Кӑҫал ҫуркунне ир килчӗ. Тунтикун ака уйӑхӗнчи пекех ӑшӑ пулчӗ, Юнкун, пушӑн 20-мӗшӗнче, рекорд ҫӗнелнӗ: 5,9 градус ӑшӑ тӑнӑ. Пушӑн 21-мӗшӗ метеорологи ҫуркунни пуҫламӑшӗ пулнӑ.
Шӑматкун каҫхине ҫил вӑйланӗ, юр е йӗпе ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӑл ҫӗрӗпех ҫӑвӗ. Вырсарникун уяр пулӗ. Кӑнтӑрла кӑна мар, ҫӗрле те термометр «плюс» кӑтартӗ.
Тунтикун 10 градус таран ӑшӑтма пултарать. Хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варрине тата нумайрах ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун ҫӗре юр витме пултарӗ, ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ ӑшӑпа вӗҫленӗ, 10 градус таранах пулӗ. Ака пуҫламӑшӗнче вара ҫанталӑк сивӗтмелле.
Сӑварсем тухни ҫуркунне чӑнах та ҫитнине систерет. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче ҫак чӗрчунсен уҫӑ шӑтӑкне асӑрханӑ. Специалистсем вӗсем унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухнӑ тесе палӑртнӑ.
Сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен вӑрансан юр айӗнче ҫимелли, курӑк, шырама тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗрхи курӑка тата унӑн тымарне ҫиеҫҫӗ, хӗл ыйхинче пулнӑ чухне организмран ҫухатнӑ шыва саплаштараҫҫӗ, ҫавӑнпа юр ҫиеҫҫӗ.
«Сӑрҫи» заповедникре сӑнанӑ тӑрӑх, сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен вӑтамран пуш уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсем вӑтамран шӑтӑкран 12 кунра тухса пӗтеҫҫӗ.
Ҫуркунне пуҫланнӑранпа иртнӗ эрнекун чи ӑшӑ кун пулнӑ. Кӗҫӗр вара 7 градус таран сивӗтнӗ. Ҫавӑнпа юр питех хӑвӑрт ирӗлмест, хальлӗхе вӑл 60 сантиметр хулӑнӑш.
Ҫитес вӑхӑтра ҫанталӑк питех улшӑнмӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн юр ҫума пултарать. Кӑнтӑрласерен уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 2-4 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Эрне варринче ҫӗрле 10-15 градус таран сивӗтӗ.
Канмалли кунсенче кӑштах ҫумӑр ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ака уйӑхӗнчи пек 10-15 градус ӑшӑ пулма пултарать. Ун чухне те уяр ҫанталӑк тӑрӗ.
Унччен синоптиксем пуш уйӑхӗ сивӗ пуласса каланӑччӗ. Анчах хальччен Шупашкарта ҫанталӑк нормӑран 2 градус ӑшӑрах танӑ. Ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать.
Синоптиксем тунтикун 5 градус ӑшӑ пулассине калаҫҫӗ. Ҫавна май юр хӑвӑртрах ирӗлме тытӑнӗ. Хальччен юр 1 сантиметр кӑна чакнӑ, 60 сантимтер юлнӑ.
Ку вырсарникунччен антициклон хуҫаланӗ. Ытларикунран Скандинави антициклонӗ килӗ, ӑшӑ туйӑнӗ.
Халӗ синоптиксем ҫапла пӗлтереҫҫӗ: ҫывах вӑхӑтра ҫанталӑк питех сивӗтмӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче 10 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурҫӗр енчен килекен антициклона пула ҫуркуннехи ӑшша халех туймӑпӑр. Климат ҫуркунни пушӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑна килӗ. Ун чухне те 0 градусран ӑшӑрах пулсан та юр нумай выртӗ-ха.
Ака уйӑхӗнче ӑшӑтӗ. Уйӑх варринче 15 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Ҫу уйӑхӗ пӗтӗмӗшле илсен иртнӗ ҫулхинчен сивӗрех пулмалла. Ҫу пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче 14-18 градус ӑшӑ тӑрӗ. Мӑнкунра сивӗрех, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли ҫанталӑк лайӑхланмалла.
Хальлӗхе ку уйӑхра юр-ҫумӑр нормӑран сахалрах ҫунӑ. Ҫитес вӑхӑтра пирӗн республикӑна циклон килӗ. Паян каҫхине юр ҫума тытӑнӗ, ыран та чарӑнмӗ. Шупашкарта 2 сантиметр таран хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Ҫил вӑйланнипе ҫил-тӑман вӗҫтерӗ.
Кӗҫӗр ҫанталӑк ӑшӑтӗ, ыран кӑнтӑрла 0-рен ытларах пулӗ. Эрне варринче антициклон килӗ, ытларикун ҫӗрле 10 градус таран сивӗтӗ. Кӑнтӑрла вара хӗвел ӑшши самаях туйӑнӗ.
Эрнекун чи ӑшӑ кун пулӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнипе кӑна сивӗрех пек туйӑнӗ. Шӑматкун йӗпе юр ҫӑвӗ. Вырсарникун ҫил лӑпланӗ. Сывлӑш температури 0-рен ытларах пулӗ.
Ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче кӑштах сиветӗ. Уйӑх вӗҫӗччен уяртарах ҫанталӑк тӑрӗ. Юр майӗпен ирӗлӗ.
Паян ӑшӑ-ха. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере кӑрлач уйӑхӗнчи сивве те туйса курӑпӑр.
Кӗҫӗр кӑштах юр ҫӑвӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтре карса илӗ. Ытларикун 0 градус пулӗ. Унтан вара сивӗтӗ. Юнкун уяртӗ, ҫӗрле сивӗ пулӗ. Пушӑн 6-7-мӗшӗсенче ҫӗрле термометр 15-20 градус сивӗ кӑтартӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте – 30 градус.
Эрнен иккӗмӗш ҫурринче ӑшӑтӗ, кӑнтӑрласерен 0-рен пуҫласа 5 градус таран сивӗ пулӗ. Анчах хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫиле пула 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Пушӑн 8-10-мӗшӗсенче 5 сантиметр таран юр ҫума пултарӗ.
Паян – ҫуркунне. Ҫанталӑкӗ те ҫакнах кӑтартать. Кураксем вӗҫсе килнӗ, юр кӑштах ирӗлет.
Хальлӗхе нормӑран 2-4 градус ӑшӑрах пулсан та ҫуркунне часах килмӗ. Малта – сивӗ те юрлӑ кунсем. Кӗҫӗр республикӑна сивӗ фрончӗ килӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ.
Шӑматкун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ, ӑшӑтӗ – 2 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Каҫ енне тӗтре карса илӗ, вырсарникун та ҫаплах пулӗ. Ҫӗрле 10-12 градус таранах сивӗтме пуҫлӗ.
Тунтикун ҫил вӑйланӗ. Пушӑн 5-6-мӗшӗсенче сивӗрех пулӗ, кӑштах юр ҫӑвӗ. Пушӑн 8-мӗшӗ тӗлне каҫсерен сывлӑш 13 градус таран сивӗнме пуҫлӗ, кӑнтӑрла 5-7 градус сивӗ пулӗ. Ҫил лӑпланӗ, хӗвел пӑхӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн иккӗмӗш декадинче юр ҫӑвӗ.
Паянхи кун тӗлне юр хулӑнӑшӗ 68 сантиметра ҫитнӗ. Кун пекки 2001 ҫултанпа пулман. Ҫав вӑхӑтрах нарӑсӑн 20-мӗшӗнченпе юр ҫумасть.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ, нарӑс вӗҫӗнче, антициклон хуҫаланать. Пушӑн пӗрремӗш декадинче те ҫаплах пулӗ. Анчах пушӑн пӗрремӗш ҫурри нормӑран сивӗрех килӗ.
Пуш уйӑхӗн типӗ пулма пултарать. Анчах вӗҫӗнче уйӑхри нӳрӗк норми ӳкме пултарать. Пӗтӗмӗшле илсен, пуш уйӑхӗн нормӑран 1-2 градус сивӗрех килӗ.
Кӑҫал юр час каясса кӗтмелле мар. Пушӑн иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш декадинче юр хулӑнӑшӗн 77 сантиметра ҫитме пултарать.
Республикӑра хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрать. Сивӗ те вӑйлӑрах ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес 2-3 кунра ҫил лӑпланмӗ-ха. Пӗлӗтсем вара сахалланӗҫ. Чи хӗвеллӗ кун нарӑсӑн 28-мӗшӗ, юнкун, пулӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтсах пырӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче термометр 0 градус кӑтартӗ. Эрнекунпа шӑматкун кӑштах юр ҫӑвӗ. Вырсарникун сивӗрех уяр ҫанталӑк тӑрӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |