Синоптиксем пӗлтернӗ тарӑх, ӑшӑ кунсем шутлӑ кӑна юлчӗҫ. Юнкунччен хӗвеллӗ те ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Кӑнтӑрласерен 22-24 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – 10-12 градус.
Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ, каҫ енне вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун ҫил вӑйланӗ. Ҫак кунран термометр 20 градусран ытларах хӑпармӗ. Вырсарникун сывлӑш температури климат норминчен пӗчӗкрех пулӗ.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче шӑнтма тытӑнӗ. Пӗтӗмӗшле илсен, уйӑх вӗҫӗччен ҫанталӑк аван пек туйӑнӗ, кӗрхи ҫумӑрсем хальлӗхе ҫук.