Шупашкарта хӑйне евӗр светофорсем лартма пуҫланӑ. Вӗсем — ура айӗнче. Кунашкал светофорсене ятарласа телефона «путнӑ» ҫынсем валли хатӗрленӗ.
Пӗрремӗш светофора Президент бульварӗнче, 5-мӗш гимнази ҫывӑхӗнче, вырнаҫтарнӑ. Вӑл мӗнлерех ӗҫлет-ха? Ятарлӑ брусчаткӑсене ретпе хунӑ. Вӑл ахаль светфорпа пӗрле ӗҫлет. Ун ҫинче хӗрлӗ ҫутӑлсан — вӑл та ҫаплах, симӗс-тӗк — унта та ҫак тӗсех.
Ҫапла тунин усси пурах тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ура айӗнчи ҫутӑ телефонра чакаланса пыракан ҫынсен тимлӗхне вӑратать. Ку ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑха чакарать.
Паян Красноармейски районне кӗрекен Чатукасси ялӗнчи Тӗп урамра ҫӗнӗ ҫул уҫнӑ. 662 метр тӑршшӗ ҫула чул сарса хытарнӑ. Ӑна уҫма районти тата республикӑри тӳре-шара пырса ҫитнӗ, ялтисем чӑваш тумне тӑхӑнса, кӑпӑклӑ сӑра тата ҫӑкӑр йӑтсах тухнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ ятпа йӗркеленӗ мероприятие вак чула сарнӑ «Воддорстрой» ТМЯП пуҫлӑхӗ Анатолий Федоров та хутшӑннӑ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ
Сергей Молотков, республикӑн вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов пулнӑ.
Ҫул туса панӑшӑн ял ҫыннисем пуҫлӑхсене ӑшӑ сӑмах самай каласа тав тунӑ. Вӗсем яка ҫулпа ҫӳреме ҫуран ҫӳрекенсене те кӑмӑллине, урапаллисемшӗн вара пушшех те ырлӑхран та ырлӑх тесе палӑртнӑ.
Ку авари М-7 ҫул ҫинче 687-мӗш ҫухрӑмра авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Маршрутка ҫине йывӑр тиевлӗ урапа кӗрсе кайнӑ. Салонра водитель ҫеҫ пулнӑ. Вӑл чӗрӗ юлайман.
Халӗ ку лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Анчах кун валли кӳнтеленсем, видео кирлӗ. Камӑн видеорегистратор ҫинче ку авари пур — шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8-937-010-24-79 — Юлия; 8-937-956-86-85 — Александр; 8-937-372-79-41 — Ирина; 8-937-393-03-07 — Андрей.
Ку аварире 53 ҫулти Евгений Ельмин вилнӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Нӗрӗш ялӗнче пурӑннӑ. 173-мӗш маршрутпа ҫӳрекен микроавтобусра 8 ҫул ӗҫленӗ. Вӑл — йӗркеллӗ водитель. Ҫакна пассажирсем те, ӗҫтешӗсем те палӑртаҫҫӗ.
Ҫав кун Евгений ӗҫрен киле таврӑннӑ. Тӑванӗсем халӗ тӗрӗслӗх шыраҫҫӗ.
«Ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ — ҪҪХПИе шӑнкӑравла» — ҫак ятпа Шупашкарта пӗрремӗш хут акци иртнӗ. Ӑна ҫул ҫинче аварисен йышне пӗчӗклетессишӗн йӗркелеҫҫӗ.
Общество транспорчӗ ҫине стикерсем ҫыпӑҫтарнӑ. Унта дежурнӑй чаҫӗн номерне палӑртнӑ. Ҫул-йӗр правилисене пӑснине курсан 24-07-70 номерпе шӑнкӑравламалла.
Стикерсене маршруткӑсем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ. Ӑна ахальтен суйламан. Ҫынсем ку транспортпа тӑтӑшрах усӑ кураҫҫӗ. Водительсем вара правилӑсене нумай пӑсаҫҫӗ.
Вӗсен айӑпӗпе кӑҫалхи 8 уйӑхра 26 авари пулнӑ. Вӗсенче 34 ҫын суранланнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ ҫынсем йӗркене пӑсни пирки вӑхӑтра пӗлтерессе шанать.
Псков хулинче вырнаҫнӑ «Псковавиа» авиакомпани Шупашкар ҫыннисене Питӗре турттарма пуҫлӗ. Ҫурҫӗр тӗп хулипе Чӑваш Ен хулине авиакомпани юпа уйӑхӗнчен ҫыхӑнтарӗ.
«Псковавиа» авиакомпание Росавиаци темиҫе рейс валли субсиди пама йышӑннӑ. Укҫана Питӗре Шупашкарпа ҫыхӑнтарнишӗн кӑна мар, асӑннӑ хуларан Курска, Тамбова, Апатиты тата Пскова илсе ҫӳренишӗн те уйӑрӗҫ.
Кунта асӑннӑ хуласенчен Апатитыне тата Пскова «Псковавиа» унччен те ҫулталӑкӗпех турттарнӑ.
Аваиакомпани Шупашкар ҫыннисенчен Питӗре вӗҫес кӑмӑллисем йышлӑ тупӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫитменнине, билет хакӗсене Росавиаци хыснинчен субсидиленине кура кӗсьене ытлашши ҫӳхетме тивмӗ тесе ӗнентереҫҫӗ.
Чулхула облаҫӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем аварие лекнӗ. Шел те, унта 3 ача пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Авари М-7 ҫулӑн 514-мӗш ҫухрӑмӗнче, Лысково районӗнче, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 7 сехет те 35 минутра пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Toyota Camry урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та Мускав енне каякан йывӑр тиевлӗ урапапа ҫапӑннӑ.
Иномарка салонӗнчи водитель тата пассажирсем вилнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑмсӑр пуҫне унта 10 ҫулти хӗрача, 3-ри арҫын ача тата 1,5 ҫулти хӗр пӗрчи пулнӑ. Вӗсем пурте Муркаш районӗнче пропискӑра тӑнӑ.
Нумаях пулмасть Етӗрне районӗнчи Ҫӗнӗ Тинкеш ялӗнче водитель ачана ҫапса хӑварнӑ та вырӑнтан тарнӑ. Куракансем каланӑ тӑрӑх, водитель пысӑк хӑвӑртлӑхпа пынӑ, фарӑсене ҫутман. Велосипед виҫӗ пая арканни те урапа ҫил пек вӗҫтерсе пынине ҫирӗплетнӗ.
Руль умӗнче 21 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ӑна 14 кунлӑха арестленӗ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Каччӑна килӗнче тытса чарнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйӗн ҫине алӑ хума хатӗрленнӗ.
Телее, ача чӗрӗ юлнӑ. Амӑшӗ Вера Атласова каланӑ тӑрӑх, ӑна халӗ травмотологи уйрӑмне куҫарнӑ. Кӗҫех унӑн питне операци тумалла. 13-ри Алексей шкула авӑнӑн 1-мӗшӗнче каяйманшӑн питӗ кулянать.
Шупашкарти «Ашмарин урамӗ» чарӑнуран Кӳкеҫ еннелле кайнӑ ҫул ҫавринче «Уйӑх ҫинчи хӗр» палӑк туса лартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Пӗлтӗр пуҫласа лартнӑ скульптурӑна кӑҫал унӑн авторӗ Андрей Молоков ҫуллетнӗччӗ: палӑк ҫӳллӗшӗ 6 метра яхӑнччӗ.
Скульптор маларах уйӑх ҫинчи пикепе юнашар пӗр енне унӑн каччине Асана, тепӗр енне Пинеслуна (паллӑ юмахра Уйӑх ҫине лекнӗ хӗре ҫапла чӗннӗ) тухатнӑ амаҫури амӑшне тӑратассине пӗлтернӗччӗ.
Улӑм палӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пулмарӗ. «Ҫыхӑнура» порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, шӑматкун каҫхине вӑл ҫунса кайнӑ. Хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, палӑка такам юри чӗртсе янӑ. Теприсем пӗр-пӗр ҫын пирус тӗпӗ пенӗ пуль те, ҫавӑнпа тивсе илнӗ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи Мӑн Ямашра пурӑнакан 51 ҫулти арҫын ӗнер трактор айне пулса вилнӗ. Усал хыпар РФ Следстви комитечӗн республикӑри следстви управленине 15 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти Яккушкӑнь ялӗ патӗнче иртсе пынӑ чух трактор урапа ҫулӗпе пынӑ чухне тухса кайнӑ. Ҫав самантра Т-25 тракторта ларса пынӑ ҫын кабинӑран тухса ӳкнӗ, техника тӳнсе кайса ун ҫине хӑпарса кайнӑ. Инкеке лекнӗ вӑйпитти ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Руле тытса пынӑ 46 ҫулти хытах суранланнӑ арҫынна пульницӑна илсе кайнӑ, халӗ ӑна тухтӑрсем пулӑшу кӳреҫҫӗ.
Элӗк районӗнчи вилӗмпе вӗҫленнӗ инкек пирки тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ. Пӑтӑрмах ҫын айӑпӗпе сиксе тухнӑ пулсан айӑплин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки те иккӗленмелле мар.
Виҫӗмкунтанпа, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, Атӑлӑн тепӗр енне Шупашкарти юханшыв портӗнчен теплоходсем ҫӳреме чарӑннӑ. Капла йышӑну «Шупашкар—Сосновка поселокӗ—Шупашкар» тата «Шупашкар—Сулахай ҫыранти пляж—Шупашкар» маршрутсене пырса тивнӗ.
«Шупашкарти юханшыв порчӗ» акционерсен обществи ырӑ хыпар та пӗлтернӗ. Ҫурлан 18-мӗшӗнчен «Куславкка—Волжск—Куславкка» линипе пассажирсене турттарассине ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратнӑ. Унччен, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен, ку маршрутпа теплоход ҫӳреме чарӑннӑ. Ҫапла тума Куславкка район администрацийӗпе юханшыв порчӗ килӗшӳ тусах татӑлнӑ-мӗн. Енсем килӗшнипе теплоходсем ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурлан 7-мӗшӗ таран ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтра 11,5 пин ытларах ҫынна пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре илсе ҫитернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |