче, Шупашкарти Мускав район администрацийӗн ЗАГС пайӗ те кунашкал акци ирттернӗччӗ. Ҫав кун вӗсем мӑшӑрсене уйӑрман.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 36 ҫулти арҫынна хӑйӗн арӑмне вӗлернӗшӗн тытса чарнӑ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫак арҫын килӗнчех хӑйӗн мӑшӑрӗпе харкашса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл халат пиҫиххине ярса тытнӑ та унпа арӑмне пӑвнӑ. 33 ҫулти хӗрарӑмӑн чӗри ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Кун хыҫҫӑн арҫын йӗркелӗх хуралне хӑех шӑнкӑравласа йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Тивӗҫлӗ специалистсем вилене пӑхнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑма чӑнах та пусмӑрласа вӗлернине палӑртнӑ.
Каласа хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ май лару-тӑрӑва тӗплӗн уҫӑмлатма тӗрлӗ йышши тӗпчев ирттерме палӑртнӑ. Ҫав шутра — медицинӑпа суд тӗпчевӗ те.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев нумай ачаллӑ ҫемьсене удостоверени пама тытӑнасси пирки хушу алӑ пусни пирки хыпарланӑччӗ. Ӗнер, пушӑн 13-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче пирвайхи 10 ҫемье ҫак удостоверение илнӗ.
Документа Элтепер хӑй панӑ. Ӑна виҫӗ тата ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ӗнер удостоверение илнисен йышӗнче чӑваш этрада юрӑҫин, «Сӗнтӗр ен» ентешлӗх ертӳҫин Андрей Кузнецовӑн ҫемйи те пулнӑ. Вӑл мӑшӑрӗпе тӑватӑ ачана кун ҫути панӑ.
Каласа хӑвармалла: ҫак удостоверенипе ҫемьесем Шупашкарти культура тата спорт учрежденийӗсене (пӗтӗмпе 16) тӳлевсӗр е кӑштах укҫа тӳлесе кӗме пултараҫҫӗ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра пурӑнакан мӑшӑр 60 ҫул алла-аллӑн тытӑнса пурнӑҫ ҫулӗпе утать. Йӑлтах уявран пуҫланнӑ: Равиль тата Мэриам Галеевсем Комсомольски районне праҫнике килсен паллашнӑ. Ун чухне каччӑ – 7-мӗш, хӗр -6-мӗш класра вӗреннӗ. Вӗсен туслӑхӗ майӗпен юратӑва куҫнӑ.
Галеевсем пилӗк ачан кун ҫути панӑ. Халӗ вӗсен 9 мӑнук, вӗсен 6 ачи пур. Мӑшӑрӑн нимӗнле вӑртӑнлӑх та ҫук: пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнмалла, чӑтӑмлӑрах пулмалла, уйрӑмах – хӗрарӑмӑн.
Палӑртмалла: кӑҫал Патӑрьел районӗнче 120 мӑшӑр ылтӑн, изумруд, кевер тата тимӗр туя паллӑ тӑвать. Вырӑнти администраци вӗсенчен 38-шне саламланӑ ӗнтӗ. Ыттисене ҫулла тата кӗркунне иртекен уявсенче чыслӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм хӗрача ӳстерет, анчах вӑл малтан ӑна тивӗҫлӗ воспитани паман – хушӑран хӑй эрех ӗҫкеленӗ. Ҫавна май ку ҫемьене опека органӗсем шута тӑратнӑ.
Шупашкарти Ленин район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть опека органӗсем ҫак ҫемье патне ҫитнӗ. Хваттерте таса пулнӑ, хӗрача валли уйрӑм кравать, урок тумалли сӗтел ларнӑ. Ачан тӑхӑнмалли те, ҫимелли те пулнӑ. Амӑшӗ ӗҫе вырнаҫнӑ. Ача пахчин ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрне унта таса ҫи-пуҫпа ҫавӑтса килет, укҫа вӑхӑтра тӳлет.
Хӗрарӑм лайӑх енне улшӑннине кура ҫемьене шутран кӑларасшӑн. Комисси халӗ ҫак ыйтӑва ҫӗкленӗ.
Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене удостоверени пама пуҫлӗҫ. Паян правтительство ҫуртӗнче иртнӗ ларура ӑна памалли йӗркене пӑхса тухнӑ.
Ку удостоверение 18 ҫул тултарман виҫӗ е ытларах ачана воспитани паракан ҫемьесем тивӗҫеҫҫӗ. Ку шута усрава илнӗ шӑпӑрлансем те кӗреҫҫӗ.
Документа пушӑн 5-мӗшӗнче Социаллӑ пулӑшу паракан центрта социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗнче пама пуҫлӗҫ.
Мӗн парӗ-ха ҫак удостоверени? Ҫемьесем культура тата спорт учрежденийӗсене тӳлевсӗрех ҫӳреме пултарӗҫ. Ӑна тивӗҫнӗ ҫемьесене республикӑри нумай ачаллӑ ҫемьесен регистрне кӗртеҫҫӗ.
Ҫул ҫывӑхӗнчи е ытти меллӗ вырӑнти кашни ялах хальхи вӑхӑтра аталанса-сарӑлса-пысӑкланса пырать. Вӑл тӑрӑхрисем кӑна мар, аякрисем те куҫ хываҫҫӗ вӗсене: ҫурт-йӗр хӑпартаҫҫӗ.
Канаш районӗнчи Карӑклӑ ялӗ те сарӑлса пынӑ. Унта ҫӗнӗ урамсем ӳссе ларнӑ. Анчах газ пулман. Ҫавна май «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерсен обществи унта газ пӑрӑхӗ хурса панӑ. Ҫапла вара Карӑклӑри Смирнов, Шевгень, Тихонов, Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулӗ урамсенче тӗпленнисем кӑвак ҫулӑмпа ыр курайӗҫ. Асӑннӑ урамсенче уйрӑм ҫурт хӑпартма 166 ҫӗр лаптӑкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав шутра — нумай ачаллисем валли те.
Газ пӑрӑхне 5,8 километр тӑршшӗ сарнӑ. Ун валли Чӑваш Енӗн газ кӗртмелли программипе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Арманкасси ялӗнче Ананьевсен килӗнче пушар тухнӑ. Шел те, ҫулӑм ҫурта, хуралтӑ таврашне тӗп тунӑ. Ҫемье килсӗр тӑрса юлнӑ.
Пушарта выльӑх-чӗрлӗх те ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм тухнӑ вӑхӑтра хуҫисем килте пулман. «10 ҫулта ӗҫлесе илни йӑлтах пӗтрӗ. Нимӗн те тӑрса юлмарӗ», - каласа кӑтартнӑ ҫемье пуҫӗ Анатолий.
Ананьевсене пулӑшу кирлӗ. Инкекре алӑ тӑсакансем пур-ха: ҫынсем япаласем килсе панӑ. Вӑхӑтлӑх пурӑнмалли вырӑн та тупӑннӑ. Ҫапах ҫири кӗпе-йӗмпе тӑрса юлнӑ ҫемьене татах пулӑшу кирлӗ. Ананьевсене мӗнпе те пулин пулӑшас тетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлӑр: 8-927-991-81-82 (Марина Геннадьевна).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |