Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Елчӗк-Курнавӑш» ҫул ҫинче «Лада Гранта» автомобиль «Лада Калина» машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «Гранта» рулӗ умӗнче 52 ҫулти сусӑр ҫын пулнӑ. Вӑл машинӑна сехетре 130 километр хӑвӑртлӑхпа хӑваланӑ.
«Калина» машинӑра инкек вӑхӑтӗнче 6 ҫын пулнӑ. Салонта ларса пынӑ 61 ҫулти хӗрарӑм машинӑран тухса ӳксе вилнӗ. Водитель тата тепӗр тӑватӑ пассажир аманнӑ.
Лада Гранта» автомобиль водителӗ те шар курнӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ.
Асӑннӑ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫе халӗ Елчӗк районӗнчи суда ярса панӑ.
Ӗнер каҫхине 20 сехет те 50 минутра Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, авари пулнӑ. Унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, виҫҫӗшӗ аманнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «буханкӑпа» ҫапӑннӑ. «Грантӑри» 53 ҫулти водитель тата 34 ҫулти пассажирка вырӑнтах вилнӗ, 32 ҫулти пассажир вӑйлах аманса пульницӑна лекнӗ.
«Буханкӑри» водитель тата пассажирка аманнӑ.
Паян ҫӗрле, 23 сехетсенче, Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ ҫывӑхӗнче М-7 ҫул ҫинче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. Пӗри ҫаврӑнса ӳкнӗ, тепри кювета чӑмнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинче купӑста сапаланса выртнӑ. Авари вӑхӑтӗнче ҫула полицейскисем пӳлсе хунӑ. Ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен пӗр машина та унтан иртсе каяйман.
Халӑх корреспонденчӗ хыпарланӑ тӑрӑх, аварире пӗр ҫын самаях суранланнӑ. Вырӑнта ҫӑлавҫӑсем те ӗҫленӗ.
Паян 18 сехет те 40 минутра Канаш районӗнче «Канаш - Славаш» ҫул ҫинче пулнӑ аварире ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель автофургон ҫулпа пынӑ чухне кювета чӑмнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель руле итлеттереймен. Вӑл аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Шел те, пассажир вара авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Пӑрачкав районӗнче прокуратура ҫине тӑнипе ҫула юсанӑ.
Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫула прокуратурӑпа патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫул япӑхи ҫинчен вӗсем тӗнче тетелӗнче ҫырнине вуласа пӗлнӗ. Сӑмах «Шупашкар – Сурское» ҫул пирки пырать.
Муниципалитет территорийӗнчи ҫул, чӑн та, япӑхса кайнӑ иккен. Шӑтӑк-путӑклӑскер норматива тивӗҫтермен.
Ҫула тытса тӑма тивӗҫ «Дортех» организацие административлӑ майпа явап тыттарса 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Ун хыҫҫӑн ҫула юсанӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Елчӗк районӗнче «Комсомольски – Елчӗк – Пӑва» ҫул ҫинче 59 ҫулти мопедист машина кустӑрми айне пулса вилнӗ.
11 сехет тӗлнелле ҫак арҫын тӗп ҫул ҫине тухнӑ. Анчах вӑл машина килнипе килменнине лайӑх пӑхман ахӑртнех. Ҫав вӑхӑтра ҫулпа сӗт турттаракан машина пынӑ. Мопедист та, водитель те пӑрӑнас тесе хӑтланнӑ. Анчах… Шел те, 59 ҫулти арҫын вилмеллех суранланнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унӑн мопедпа ҫӳреме ирӗк паракан документсем пулман.
«ЛизаАлерт» шырав отрячӗн хастарӗсем «Солярис» машинӑпа тухса кайнӑ ҫамрӑк арҫынна шыраҫҫӗ. 31 ҫулти Артем Пантелеймонов уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Hyundai Solaris» маркӑллӑ автомобильпе ҫула тухнӑ. Унӑ машини сӑрӑ тӗслӗ иккен.
Ҫухалнӑ ҫамрӑк арҫын 179 сантиметр ҫуллӗш, начар кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ — тӗксӗм хӑмӑр. Хӑй тӗксӗм кӑвак футболка-поло, тӗксӗм кӑвак джинс шӑлавар, сӑрӑ кроссовки тӑхӑннӑ. Ҫумӗнче хура тӗслӗ рюкзак пулнӑ.
Ӗнер ирхи 3 сехетре Етӗрне районӗнче 4 машина ҫапӑннӑ. Аварире фура водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
47 ҫулти фура водителӗ - Пермь крайӗнчен. Вӑл малта тӑракан «Мерседес» ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ вара фургона тӑрӑннӑ. Фургон «Сканийӑна» пырса лекнӗ. Фура водителӗн кабини вӑйлах лапчӑннӑ. Шел те, 47-ри арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Вӑл пырса тӑрӑннӑ чухне ытти машина ҫул хӗрринче ларнӑ - Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ун чухне кӑшт маларах пулнӑ аварие регистрациленӗ.
Паян ирхине Елчӗк районӗнче «Ладӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ ҫул ҫинчен тухса кайса юпана пырса тӑрӑннӑ. Руль умӗнче полици тытӑмӗнче ӗҫлекен 40 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Салонра, телее, урӑх никам та пулман.
Халӗ Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Авари мӗншӗн пулнине тӗпчеҫҫӗ.
Юлашки вӑхӑтра такси хакӗсем ӳссе кайнине асӑннӑ транспортпа усӑ куракансем сисрӗҫ ӗнтӗ. Кун пек лару-тӑру ҫӗршывӗпех. Юлашки вунӑ ҫулта ун пекки пулман.
Росстат пӗлтернӗ тӑрӑх, таксипе ҫула тухсан пӗр километр кайма ҫул укҫи ҫӗртме уйӑхӗнче 32 тенкӗ те 53 пуса кайса ларнӑ.
Хак хӑпарнин сӑлтавӗ темиҫе. Пӗрремӗшӗнчен Раҫҫее хирӗҫле санкцисем йышӑнсан автомобиль хакӗ ӳснӗ.
Иккӗмӗш сӑлтавӗ — иртнӗ ҫул вӗҫӗнче такси водителӗсене ОСАГОна турттаракансен тарифӗпе илме хистекен саккун йышӑнни.
Экспертсем такси хакӗ ҫывӑх вӑхӑтра 30 процент таран ӳсессине систереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |