Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутҫанталӑк: Канмалли кунсенче каллех юр ҫӑвӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 06.02.2026 11:59 | 27 хут пӑхнӑ
Ҫутҫанталӑк
au.pinterest.com сайтри сӑн
au.pinterest.com сайтри сӑн

Канмалли кунсенче республикӑра каллех юр ҫӑвассине пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Икӗ кунра юр хулӑнашӗ республикӑн ҫурҫӗр енче 5-10 см таран ӳсӗ, кӑнтӑр енче вара 10-15 см таран. Анчах ку – метеостанцин малтанлӑха палӑртнӑ официаллӑ даннӑйӗсем кӑна Чӑннипе вара иртнинче пек юр ытларах ҫума пултарӗ – ҫил-тӑман вӗҫтернине пула вырӑнӑн-вырӑнӑн кӗрт хӳсе лартӗ.

Юр кӗҫӗр, ҫур ҫӗр иртсен, ҫума тытӑнӗ. Ыран кӑнтӑрла тата вӑйлӑрах ҫӑвӗ, каҫхине тата ҫӗрле пушшех те вӑйланӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илме пултарать, ҫавӑнпа водительсене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

Юр вырсарникун ҫӗрле ҫума чарӑнӗ, вара ҫанталӑк каллех сивӗтме пуҫлӗ: хӑш-пӗр ҫӗрте термометр 20 градус сивӗ кӑтартӗ. Тунтикун кӑнтӑрла уяртӗ, ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӗрнӗ май 21-26 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрне вӗҫнелле каллех юр ҫӑвӗ, унтан ӑшӑтӗ.

#ҫутҫанталӑк, #синоптиксем, #ҫанталӑк

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем