Депутатсем нумай ачаллӑ ҫемьене ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа пама сӗннӗ. Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗнче ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкарта нумай ачаллӑ 6181 ҫемье ҫӗр илме черетре тӑрать. Ҫавӑн чухлӗ ҫӗр лаптӑкӗ хатӗрлеме майӗ те ҫук-мӗн. Пӗрремӗшӗнчен, хула ҫывӑхӗнче 4045 лаптӑк, 265 гектар чухлӗ, ҫитмест. Иккӗмӗшӗнчен, пур лаптӑксенче инженери, транспорт инфратытӑмӗ ҫук.
Ҫаксене шута илсе депутатсем «Чӑваш Республикинче нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парасси ҫинчен» саккуна пӑхса тухма, лаптӑк вырӑнне пӗр хутчен укҫа пама сӗннӗ. Ку укҫапа пурӑнмалли условисене лайӑхлатма пулӗ-мӗн.