ЧР строительство министрӗ Владимир Михайлов Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Рудольф Селивановпа 5 тӑлӑха тата нумай ачаллӑ пӗр ҫемьене ҫӗнӗ хваттер уҫҫине панӑ. Ку – Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи парне тейӗн. Тӑлӑхсемпе ҫемье уява ҫӗнӗ хваттерте кӗтсе илӗҫ.
Викторовсем 5 ачана кун ҫути парнеленӗ. Вӗсем Ҫӑл Атӑк ялӗнче пурӑннӑ, халӗ Патӑрьеле ҫӗнӗ хваттере куҫӗҫ. Вӗсене патшалӑх виҫӗ пӳлӗмлӗ кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Ҫемье пуҫӗ Сергей Викторов савӑнӑҫне палӑртнӑ: «Ачасем хӑйсем валли пӳлӗм, сӗтел-пукан суйларӗҫ. Хваттер панӑшӑн питӗ савӑнатпӑр».
Кӑҫал Патӑрьел районӗнче ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ 11 тӑлӑх хваттер уҫҫине илнӗ. Ку тӗлӗшпе республика хыснинчен 10,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул 8,1 миллион тенкӗ парӗҫ, ку нумай ачаллӑ икӗ ҫемьене пурӑнмалли кӗтеспе тивӗҫтерме кайӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре 145 тӑлӑх тата нумай ачаллӑ 13 ҫемье пурӑнмалли кӗтеслӗ пулнӑ.
Арҫынпа хӗрарӑм йӑха тӑсас тӗллевпе ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Анчах пур чухне те шухӑшласа хунӑ пек пулса тухмасть. Чӑваш Енре миҫе ҫемье ача ҫуратаймасӑр нушаланать? Ҫак ыйтӑвӑн хуравне www.cheb-cgb.med.cap.ru портала тишкерсен тупма май пур.
Тӗпчев палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикинче ҫемье ҫавӑрнисен 17-18 проценчӗ ача ҫуратаймасӑр нушаланать. Сӑлтавӗ ытларах – хӗрарӑмра (60 процент).
Телее, кунашкал мӑшӑрсене патшалӑх пулӑшма тӑрӑшать. Ача ҫуратайманнисем ЭКО мелӗпе ҫие хӑварма, ачана кун ҫути парнелеме пултараҫҫӗ. Чӑваш Енре ЭКОна тӳлевсӗрех тума май пур, мӗншӗн тесен квота уйӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетнӗ, «Ҫулталӑкри ҫемьене» чысланӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑкри ҫемье» ята Шупашкарти Львовсем тивӗҫнӗ. 22 ҫул пӗрле пурӑнакан Татьянӑпа Александр хӑйсен виҫӗ ачине тата 6 тӑлӑха ӳстереҫҫӗ.
«Социаллӑ яваплӑ ҫемье» номинацире Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Устиновсем ҫӗнтернӗ. «Спортпа туслӑ ҫемье» - Канаш районӗнчи Павловсем. «Туслӑ ҫемье» номинацире Етӗрне районӗнчи Тимонинсем мала тухнӑ. «Пултаруллӑ ҫемье» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Анисимовсем ҫӗнтернӗ. «Ӗҫчен ҫемье» - Улатӑр районӗнчи Ершовсем.
Аса илтерер: ахӑртнех, ҫитес ҫул Чаваш Енре Иван Яковлев ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫуттакӑларуҫӑ ҫуралнӑранпа ун чухне 170 ҫул ҫитӗ.
Ыран, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш Енре кӑҫал палӑртнӑ Амӑшӗпе Ашшӗн ҫулталӑкне пӗтӗмлетӗҫ. Унтах «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисем паллӑ пулӗҫ.
Ҫулсерен ирттерекен ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ аталану министерстви ирттерет. Йӗркелӳҫӗсем конкурс тӗллевӗсенчен пӗри культурӑна упраса хӑварассине ҫемье витӗм кӳнине ӳстересси тесе палӑртаҫҫӗ. «Ҫулталӑк ҫемйи» конкурса ирттерме вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем те тӳпе хывнине палӑртмалла. Ыран ҫӗнтерӳҫӗ-ҫемьене чысланипе пӗрлех тӗрлӗ номинацире: «Социаллӑ яваплӑ ҫемье»; «Спортпа туслӑ ҫемье»; «Туслӑ ҫемье»; «Пултаруллӑ ҫемье»; «Ӗҫчен ҫемье» — палӑрнисене те чыслӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан Николайпа Дарья Проскун «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» ордена тивӗҫнӗ. Вӗсене Чулхулара РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Михаил Бабич чысланӑ.
Проскунсен ҫемйи питӗ маттур. Ашшӗпе амӑшӗ виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗре ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ конкурса хутшӑнса тӑтӑшах ҫӗнтереҫҫӗ. Аслӑ виҫӗ ачи музыка шкулӗнче вӗренет. Вениамин 5 ҫултанпах «Спартак» хоккей клубӗнче вылять. Елизавета вара ал ӗҫӗпе аппаланма юратать.
Ҫемьене орденпа чысланӑ май Михаил Бабич Елизаветӑна та саламланӑ. Вӑл раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 12 ҫул тултарнӑ. Михаил Бабич ӑна чечек ҫыххи тата Раҫҫей историйӗн кӗнекине парнеленӗ.
Паян, раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полномочиллӗ элчи Михаил Бабич Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пурӑнакан хисепе тивӗҫнисене патшалӑх наградисемпе чыслӗ.
Савӑнӑҫлӑ мероприятие пирӗн республикӑра пурӑнакансем те хутшӑнӗҫ.
Ҫӗршыв шайӗнчи йышӑнупа орден-медале тивӗҫекен 17 ҫын хушшинче Чӑваш Енрен те пур.
Шупашкарта пурӑнакан Николай тата Дарья Пороскунсем виҫӗ ывӑлпа тӑватӑ хӗр ӳстереҫҫӗ. Пӗрисем йышлӑ ача хисепе тивӗҫеҫҫӗ пулсан Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Тихӑнушкӑнь ялӗнче пурӑнакан, 7-мӗш класс пӗтернӗ Кирилл Блинов путакан ачана шывран туртса кӑларса паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Хӗрачана ҫӑлма малтанласа ашшӗ чупса пынӑ-ха, анчах вӑл шыва путнӑ. «Эп ишме пӗлетӗп. Нимрен те хӑрамарӑм», — мӑн ҫынла хӑюллӑн каланӑ кайран паттӑр йӗкӗт.
Амӑшӗн кунӗ тӗлне «Чӑваш Ен» ПТРК Комсомольски районӗнче пурӑнакан тӗлӗнмелле хӗрарӑм пирки сюжет ӳкернӗ. Гельсайран Хабибрахманова 10 тӑлӑха амӑшӗн ӑшшине парнеленӗ.
44 ҫул каялла Хабибрахмановсен ҫемйинче пысӑк инкек килнӗ: амӑшӗ вилнӗ. 10 ача тӑлӑха юлнӑ. Асли Исмагил ун чухне ҫарта пулнӑ, кӗҫӗнни Фанис – ҫур ҫулта. Вырӑнти мечӗт имамӗ Рифкат Хабибрахманов ҫав тапхӑра ассӑн сывласа аса илет. Унӑн пиччӗшӗн арӑмӗ вилнӗ-ҫке-ха. Имамӑн арӑмӗ пӗчӗк Фаниса кӑкӑр ҫитернӗ. Тӑванӗсем пӗрле пуҫтарӑннӑ та тӑлӑха юлнӑ ачасемшӗн Гельсайран ҫеҫ амӑшӗ пулма пултарассине ҫирӗплетсе каланӑ. Анчах хӗрарӑм ҫак утӑма тӳрех туман, тӗплӗн шухӑшланӑ.
Амӑшӗ вилсен мӗнпур ӗҫ аслӑ хӗрӗ Фирдеус ҫине тиеннӗ. Вӑл ун чухне 12-ре кӑна пулнӑ. «Эпӗ Гельсайрана аттене качча тухма хам ыйтаттӑм. Вӑл килӗшсен чун пӗрре ыратрӗ, тепре савӑнчӗ», - иртнине ҫапла аса илет Фирдеус. Ҫав вӑхӑталла Гельсайран хӑй те упӑшкинчен тӑлӑха юлнӑ, хӑйӗн ача пулман. Вӑл пӗр кунра нумай ачаллӑ амӑшӗ пулса тӑнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче Мускаври «Измайлово» концерт залӗнче Раҫҫейри чи лайӑх ҫемьесене суйланӑ. «Ҫулталӑкри ҫемье» ята Чӑваш Енри Уткинсем тивӗҫнӗ.
Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗ ялӗнче пурӑнакан 57 ҫулти Каролина Анатольевнӑпа 56-ри Анатолий Арсентьевич Мускава ҫак наградӑна илме кайнӑ. Ҫемье чӑннипех те мухтава тивӗҫ. Мӑшӑр 11 ачана воспитани парать, вӗсенчен 9-шӗ – ӑшӑ ҫунат айне илнӗ тӑлӑхсем. Асла икӗ хӗрӗ ҫемьеллӗ ӗнтӗ, вӗсем уйрӑм пурӑнаҫҫӗ. Уткинсен 3 мӑнук ӳсет.
Уткинсем тӑлӑхсене хӑйсен ачисем валли юлташ пулччӑр тесе ҫемьене йышӑннӑ. «Ывӑлӑн никампа та выляма ҫукчӗ. Ялта ача пачах ҫукчӗ. Ҫавӑнпа тӑлӑхсене илес шухӑш ҫуралчӗ», - пӗлтернӗ Каролина Анатольевна.
Уткинсен хуҫалӑхӗ пысӑк: ултӑ ӗне, пӑрусем, хурсем, чӑхсем, вӗлле хурчӗсем. Ачисем те хӑйсем пекех ӗҫчен ӳсеҫҫӗ. Амӑшӗн кашни кун 15 литрлӑ кастрюльпе апат пӗҫерме тивет. Япала та кашни кунах купи-купипе ҫумалла. Амӑшӗ капла ывӑнмасть-и? Ҫук, ун кун пирки шухӑшлама вӑхӑт та ҫук.
Шупашкарта пурӑнакан ҫемьере вуннӑмӗш ача ҫуралнӑ. Ҫак кунсенче Калинин районӗнчи ЗАГС уйрӑмӗ нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшне саламласа ача ҫут тӗнчене килнине ӗнентерекен свидетельствӑна тыттарнӑ.
Колесниковсем вуннӑмӗш тӗпренчӗкне Яков ят панӑ. Ыттисем Павел, Анна, Михаил, Валентин, Кирилл, Анастасия, Артем, София, Тимофей ятлӑ.
Колесниковсем пӗрлешсенех пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ. Ҫапах вунӑ ачах ҫуратасса шухӑшламан та. Амӑшӗ Елена халӗ хӑйне питӗ телейлӗ туять. Ара, ҫемьере ӑшӑлӑхпа юрату хуҫаланаҫҫӗ вӗт.
Нумая ачаллӑ амӑшне пепке ҫуралнине ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламлӑ открыткине те панӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫемьесене ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме ҫӑмӑлрах. 2015 ҫулта ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах пулнӑ.
Икӗ ҫул каялла республикӑри ҫемьесен 10,2 проценчӗ ҫеҫ ипотекӑпа усӑ курнӑ. Кӑҫал ку кӑтарту 19,5 процента ҫитнӗ. Ҫапах Чӑваш Ен Раҫҫей регионӗсен хушшинче ку енӗпе 67-мӗш вырӑн ҫеҫ йышӑннӑ. Атӑлҫи федераци округӗнче вара — юлашки вырӑнта.
Раҫҫейӗпе илес-тӗк, ҫемьесен 25,8 проценчӗ ипотекӑпа усӑ курса хваттер илме пултарать. Малти вырӑнсен Ямал-Ненец, Чукотка, Ханты-Манси автономи округӗсем, Магадан облаҫӗ йышӑннӑ. Унти регионсенче кашни иккӗмӗш ҫемьен ипотека илме май пур. Севастопольте, Крымра ку енӗпе лару-тӑру йывӑртарах.
Палӑртмалла: танлаштарӑма хатӗрленӗ чухне ҫемье 54 тӑваткал метрлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттер илнине, хваттер хакӗн 20 процентне тӳленине тата ипотекӑшӑн тупӑшӑн 70 процентне тӳленине шута илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |