Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Ҫӗрпӳ округӗнче биологи каяшӗсен купи пулни пирки хыпар сарӑлнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те ҫав вырӑнта чӑнах та выльӑх виллисем, шӑммисем йӑваланнине палӑртнӑ.
Вӗсем уҫӑ вырӑнтах выртнӑ. Ку вара – ветеринари саккунӗсене пӑсни. Ведомство ҫӗр харпӑрҫине – Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне – ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ку савут Янсакассинче вырнаҫнӑ.
Чӑваш Республикин хальхи вӑхӑтри историйӗн патшалӑх архивӗ Аркадий Ӗҫхӗлӗн 50 ытла докуменчӗпе (сӑнӳкерчӗкӗсемпе, буклечӗсемпе, сӑввисемпе поэмисен, пьесисемпе калавӗсен, ҫырӑвӗсен алҫырӑвӗсемпе) пуянланнӑ.
Патшалӑх архивне вӗсене ҫыравҫӑн тата тӑлмачӑн, СССР Писательсен союзӗн членӗн мӑнукӗн ывӑлӗ Максим Михайлов илсе пырса панӑ.
Аркадий Ӗҫхӗл 1914 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакассинче ҫуралнӑ. Ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑскер колхоз председателӗнче, ВЛКСМ райкомӗн пропаганда пайӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. 1934-1940 ҫулсенче «Канаш» хаҫатра тӑрӑшнӑ. 1940 ҫулта ӑна Писательсен республикӑри союзӗн председательне суйланӑ. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Илемлӗ литература» альманахра (хальхи «Тӑван Атӑл» журнал), Чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институтӗнче тата ытти ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Пурнӑҫран вӑл 1992 ҫулхи раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.
Тутарстанри усламҫӑ Ҫӗрпӳ районӗнче чутах экологи катастрофи туман. Хусанта пурӑнакан 47 ҫулти арҫын Янсакасси ялӗнче ҫӑм сӑрлас ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл хром кӗрекен ҫумалли хутӑшпа усӑ курнӑ. Шӑпах ҫав сиенлӗ япала тавралӑха вараланӑ та.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи акаччен сиенлӗ хутӑшсем канализаци пӑрӑхӗ витӗр юрӑхсӑра тухнӑ тасатмалли сооруженисене лекнӗ. Унтан вара инҫех мар вырнаҫнӑ ҫырмана юхнӑ.
Ҫапла майпа усламҫӑ 700 тӑваткал метр лаптӑка вараланӑ. Усламҫа ҫакӑншӑн явап тыттарасшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне сутса яма йышӑннӑ. Темиҫе ҫул каялла республикӑн унитарлӑ предприятийӗ, каярах акционерсен обществи туса хунӑ предприятин акци пакетне сутлӑха кӑларнӑ.
Пурлӑх халиччен республикӑн харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Аукционта акцисен 75 процентӗнчен 1 акци сахалтарах сутма палӑртнӑ. Ӑна туянас текенсен малтанласа 27 миллион тенкӗ хатӗрлесе хумалла. Илес текенсем тупӑнсан аукцион вӑхӑтӗнче ку хак хӑпарасси паллӑ ӗнтӗ. Аукционӑн пирвайхи утӑмне 1 миллионпа хакланӑ. Суту-илӳ кунне юпа уйӑхӗн 17-мӗшне палӑртса хунӑ. Савутӑн ҫӗнӗ хуҫи пулса тӑрас текенсен заявкисене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакассинче вырнаҫнӑ савут вилнӗ выльӑха тирпейлесе ашпа шӑмӑ ҫӑнӑхӗ хатӗрлет.
Нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче чӑваш прозаикӗ, поэчӗ, драматургӗ, публицисчӗ, сатирӑпа юмор ӑсти Аркадий Ӗҫхӗл ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа литература каҫӗ иртмелле. Ҫав тӗле музейҫӗсем «Сӑввӑмсенче хӗвел нумайшӑн…» ятпа курав хатӗрлӗҫ. Унта сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа паракан кӗнекесемпе, хутсемпе паллашма май килӗ.
Вӑл 1914 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Янсакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫхӗл «Канаш», «Коммунизм ялавӗ» хаҫатсенче, «Илемлӗ литература», «Ялав» журналсенче ӗҫленӗ. Чӑваш писателӗсен союзне ертсе пынӑ. Литературӑри ӗҫ-хӗлне иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче пуҫланӑ. 1935 ҫулта вӑл «Ырӑ кун» ятпа сӑвӑ пуххи кӑларнӑ. 1944 ҫулта «Ӑмӑрткайӑк» поэма ҫырнӑ хыҫҫӑн Ӗҫхӗл ячӗ анлӑ сарӑлнӑ. Хайлавра вӑл Совет Союзӗн Паттарӗ, чӑваш лётчикӗ Федот Орлов ҫинчен ҫырнӑ. Аркадий Ӗҫхӗл 50 ытла кӗнеке кӑларнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗпе эсир пирӗн электронлӑ вулавӑшра паллашма пултаратӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 740 - 742 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.