Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи «Заветы Ильича» ял хуҫалӑх производство кооперативӗнче комбайн ҫуннӑ. Пушарпа кӗрешекенсем патне инкек пирки 16 сехет те 25 минутра ҫитнӗ.
2010 ҫулта туса кӑларнӑ комбайн хирте ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑма асӑрхасан комбайнер ҫухалса кайман — сӳнтерме тытӑннӑ. Ҫулӑм сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кӑҫал пирӗн республикӑра автомобильсем 51 хутчен ҫуннӑ. Шупашкарта 21 пушар тухнӑ, Ҫӗмӗрлере — 5, Муркаш районӗнче — 4, Ҫӗрпӳпе Вӑрмар районӗсенче — 3-шер, Комсомольски, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ районӗсенче — 2-шер, Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче — 1-ер. Машинӑсен хуҫисем пушара пула 10,5 миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ.