Шупашкар хулинчи депутатсем тӗп хулари троллейбус управленийӗн электроэнерги парӑмне татма бюджетран укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Сахал та мар, нумай та мар: 15 миллион тенкӗ.
Муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине хыснаран укҫа уйӑрса пулӑшассине «халӑх тарҫисем» паян иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Вӑл е ку тӗллевпе укҫа пӑхса хӑварнӑ чух троллейбус управленийӗ пирки те манман.
Аса илтерер, Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑччӗ. Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, каҫ кӳлӗм энергетиксем троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона ҫутӑ пама пӑрахнӑччӗ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗнче троллейбус чарӑнса тӑнӑ. «Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳҫисем парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ.