Ӗнер каҫхине республикӑра аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫуни хӑйӗн хыҫҫӑн йӗр хӑварнӑ. Муркашсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ ав.
Нумайлӑха мар. Ир енне ҫынсен килӗсенче ҫутӑ пулнӑ. Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫунӑ, аслати кӗмсӗртернӗ май Муркаш районӗнчи темиҫе ялта ҫутӑ сӳннӗ.
Авари бригадисем электропередача линийӗсене ҫӗрлех юсанӑ. Ҫӗрлехи 2 сехет тӗлне 1000 пине яхӑн ҫын ҫутӑсӑр ларнӑ. Ирхи 5 сехет тӗлне йӑлтах йӗркене кӗртнӗ.
Тӗрӗссипе, чылай ҫӗрте ҫутта сӳнтерни профилактика пулнӑ. Синоптиксем вара ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Енре хӗвеллӗ ҫанталӑк пуласса шантараҫҫӗ. Эрне вӗҫнелле сывлӑш температури 25 градус таранах хӑпармалла-мӗн.
Ҫавӑн пекех Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче те хӑш-пӗр ҫӗрте ҫутӑ сӳннӗ.
Юпан 24-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районти муниципалитетсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта инкеклӗ лару-тӑру пирки калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев юпан 24-мӗшӗнчи ирхи 7 сехет тӗлне Муркаш районӗнчи 1 ял ҫеҫ ҫутӑсӑр пулнине палӑртнӑ. Унта 266 ҫуртра 766 ҫын пурӑнать. Элтепер кун вӗҫлениччен муркашсем пурте элетроэнергиллӗ пулассине палӑртнӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Олег Марков талӑкра Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи 46 ял электроэнергиллӗ пулнине каланӑ. Пӗтӗмпе ҫав шутра — 2118 кил, 6503 ҫын.
ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова Муркаш районӗнчи Сосновка ялӗнчи шкулта вӗренекен 57 ача каникула кайнине, унта электроэнергие юсанине пӗлтернӗ.
ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов ҫул ҫинче юр хырасси мӗнле пынипе паллаштарнӑ. Юпан 23-мӗшӗнче ҫак ӗҫе 320 техника пурнӑҫланӑ.
Пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни ҫитменччӗ, ӗнер Шупашкар ҫине тепӗр ҫутҫанталӑк пӑтӑрмахӗ пырса ҫапнӑ — юр ҫуса тултарнӑ. Паянхи ир тӗлне вара юр хулӑмӑшӗ 10–15 см таран ҫитнӗ.
Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарта урапасем ҫӳрекен ҫулсене чиперех тасатса ҫитернӗ теме пулать, пӗр-пӗр ялсене кӑна техника ҫитеймен. Хулари тротуарсене илес пулсан тӗп урамсенче кӑна юртан тасатма ӗлкӗрнӗ — пӗлтерӗшлех мар вырӑнсенче халӑх юр ашса ҫӳретччӗ. Пӗтӗмӗшле илсен комуналлӑ хуҫалӑхсем хӑйсене япӑх кӑтартнӑ теме ҫук.
Gismeteo портала ӗненес пулсан сивӗ ҫанталӑк пирӗн тӑрӑхра нумайлӑха пырӗ, ҫитес кану кунӗсенче вара палӑртмаллах сивӗтӗ — сывлӑш температури -10 – -14 градус таран анма пултарӗ. Юр мӗн вырсарникунчченех ҫумалла.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи каҫ тӗлне Чӑваш Енри вӑрман хуҫалӑхӗнче 4600 кубла метр йывӑҫ сиенленнӗ. Ку тӑкак 4 миллион та 830 пин тенкӗпе танлашать.
Пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑран республикӑри тӑватӑ вӑрман хуҫалӑхӗ сиенленнӗ: Сӗнтӗрвӑрри, Сӑнав, Шупашкар, Етӗрне вӑрман хуҫалӑхӗ. Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче — Турханкасси тата Сӗнтӗрвӑрри вӑрманӗсем, Сӑнав тӑрӑхӗнче Сурӑм, Ильинка, Карачура вӑрманӗсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Халӗ ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин учрежденийӗсем ҫак лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Электролини районсене тухакан прачаксене пӑрланнӑ, ӳкнӗ туратсенчен тасатаҫҫӗ.
Атӑл леш енче те лару-тӑру кӑткӑс. Унти электролинисем ытларах вӑрмансем витӗр тухаҫҫӗ. Япӑх ҫанталӑка пула 4 ялта электричество пулман. «Чӑваш Ен» санатори, Октябрьски, Первомайски, Ҫурҫӗр поселокӗсенче электричество пулманнисӗр пуҫне шывпа тивӗҫтересси те япӑх ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта экоаллея уҫӑлни пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Масӑллӑ информации хатӗрӗсем кун пирки чылай ҫырчӗҫ, халӗ ҫав вырӑна вандалсенчен сыхламаллине те асӑрхаттарчӗҫ.
Шел те, ҫак кунсенче экоаллейӑри палӑксем ӳкнӗ. Те ӳкнӗ… Ҫирӗплетсе калама ҫук. Ҫак кунсенче пӑрлӑ ҫумӑр ҫурӗ, ҫил вӑйлӑ пулчӗ те МИХсем палӑксем ӳкнин сӑлтавне тӗрлӗрен ӑнлантараҫҫӗ.
Пӗрисем ӑна вандалсем тӳнтернӗ теҫҫӗ. Теприсен шухӑшӗпе, вӗсем ҫиле пула ӳкнӗ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» канашлура та тавлашаҫҫӗ. Унта икӗ тӗрлӗ ҫирӗплетеҫҫӗ.
Ку вандалсен ӗҫӗ-и е ҫанталӑк «хӑланӑвӗ»-и — калама ҫук, анчах палӑксене юпан 19-мӗшӗнчи каҫ тӗлне каялла вырнаҫтарса лартнӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.
Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ кун ҫул ҫинче 107 авари пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк тӑрук япӑх енне улшӑнни ҫул-йер ҫинчи лару-тӑрӑва начар витӗм кӳнӗ.
Ултӑ аварире пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр улттӑн аманнӑ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта япӑх ҫанталӑка пула автомобиль ҫине йывӑҫ ӳкнӗ 22 тӗслӗхе палӑртнӑ. Республикӑра кунашкал тепӗр виҫӗ тӗслӗх те пулнӑ.
Халӗ республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине пула чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнине ҫирӗплетнӗ.
Сӑмах май, Шупашкарти ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра виҫӗ водителе тупса палӑртнӑ. Вӗсем япӑх ҫанталӑка та пӑхман – руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Иртнӗ эрнери ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пула вырма хӑвӑртлӑхӗ чакнине пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Паянхи кун тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене хуҫалӑхсем 228,4 пин гектар ҫулса илме ӗлкӗрнӗ, ку вӑл мӗнпур лаптӑкӑн 85,7 проценчӗпе танлашать. Тӗшӗлессе вара 226,9 пин гектар, е 85,1 процент, ҫинчен ҫапса илнӗ.
Вырмана пӗтернисем те пур. Районсенчен ҫак енпе елчӗксем мухтанма пултарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Патӑрьелсем 95 процента ҫитнӗ, сӗнтӗрвӑррисем — 92 процента, каҫалсем — 90,4 процента.
Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 21,7 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫлисен шутӗнче — Вӑрнар районӗ (26,3 центнер), Красноармейскинче — 26 центнер, Етӗрнере — 25,8 центнерӗ Ҫӗмӗрле районӗнче тухӑҫ 17,3 центнера ларать, Улатӑрта — 16,5 центнера.
Ҫанталӑк уяр тӑрсан эрнере вырса пӗтерме шанаҫҫӗ.
Урамра, унчченхипе танлаштарсан, кӑштах сивӗтнӗ. Пӑшӑрханма кирлӗ мар. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче каллех ӑшӑтмалла. Синоптиксем уйӑхра юлнӑ кунсем нормӑран темиҫе градус ӑшӑрах пуласса шантараҫҫӗ.
Метеорологсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче Чӑваш Енре 20 градус ытла ӑшӑ пулӗ. Ыран, ҫурлан 12-мӗшӗнче, улшӑнусем пулмаҫҫӗ. Кӑнтӑрла пӗлӗтлӗ, хушӑран уяртакан ҫанталӑк пулӗ. Сывлӑш температури 22–23 градус таран хӑпарӗ. Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗрӗ. Ҫӗрле 16–18 градус ӑшӑ пулӗ.
Ҫурлан 13-мӗшӗнче ӑшӑтӗ. Анчах хӗвел пӗлӗтсем хыҫне пытанӗ. Ҫумӑр ҫумалла мар. Кӑнтӑрла 22–15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле — 20–21 градус.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче палӑрмаллах ӑшӑтӗ. Синоптиксем каллех 30 градуслӑ шӑрӑх пуласса пӗлтереҫҫӗ. Ҫурлан 11–20-мӗшӗсенче Чӑваш Енри ҫанталӑк нормӑран 4–5 градус ӑшӑрах пулӗ.
Шупашкарти Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх паян хулара ҫумӑрлӑ ҫанталӑк, +17–+19 ӑшӑ пулмалла. Ҫил ҫурҫӗр енчен 7 м/ҫ хӑмӑртлӑхпа вӗрмелле. Тӳпене пӗлӗтсем карса илӗҫ, ҫавах та вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӗвел те пӑхса илӗ.
Ҫавах та ҫумӑр нумай ҫумӗ, пысӑк ҫумӑрсем ытларикунсене килмелле. RP5 портал хыпарланӑ тӑрӑх ун хыҫҫӑн кашни кунах ҫумалла. Ҫил ҫак кунсенче малтан ҫурҫӗр енчен вӗрӗ, кайран — анӑҫ енчен.
Чӑвашра ҫумӑр утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа ҫуман — унтанпа тӑпра самай типме ӗлкӗрнӗ. Хальхи вӑхӑтра вырма пынӑ май, паллах, типӗ ҫанталӑк тӑни ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене самай пулӑшу кӳрет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.