Чӑваш Енри Гидрометцентр ҫитес 24 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Ксин циклон пулассине пӗлтерет. Ҫавна май юр нумай ҫӑвать, ҫил ҫеккунтра 19–24 метр вӗрет.
Ҫил хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа ҫирӗп мар ларакан конструкцисенчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. Реклама щичӗсене те ҫил йӑтса антарма пултарать. Йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх та пур.
Ҫитес талӑкра Чӑваш Енре 7–10 мм юр ҫумалла. Ытларах ҫӗрле, ирхи 6 сехетчен ҫӑвӗ.
Росгидромет юрпа вӑйлӑ ҫиле кура Чӑваш Енри хӑрушлӑха хӗрлӗ сарӑ тӗспе палӑртать.
Чӑваш Енре сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем эрне вӗҫне ӑшӑтасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах темиҫе кунра пульницӑна тӑм илнӗ ҫынсене илсе килме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Шупашкарта икӗ кунра тӑм илнипе аптӑранӑ тӑватӑ ҫынна илсе килни хальччен пулман. Паянхи кун тӗлне тӑватӑ ҫынна тӑм илнӗ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче ку эрех-сӑрана пула сиксе тухнӑ. Ӳсӗрскерсем урамрах ҫывӑрса кайнӑ.
Акӑ Куславкка районӗнче кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ӑс-тӑн енчен хавшак 54 ҫулти ҫын ҫӗрле ҫухалса кайнӑ та урамра 4 сехете яхӑн ҫӳренӗ. Ҫапла вӑл ӳт-пӗвне тӑм илтернӗ. Хур курнӑскере иртен-ҫӳрен пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Кӗҫех ӑшӑтать пулин те синоптиксем асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Чӑваш Енре тепӗр виҫӗ кун сивӗ ҫанталӑк пулмалла. Хӑш-пӗр районта термометр 27 градус таранах анма пултарать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ене шартлама сивӗ килет. Европӑри Клаудиус антициклон республикӑна 28 градус таран сивӗ илсе килӗ.
Ҫавна пула шкулсенче уроксем те пулмӗҫ ахӑртнех. Ҫак кунсенче юр нумай ҫурӗ. Ыран вара, тунтикун, ҫанталӑк 28 градус таран сивӗтӗ. Вӗренӳ министерстви сӗннӗ тӑрӑх, шкулсенче уроксем 25 градус сивӗ чухне пулмаҫҫӗ. Ку пуҫламӑш классене пырса тивет.
Вӑтам классем 30 градус сивӗтсен шкула килмеҫҫӗ. Аслӑ классен вара 35 градус тӑнӑ чухне ҫеҫ шкула утмалла мар. Вӑй-хал культурин урокӗсем спортзалта ҫеҫ иртмелле. Ача пахчисенчи шӑпӑрлансене вара урама илсе тухма сӗнмеҫҫӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре тахҫанах пулман. Юр нумай вӗҫтернӗрен ҫулсене хӳсе лартнӑ, транспорт япӑх ҫӳренӗ. Шупашкарта та пӑкӑ самай пулнӑ, общество транспорчӗ япӑхрах ҫӳренӗ.
Ӗнер республикӑра ҫул-йӗр ҫинче 106 пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи аварисенче икӗ ҫын вилнӗ, 12-ӗн суранланнӑ. Ведомство аварисен йышӗ ҫанталӑк япӑх пулнӑран нумайланнине палӑртнӑ.
Ҫил-тӑман вӗҫтернӗ вӑхӑтра ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем алӑ усса ларман. Йывӑрлӑха сирме хушма нарядсем те панӑ.
Паян ҫил-тӑман алхаснӑран Шупашкар аэропорчӗ ӗҫ-хӗлне ир-ирех чарса лартнӑ. Ара, паян 50–100 метртан нимӗн те курӑнмасть-ҫке-ха.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, аэропортра самолетсем 16 сехетчен вӗҫмӗҫ. Анчах ку тапхӑра тӑсма та пултарӗҫ. Кӑнтӑрлахи 14 сехет тӗлне аэропортра икӗ рейса яман. Вӗсем «ЮТэйр» авиакомпанин Мускаври «Внуково» аэропортӗнче анса ларакан самолечӗ. Вӑл Шупашкартан 7 сехет ҫурӑра вӗҫмелле пулнӑ. Тепри — Ӗпхӗве вӗҫекен самолет. Вӑл сывлӑша 10 сехет те 50 минутра ҫӗкленет.
Палӑртмалла: рейссене пӑрахӑҫламан, вӗсене тытса чарнӑ ҫеҫ Ҫанталӑк лайӑхлансанах вӗсем сывлӑша ҫӗкленӗҫ.
Паян республикӑра шартлама сивӗ хуҫаланать. Ыран Чӑваш Енре Даниэлла Атлантика циклонӗ хуҫаланма тытӑнать. Ҫавӑнпа паянхи сивӗ юрпа тата ҫил-тӑманпа улшӑнать. Шупашкарта 5-10 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Кӑштах ӑшӑтать пулин те урамра 14–19 градус сивӗ тӑрӗ.
Кӑрлачӑн 14–15-мӗшӗсенче юр питех ҫумӗ, хӗвел те кӑштах пӑхӗ. Ҫак кунсенче термометр 4–9 градус кӑтартӗ. Анчах кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчех ҫанталӑк сивӗтӗ. Ун чухне 16–21 градус сивӗ тӑрӗ. Вырсарникун каҫхине 25–30 градус таранах сивӗтӗ.
Тунтикун каллех юр ҫӑвӗ. Ҫав кунсенче юр 10 сантиметр хулӑнӑш хӑпарӗ. Кӑшарни уявӗнче каллех сивӗ пулӗ: термометр 15–20 градус таран кӑтартӗ.
Юлашки кунсенче республикӑра юр нумай ҫурӗ. Ҫавна май урапасене ҫул ҫинче ҫӳреме йывӑр килчӗ. Юра тасатсах тӑчӗҫ пулин те…
Ҫӗнӗ ҫулхи каникулта ҫулсене мӗнле тасатнине ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов хӑй тӗрӗслесе тӑнӑ. Министр «Чӑвашупрдор» тӗлӗшпе темиҫе асӑрхаттару панӑ.
Министр кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче те тӗрӗслеве тухнӑ. Вӑл М-7 автоҫула, «Вятка» автоҫула тата республикӑри ҫул-йӗре пӑхса тухнӑ.
Кӑрлачӑн 8–10-мӗшӗсенче, юр уйрӑмах нумай ҫунӑ кунсенче, 56 единица техника федераци ҫулӗсем ҫинче ӗҫленӗ. 80-шӗ вара республика пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗре тасатнӑ.
Министр общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене, ҫул хӗресленнӗ вырӑнсене, яла кӗрекен ҫулсене вӑхӑтра тасатманнине асӑрхаттарнӑ.
Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче пӑрлӑ ҫумӑр ҫуса республикӑна самаях шар кӑтартрӗ. Ун чухне йывӑҫсем авӑнса, хуҫӑлса пӗтнӗччӗ. Ҫул хӗрринчи посадкӑсем халӗ те ун пирки аса илтереҫҫӗ. Йывӑҫсем халӗ те асар-писер выртаҫҫӗ.
Пӑрлӑ ҫумӑр 2014 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче ҫунӑччӗ. Ҫавӑнтанпа чылай ҫӗрте ҫул хӗррисем тирпейсӗр курӑнаҫҫӗ. Ара, йӑванакан йывӑҫсем камӑн куҫне ан тӑрӑнччӑр?
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кӑмӑлсӑр. Ку лару-тӑруран хӑтӑлмалли пирки вӑл кӑҫал юпан 19-мӗшӗнче тата чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче аса илтернӗ.
Асӑрхаттару пӗрре кӑна пулман. Анчах пӑр вырӑнтан хускалман. Хӗл лариччен ҫул хӗррисене тасатмалла. Ҫапла каланӑ ЧР транспорт министрӗ Владимир Доброхотов. Халӗ шӑматкунлӑх ирттерме палӑртнӑ. Вӑл республикӑра чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ.
Кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ҫил самай вӑйлӑ пулнӑ. Кассӑн-кассӑн уйрӑмах вӑйлӑ вӗрнӗ. Республика унран ытлах шар курман-ха. Ҫапах йӗрсӗр иртмен вӑл.
Улатӑрта ҫил трансформатор подстанцине сиенлетнӗ. Ҫавна май хулари 100 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӗсем Ярославль тата Гагарин урамӗсенче, Шӑплӑх тӑкӑрлӑкӗнче.
Авариллӗ лару-тӑру пирки тӳрех пӗрлехи диспетчер службине пӗлтернӗ. Вырӑна ҫийӗнчех бригада ҫитнӗ. Анчах ҫав кун юсав ӗҫӗсене тума май килмен. Ҫавӑнпа тепӗр кун ирех ӗҫе пуҫӑннӑ.
Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсене чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче кӑнтӑрла тӗлне туса пӗтермелле пулнӑ.
Ҫумӑр вӑраха кайнӑран ҫулсем те шар кураҫҫӗ иккен. Паян, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти Киров урамӗнчи асфальт ҫул шӑтӑкланнӑ.
Вӑл Явӑшпа Карачура ялӗсен хушшинче. Унтан водительсем М-7 ҫул ҫинче «пӑкӑ» пулсан ҫӳреме юратаҫҫӗ. Ҫулӗ лайӑхах мар пулсан та унтан хулана кӗме пулатчӗ-ха.
Максим Майоров паян 11 сехетре кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнчен Явӑш еннелле кайнӑ. Унччен те пулмасть — вӑл пысӑк шӑтӑка асӑрханӑ. Ку ӑна, паллах, хӑратнӑ. Анчах Максим шӑтӑкран пӑрӑнма ӗлкӗрнӗ. Максим шӑтӑка ҫитес вӑхӑтра сапласса шанать. Е асӑрхаттару палли те пулин лартмалла. Унсӑрӑн унта авари пуласси те инҫех мар.
Ҫул ҫинчи хӑрушӑ лару-тӑру пирки Шупашкар хула администрацине тата предприяти ӗҫченӗсене пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ҫав ҫул ҫинчи лару-тӑрӑва сирессе шанаҫҫӗ те…
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.