«Нурӑс – Елчӗк – Патӑрьел» ҫул водительсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ: вӑл арканнӑ, паллӑсем ҫителӗклӗ мар. Шӑтӑк-путӑк тӑршшӗ 2,65 метра ҫитнӗ, сарлакӑшӗ – 1,9 метра, тарӑнӑшӗ – 15 сантиметра. Пӗтӗмпе 24 пин тӑваткал метр ҫул сиенленнӗ.
Ҫак ҫитменлӗхсене прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче шута илнӗ те суда ярса панӑ. Суд Чӑвашупрдора ҫула юсаттарма йышӑннӑ.
Пӗр водитель «За рулем» порталӑн «Контактра» ушкӑнӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, япӑх ҫул 8 ҫухрӑма яхӑн, унта сехетре 20 ҫухрӑм хӑвӑтлӑхпа ҫеҫ кайма тивет.
Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Етӗрне – Николаевски – Ҫӗнӗ Атикасси» автоҫулӑн 6-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ: «Тайота» автомобиль «Гранта» ҫине пырса кӗнӗ. Хытӑ ҫапӑннипе «Лада» ҫаврӑнса ӳкнӗ.
«Тайота» рулӗ умӗнче Етӗрне районӗнчи Хучаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Авари вӑхӑтӗнче вӑл урах пулнӑ. Кӑҫал вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳренӗшӗн 8 штраф тӳленӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
«Грантӑра» пулнӑ 18 ҫулти пассажир йывӑр аманнӑ. Вӑл халӗ те пульницӑра выртать, тӑна кӗмен.
Етӗрне районӗнче ҫулпа пыракан машина хыпса илнӗ. Водитель, Турра шӗкӗр, шар курман.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек ӗнер ирхи 7 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. Ҫалкасси ялӗ тӗлӗнче «LADA-Largus» автомобиль чӗрӗлсе илнӗ. Машина кивӗ те пулман. 2018 ҫулта кӑларнӑскер. Специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, транспорт юсавсӑр пулнӑ, ҫавна май вӑл ҫунма пуҫланӑ.
Шупашкарта вара урам варринче ларакан машина кӗлленнӗ. «ВАЗ-21113» автомобиль каҫхи 11 сехет тӗлӗнче ҫунма пуҫланӑ. Вӑл Ленинла Комсомол урамӗнчи 29-мӗш ҫурт умӗнчи парковкӑра ларнӑ. Инкек сӑлтавӗ машинӑн электричество оборудованийӗ юсавсӑрри тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра пушар 1099 хутчен алхаснӑ. Ун вӑхӑтӗнче 44 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 50 миллион ытла тенкӗӗх пурлӑх пӗтнӗ.
Шӑмӑршӑ хулинчи «Стройкомфорт» организаци ертӳҫине сӑмалашӑн явап тыттарма йышӑннӑ. Ҫапла тӑвас текенни — прокуратура. Предприяти ертӳҫи тӗлӗшпе ҫул-йӗр инспекторӗсем РФ Административлӑ кодексӗн 12.34-мӗш статьяпа административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статья 20 пинтен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штрафлама ирӗк парать.
Пӑтӑрмах Шӑмӑршӑра ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр ҫинче ӗҫлекенсем «Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Шӑмӑршӑ — Ҫӗнӗ Пӑкӑян» ҫул ҫине сӑмала тӑкнӑ. Ҫавӑн пирки вӗсем асӑрхаттару паллисем вырнаҫтарман, машинӑсене урӑх ҫӗртен каймаллине маларах систермен. Сӑмалаллӑ ҫул ҫине машинӑсем пӗлменнипе кӗрсе кайнӑ. Хаклӑ автомобильсем ҫумне сӑмала ҫыпӑҫса ларнӑ. Пурӗ 10 машина шар курнӑ.
Вӑрнар районӗнчи Кивӗ Шуртан ялӗнчи Вӑрман урамне ҫул сарнӑ. Ӗҫе кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче пуҫӑннӑ. «Стройка-21» тулли мар яваплӑ обществӑпа тунӑ килӗшӳре строительствӑна авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫлемеллине палӑртнӑ. Анчах подряд организацийӗ ҫине тӑрса тӑрӑшнипе ҫула утӑ уйӑхӗн вӗҫӗнчех сарса пӗтернӗ.
Пӗр урама ҫул сарма хыснаран 5 миллион та 29 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫул тӑршшӗ — 675 метр. Ӑна сарнипе пӗрлех ҫул айккине шыв юхтарса каясран вак чул сарнӑ, курӑк акнӑ. Ҫуран ҫӳрекенсем валли сукмак сарнӑ. Машинӑсене пӑрӑнса кӗмелли тата ҫаврӑнмалли вырӑнсене те пӑхса хӑварнӑ строительсем.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи Кивӗ Шуртансем ҫулшӑн питӗ савӑннӑ. Вӑрман урамӗпе иртнӗ чух вӗсем пылчӑк ҫӑрса текех нушаланмӗҫ.
ҪҪХПИ ӗҫченӗсем автоҫул ҫинче ырӑ ӗҫ тунӑ – пӑтӑрмаха ҫакланнӑ ҫынна пулӑшнӑ. Кун пирки ведомствӑн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Энӗш» автоҫул ҫинче ЧР ШӖМӗн ҫул-йӗр патруль службин ятарлӑ батальонӗ ҫул хӗрринче «Лада» машина ларнине, унӑн авари ҫути ҫуннине асӑрханӑ. Пакунлисем иртсе кайман – «тимӗр урхамах» патне пынӑ.
Ҫул хӗрринче ачаллӑ хӗрарӑм чарӑннӑ-мӗн. Хайхискер Канаш еннелле кайма тухнӑ та кустӑрми шӑтнӑ. Анчах хӗрарӑм машинӑна хӑй тӗллӗн юсайман.
Инспекторсем хӗрарӑма кустӑрмана юсама пулӑшнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм малалла кайнӑ.
Муркаш районӗнче утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне тӗрӗслесе хак парӗ.
Аса илтерер: асӑннӑ кун ирхине «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег Ладыков пулма пултарнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каччӑна унччен суд ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑччӗ. Вӑл тата унӑн юлташӗ тантӑшӗсене хӗненӗччӗ.
Сӑмах май, ҫакна та палӑртар: ӗнер Алексей Ладыков «Уҫӑ хула» форматпа хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Шӑв-шав ҫӗкленӗ инкекпе кӑсӑкланакан та тупӑннӑ. Сити-менеджер авари вырӑнӗнче хӑй пулмантан руль умӗнче кам пулнине пӗлменнине палӑртнӑ. Ладыковсен ун пек машина ҫук-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхине Муркаш районӗнчи Калмӑккасси ялӗ ҫывӑхӗнчи «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
«Ауди» машинӑри ҫынсем автомобиле пӑрахса хӑварсах вырӑнтан тапса сикнӗ. Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки ӗнер «Россия-24» (чӑв. Раҫҫей-24) телеканал «Дежурная часть» кӑларӑмра хыпарланӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче «Ауди» салонти камера ӳкерсе илнӗ видеона (ӑна лартакансем ҫапла ӗнентереҫҫӗ) вырнаҫтарнӑ. Кадр хыҫӗнчи сасӑ сехетре 200-е яхӑн километр хӑвӑртлӑхпа пынишӗн каппайланса калаҫни илтӗнет. Машина пӗр автомобиль хыҫҫӑн тепринчен ирте-ирте кайни курӑнать.
Сӑр юханшывӗ урлӑ Пӑрачкав районӗнче хывнӑ кӗпере икӗ ҫулта юсаса пӗтермелле. Аса илтерер: кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле кӗпер карлӑкӗ йӑтӑнса аннӑччӗ.
Кӗпере «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн юсама тытӑннӑ.
Юсавҫӑсен ӗҫӗпе паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паллашнӑ. Асӑннӑ тӑрӑха вӑл муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑнас тӗллевпе кайнӑ.
Кӗпере юсама кӑҫал ҫулла тытӑннӑ. Палӑртнине 2020 ҫулта вӗҫлесшӗн. Ун валли 183 млн тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Подрядчик пулса «СК – Волга» тулли мар яваплӑ общество ӗҫе кӳлӗннӗ. Машинӑсем ҫӳренине юсав вӑхӑтӗнче светофор йӗркелесе тӑрӗ. 10 тоннӑран йывӑр транспорта каҫармӗҫ. Хӑш-пӗр ӗҫ вӑхӑтӗнче 3 тоннӑран йывӑррисене ирттермӗҫ. Машинӑсем кӗпер урлӑ ҫӳрессине хӑш чухне темиҫе сехетлӗхе чарса лартма тивӗ. Ҫав вӑхӑтрах васкавлӑ пулӑшу, пушар сӳнтерекен машинӑсене, шкул автобусӗсене иртсе ҫӳреме чармӗҫ.
Вӑрнар районӗнчи Туҫи Ҫармӑс ялӗнче халӑх шучӗпе ҫул юсанӑ. Тӗрӗсрех каласан, вырӑнти пуҫарулӑх программипе.
820 метр тӑршшӗ ҫула вак чул сарса хытарнӑ. Ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура, хӗрлӗ хӑю касса, шар ҫаксах уҫнӑ. Мероприятие Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Мӑн Явӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков, подряд организацийӗн (вӑл — А.Г. Ефимова усламҫӑ) ӗҫченӗсем, ял ҫыннисем пухӑннӑ.
Ҫула кӗске вӑхӑтра юсанӑ. Ӑна епле сарни ял ҫыннисене тивӗҫтерет. Подряд организацийӗн ӗҫ-хӗлне халӑх сӑнасах тӑнӑ. Вак чул сарнӑ ҫул 5 урама ҫыхӑнтарать.
Тӳре-шара пуҫарулӑх программине хутшӑннӑшӑн ял ҫыннисене тав тунӑ. Вырӑнтисем хӑйсен укҫи-тенкине шеллеменнине кура хыснаран та «нухрат» уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |