Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, ҫул-йӗр инспекторӗсем 12 ӳсӗр водителе чарнӑ. Вӗсенчен пӗри - Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнче.
Хайхискер юрҫӳренпе пынӑ. Тӗттӗмре фарӑсене те ҫутман. Ӑна чарсан водитель ӳсӗр пулни палӑрнӑ. Унӑн водитель прави те, транспорта регистрациленине ӗнентерекен документ та пулман.
Водитель тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Юрҫӳрене вара хураллакан ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Нарӑсӑн 6-мӗшӗнче ир-ирех М-12 ҫул ҫинче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче, йӗрке хуралҫисем «Шевроле» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Мускав облаҫӗнчи 40-ри арҫын ларнӑ. Багажникре 6 килограмм синтетика наркотикӗ тупнӑ. Ҫакӑ паллӑ: унччен водителе ҫакнашкал преступленишӗн айӑпланӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче ҫав ҫул ҫинчех, Комсомольски округӗнче, «Тойотӑна» чарнӑ. Унпа Пермь крайӗнчи 39 ҫулти арҫын пынӑ. Курьерӑн машининче 17 килограмм гашиш тата 9 килограма яхӑн кокаин пулнӑ.
Наркокурьесене арестленӗ.
РФ Президенчӗ Владимир Путин тӳлевлӗ М-12 ҫул ҫинчи хаксене пӑхса тухма хушнӑ. Владимир Владимирович тарифсем пирки сӗнӳсем кӗтет. Куншӑн Раҫҫей премьер-министрӗ Михаил Мишустин тата «Автодор» пуҫлӑхӗ Вячеслав Петушенко яваплӑ.
Аса илтерер: Президент тӳрӗ лини ирттернӗ чухне Тутарстан ҫынни М-12 ҫулпа ҫӳреме хаклӑ пулни пирки каланӑ. Мускавран Хусана ҫитме 5 пин тенкӗ тӳлемелле, Канаша - 4069, Ҫӗмӗрлене - 3697 тенкӗ.
Шупашкарти «Дорэкс» предприятие ҫула япӑх тасатса тӑнӑшӑн тӑватӑ хутчен явап тыттарса штрафланӑ. Кашнинчех – 100-шер пин тенкӗшер.
Асӑннӑ организацие Кӑнтӑр посёлокне япӑх тасатса тӑнӑшӑн кӑна виҫӗ хутчен штрафланӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх управленийӗ нумаях пулмасть Альгешри Вишневӑй урама тӗрӗсленӗ. Унта ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫула виҫӗ талӑк тасатман.
Шупашкарта маршрутка ҫине ҫӑмӑл машина пырса кӗнӗ.
Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 270-мӗш маршрутпа хутлакан общество транспорчӗпе «Шкода Октавия» автомобиль пырса ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑна 32 ҫулти водитель тытса пынӑ.
Микроавтобусри икӗ пассажира тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Инкек ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, каҫхи пилӗк сехет хыҫҫӑн Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче 108-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Паян Канаш хули ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ - «Лада Приора» ҫунса кайнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Приора» водителӗ, 20 ҫулти хӗр, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ та йывӑр тиевлӗ «Мерседеспа» ҫапӑннӑ. Ҫапӑнсан ҫӑмӑл машина ҫунма тытӑннӑ. Руль умӗнче ларнӑ 20-ри хӗр машинӑра ҫунса кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Волгоград облаҫӗнчи водитель Чӑваш Ене ҫитсен йывӑрлӑха лекнӗ. Вӑл М-7 ҫул ҫинче чарӑнса ларнине ҪҪХПИ инспекторӗсем асӑрханӑ. «Газель» хыҫӗнче тӗттӗмре ҫутатакан ҫурӑм ӑшши ҫакӑнса танӑ. Ку вара водителе пулӑшу кирлине пӗлтерет.
Водитель Нефтеюганска кайма тухнӑ иккен. Ҫул ҫинче вара бензин пӗтнӗ. Водителӗн заправкӑна хӑй тӗллӗн ҫитме ӑшӑ тум та пулман. Урамра вара самай сивӗ тӑнӑ: 20 градус.
Инспекторсем водителе ҫывӑхри заправка таран илсе ҫитернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче Гоголь урамӗнче васкавлӑ медпулӑшу пациент патне ҫитеймен. Йӑлтах - юртан тасатман ҫула пула.
Васкавлӑ медпулӑшу машини тасатнӑ ҫул таран ҫеҫ ҫитейнӗ, малалла каяйман. Амӑшӗпе ачин машина патне хӑйсен утса тухма тивнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ.
Малтанлӑха хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав ҫулӑн участокӗ «Дорэкс» килӗшӗвӗнче ҫук. Епле майпа? Прокуратура ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчет.
Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара.
Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем.
Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн.
Прокуратура Йӗпреҫ округӗнчи ҫулсене юртан мӗнле тасатнине тӗрӗсленӗ. «Нурӑс - Патӑрьел - Елчӗк» тата «Йӗпреҫ - Березовка - Кудеиха» ҫулсене «Дортех» организаци япӑх пӑхса тӑни палӑрнӑ. Чылай ҫӗрте ҫул хӗррине, тротуарсене хырман, юр 15 сантиметртан ҫӳллӗрех пулнӑ. Ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне те сапман, чарӑнусем патне пынӑ ҫӗрте те кӑпӑшка юр выртнӑ.
«Дортех» тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, должноҫри ҫынна 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |