Паян 17 сехет тӗлӗнче Шупашкарта Вӑйӑмлӑ агрегатсен савучӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 34 ҫулти водитель руле итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унтан вӑл тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ.
Машина шӑпах водитель енчен ҫапӑннӑ. 34-ри арҫын вилнӗ. 64 ҫулти тепӗр водитель аманнӑ.
Паян М-12 тӳлевлӗ автоҫулӑн Хусана илсе ҫитерекен пайӗ уҫӑлнӑ. Ку мероприятие РФ Президенчӗ Владимир Путин видеоҫыхӑну урлӑ хутшӑннӑ.
Халӗ Мускавран хулана хӑвӑртах ҫитме пулать. Аса илтерер: кӑшт маларах Арзамаса илсе ҫитерекен ҫул уҫӑлнӑччӗ.
М-12 ҫул Хусана илсе ҫитерекенни кӑна пулмӗ. Тӳлевлӗ, пысӑк хӑвартлӑхлӑ ҫула Екатеринбурга, унтан Тюмене ҫити тӑсӗҫ.
Чӑваш Енри суд Удмурт Республикинчи водителе суд тунӑ.
28 ҫулти арҫын кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пирӗн республикӑра инкеке лекнӗ. «М-7» ҫулпа пынӑ чухне Куславкка муниципаллӑ округне ҫитсен, вӑл ҫул айккине тухса кайса тимӗр карта ҫине пырса ҫапӑннӑ.
«Лада Гранта» машинӑа водительсӗр пуҫне унӑн тӑватӑ пӗр тӑванӗ: пиччӗшӗ (тен, шӑллӗ пулӗ. Вырӑсла хыпарта брат тенӗ) тата виҫӗ йӑмӑкӗ-аппӑшӗ (вырӑсла хыпарта сестра тенӗ) пулнӑ. Водитель тата икӗ тӑванӗ (хӗрарӑмсем) аманнӑ.
Инкеке лекнӗ водителе хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн юлашки ик ҫулта 50 хутчен явап тыттарнӑ иккен. Инкек пулнӑ кунхине вӑл руль умӗнче 8 сехет пулнӑ.
Куславкка районӗнчи суда арҫынна тӗрмене хупса хумасӑр 9 уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
РАШ | 19 |
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, «Атӑл» автомобиль ҫулӗ ҫинчи инкекре виҫҫӗн аманнӑ.
Ирхи 4 сехет те 30 минутра пулса иртнӗ инкекре «Киа Рио» машина водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «КамАЗ» фурӑпа ҫапӑннӑ.
Иномарка рулӗ умӗнчи 57 ҫулти водителе больницӑна илсе кайнӑ, ҫывӑх вӑхӑтра вӑл унта сыватӗҫ. Машинӑри икӗ пассажир килте сипленӗҫ.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 11 сехет те 15 минутра М-7 автоҫул ҫинче, Куславкка муниципаллӑ округӗнче, авари пулнӑ. Унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Скания» фурӑпа ҫапӑннӑ. «Приора» водителӗ, 60-65 ҫулсенчи арҫын, вилмеллех суранланнӑ.
«М-12» федераци ҫулӗпе Мускавран Хусана ҫитме ҫӑмӑл автомашинӑсен 4 481 тенкӗ тӳлеме ттвӗ. Кун пирки «Автодор» организация пӗлтернӗ. Ҫав ҫулпа Чулхуларан Хусана ҫитме ҫӑмӑл машинӑсен 1660 тенкӗ тӳлемелле, йывӑр тиев турттаракан автомобильсен — 3 912 тенкӗ.
Мускавран Хусана машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫулпа ҫитме 5 пин тенкӗ ытла тӳлемелле тесе ӗнер ҫӗршыв Президенчӗн тӳрӗ эфирӗ вӑхӑтӗнче ыйту хускатакан пулнӑччӗ, Владимир Путин хака малтан шантарнӑ пекех хӑварма шантарнӑччӗ.
Паян Улатӑр хулинче Ленин тата Комсомол урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ: пушарнӑй машини маршруткӑна пырса ҫапӑннӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, маршрутка светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра пынӑ. Пушарнӑй машини вара хӗрлӗ ҫутнӑ чухне кайнӑ. Вӑл мигалкӑсене, сиренӑна ҫутнӑ пулнӑ.
Юрать-ха, маршруткӑра пассажирсем пулман. Водителе пульницӑра тухтӑрсем тӗрӗсленӗ те киле янӑ. Вӑл аманман.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Шупашкарта маршрут автобусӗ инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах Сӗнтӗрвӑрри шосси урамри 25-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ.
«КамАЗ» автомбиль умра пыракан «Форд Транзит» микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Пассажирсене турттаракан транспорт «Йошкар Ола-Шупашкар» маршрутпа ҫула тухнӑскер пулнӑ. Микроавтобус унтан «Хавейл» машина ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче микроавтобусра 4 пассажир пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Киров облаҫӗнче пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑма, пульницӑна илсе кайнӑ, ӑна унта тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килне янӑ.
Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче юн нумай ҫунӑ хыҫҫӑн халӑх тетелӗсенче ҫулсене тасатманни пирки ҫӑхав нумайланнӑ. Ытларах – Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Етӗрне тата Шупашкар округӗсенче пурӑнакансенчен.
Ҫула хырман тӑк ӑҫта ҫӑхав ҫырмалла? Федераци трассисене «Волго-Вятскупрдор» пӑхса тӑрать, ҫак сайтра ҫӑхав ҫырма пулать: www.rosavtodor.ru. Вырӑнти ҫулсене муниципалитетӑн тасатмалла.
Муниципалитетсен хушшинчи ҫулсене юртан тасатманни пирки ҫак номерпе шӑнкӑравласа пӗлтермелле: 8-919-971-01-08. Е бота ҫырмалла: @Roadmonitor_bot.
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Йошкар-Оларан 30 ҫухрӑмра икӗ машина ҫапӑннӑ. Пӗри - пирӗн регионти.
Авари 9 сехет те 40 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш номерӗллӗ «Лада Гранта» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Рено Логанпа» ҫапӑннӑ. «Лада Грантӑри» водитель тата пассажир, «Рено Логанри» икӗ пассажир (ҫав шутра 9 ҫулти ача та) вилнӗ.
«Гранта» рулӗ умӗнче 1974 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |