Паян Мари Элте "Звенигово - Шелангер - Морки" ҫул ҫинче трассӑн пӗр пай ишӗлсе аннӑ. Тӗрӗсрех каласан, ӑна ейӳ шывӗ татса янӑ.
Ҫав вырӑнтан халӗ машинӑсем ҫӳреймеҫҫӗ, ӑна хупса хунӑ. Ҫул 6-10 метр тӑршшӗ ишӗлнӗ. Тарӑнӑшӗ - 6 метр.
Машинӑсене вӑхӑтлӑха Волжск районӗнчен "Помары - Коркатово" ҫулпа яраҫҫӗ. Ҫула юсас ӗҫ пырать-ха. Анчах юр шывӗ йӑлтах кайса пӗтмен, тепӗр талӑк вӑйлӑ анмалла.
Ҫул ҫинче кӑҫалхи пек шӑтӑк-путӑк нихӑҫан та пулман. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑйӗн Телеграм-каналӗнче.
"Кӑҫал республикӑра 600 пин тӑваткал метр ҫул ҫинчи шӑтӑк-путӑка юсамалла. Кун пекки унччен пулман", - ҫапла ҫырнӑ Олег Алексеевич каналта.
Кӑҫал ҫулсем мӗншӗн вӑйлӑ арканнӑ-ха? Республика влаҫӗ ҫакна ҫанталӑк условийӗсемпе тата М-12 федераци ҫулне тунипе ҫыхӑнтарать.
Хальччен 1,5 пин тӑваткал метр ҫул ҫинче шӑтӑк-путӑка сапланӑ. Ку ӗҫе ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.
«Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен 71/72 номерлӗ пуйӑса икӗ хутлипе ылмаштарӗҫ. Паянхи куна фирма пуйӑсӗ икӗ хутли ҫӳрет-ха.
«Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсем» холдинг икӗ хутлӑ пуйӑссем ҫӳрекен полигона анлӑлатасшӑн. Сӑмахран вӗсем «Ӗпхӳ – Имерет курорчӗ» тата «Екатеринбург – Мускав» маршрутсемпе хутлӗҫ.
Тверьти вакунсем тӑвакан завод холдинга 550 ҫӗнӗ вакунпа тивӗҫтерӗ, ҫав шутран 100-шӗ икӗ хутлисем пулӗҫ.
Чӑваш Енре, Чулхула облаҫӗнче тӳлевлӗ М-12 ҫула тӑвас ӗҫ хӗрсех пырать. Халӗ ӗҫсен улттӑмӗш тапхӑрне пурнӑҫлаҫҫӗ.
«Автодор» ГК правленийӗн пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫул ҫинчи специалистсем талӑкӗпех ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Ҫул-йӗр тата строительство объекчӗсене тума хушма ресурсем уйӑрӗҫ.
Палӑртмалла: «Мускав – Чулхула – Хусан» М-12 федераци трассин пур участокне те 2023 ҫулхи раштав уйӑхӗччен туса пӗтермелле.
Паян ҫӗрле Муркаш районӗнчи инкекре тӑватӑ ҫын аманнӑ.
Инкек ҫурҫӗр иртни пӗр сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Мускав-Ӗпхӳ» М-7 ҫул ҫинче, Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ тӗлӗнче, «Киа Оптима» ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. 46 ҫулти водитель унта «DAF XF» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ.
Инкекре ҫӑмӑл машина водителӗ тата салонра ларса пынӑ виҫӗ пассажир суранланса пӗтнӗ, вӗсене больницӑна илсе кайнӑ.
Водительсем, сӑмах май каласан, урах пулнӑ.
Пӑрачкав районӗнчи Кудеиха ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем ҫул хӑрушӑ пулса кайнӑшӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Асфальт мӗнле лару-тӑрура пулнине сӑн ӳкерсе вӗсем тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак ҫулпа М-12 автотрассӑна тумашкӑн стройматериалсем турттараҫҫӗ. Ҫавна май вӑл аркансах пӗтнӗ. Вырӑнти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, унта халӗ шкул автобусӗ те ҫӳремест: шӑпӑрлансем Кожевенное тата Сиява ялӗсенче ҫитеймеҫҫӗ. Ачасене те ача пахчине илсе ҫӳреймеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен ҫул питӗ хӑрушӑ лару-тӑрура.
Сӑнӳкерчӗксем тӗнче тетелӗнче сарӑлнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҪҪХПИпе пӗрле тӗрӗслеве тухнӑ.
Паян Вӑрнар районӗнче "Нурӑс - Елчӗк - Патӑрьел" ҫул ҫинче пулнӑ аварире ачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 2 ҫулта кӑна пулнӑ.
ШӖМ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "УАЗ Профи" водителӗ руле итлеттереймен, хирӗҫ килекен "Хендайпа" ҫапӑннӑ. Иномаркӑри 2 ҫулти хӗрача вилнӗ. Вӑл хыҫалти ларкӑч ҫинче ятарлӑ кресло ҫинче ларнӑ. Иномаркӑри тепӗр пассажира, хӗрарӑма, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Кӳкеҫре йывӑр тиевлӗ машина аварие лекнӗ. Вӑл хӑвӑрт хыпса илекен шӗвек илсе пынӑ.
Ку паян 11 сехет те 50 минутра пулнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йывӑр тиевлӗ машина тепӗр транспортпа ҫапӑнас мар тесе кювета тухса кайнӑ.
Машинӑн пички кювета чӑмса картана лапчӑтнӑ. Юрать, техногенлӑ инкек пулман.
Паян ирхи 4 сехетре Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче Мускавран Шупашкара килекен автобус аварие лекнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» машина автобусран иртсе кайма тӑнӑ та йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн грузовик автобуса пырса тӑрӑннӑ.
Салонра 48 ҫын пулнӑ. 4 арҫын тата 1 хӗрарӑм аманнӑ. Вӗсене Лысковӑри пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Авари хыҫҫӑн ҫула май каякан водительсем пулӑшу сӗннӗ, пассжирсене лартса кайнӑ.
Паян 15 сехет тӗлне М-7 автоҫул ҫинче, Муркаш районӗнче, икӗ ҫӑмӑл машина ҫапӑннӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, аварире 5 ҫын аманнӑ. Ҫав йышра - икӗ ача.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, "Киа" водителӗ, 38 ҫулти арҫын, хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса "Лада Грантӑпа" ҫапӑннӑ. Арҫын авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Иномаркӑри 35 ҫулти хӗрарӑм, 11-ти хӗрачапа 10-ри арҫын ача аманнӑ. "Лада Грантан" 27 ҫулти водителӗ тата 24-ри пассажирка суранланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |