Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем кинемее килне леҫсе хӑварнӑ.
«Шупашкар-Сурски» ҫул ҫинче Патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ҫул-йӗр патрулӗн уйрӑм батальонӗн ӗҫченӗсем ҫул айккипе пыракан ҫынна асӑрханӑ. Ват хӗрарӑм йывар сумкӑпа утса пынӑ. Инспектрсене вӑл ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, автобусран тӑрса юлнӑ та килне ҫуран утса ҫитме шухӑшланӑ.
Артём Яковлев тата Сергей Савин инспекторсем ӑна килне ҫитерсе янӑ, каҫхине ҫул айккипе ятарла тумсӑр утма юраманни пирки асӑрхаттарнӑ.
«ЮВТ АЭРО» авиакомпани самолечӗсем ҫу каҫипех Нижневартовска вӗҫӗҫ.
Авиарейссене ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен уҫнӑ. Самолетсем икӗ хулана юнкунсерен пӗрлештерӗҫ.
Нижневартовскран самолет 18 сехет те 30 минутар хускалӗ те Шупашкара 19 сехет те 40 минута вӗҫсе ҫитӗ. Шупашкартан 20 сехетре хускале те Нижневартовска ҫурҫӗр иртни 40 минутра ҫитӗ. Вӑхӑта вырӑнтипе кӑтартнӑ
Билет хакӗ — 8 пинрен пуҫласа.
Паян 11 сехет те 20 минутра Вӑрмар поселокӗ ҫывӑхӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. «Фольксваген Поло» пысӑк хӑвӑртлӑхпа хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Опель Астра» ҫине пырса кӗнӗ.
Авари тӑватӑ ҫыннӑн пурнӑҫне татнӑ. «Фольксваген» рулӗ умӗнче ларнӑ 68 ҫулти арҫын, «Опельти» 59 ҫулти хӗрарӑм (вӑл пульницӑра вилнӗ), 58-ти тата 29-ти арҫынсем.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Муркаш районӗнче Владимир облаҫӗнчи вӑрра тытса чарнӑ.
Вырӑнти йӗрке хуралҫисене ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗрин ертӳҫи ферма ҫывӑхӗнчи трактор ҫухални пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Транспортпа ӗҫлекен трактор айкинелле пӑрӑннӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл тракторсӑр тӑрса юлнӑ.
Пакунлисем хирпе трактор пынине асӑрханӑ та ун хыҫҫӑн васканӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын трактор салонӗнчен сиксе юлса тарма тытӑннӑ.
Владимир хулинчи 35 ҫулти арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл М-7 автоҫулпа хӑйӗн «ГАЗелӗпе» пынӑ, бензин пӗтсен ҫывӑхри фермӑна ҫул тытнӑ. Унти трактора мӗншӗн чӗртсе кайнине вӑл ӑнлантарса пама пултарайман.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнче «ВАЗ-2107» автомашина малтан «Лада Калинӑпа» ҫапӑннӑ, унтан — хирӗҫ килекен «Грантӑпа». Нихӑҫан та водитель прави пулман, анчах ӳсӗрле руль умне пӗрре ҫеҫ мар ларнӑ 28 ҫулти арҫын йывӑр суранланнӑ.
«Гранта» автомбилӗн 36 ҫулти водителӗпе «Калина» машинӑри 40 ҫулти пассажира та тухтӑр пулӑшӑве кирлӗ пулса тухнӑ.
Шупашкарти Лапсар проездне тинех юсама пуҫланӑ. Шӑтӑк-путӑкла ҫав ҫул пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Нумаях пулмасть лав вырӑнтан хускалнӑ.
Чӑваш Енӗн Строительство министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, юсав ӗҫне ҫанталӑк май парсан тӳрех тытӑннӑ. «Объект ҫав тӑрӑхри районсенче пурӑнакансемшӗн ҫеҫ мар, экономикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ», — тесе хыпарлать маларах асӑннӑ ведомство. Унта пысӑк промышленность предприятийӗсем вырнаҫнӑ.
Шупашкартан Чулхулана кайма тухнӑ автобус паян инкеке лекнӗ. Транспортра экскурсие кайма тухнӑ шкул ачисем ларса пынӑ. Автобус Чулхулана ҫитеспе умри ҫӑмӑл машина ҫине пырса кӗнӗ.
Ачасене вӑхӑтлӑха ҫывӑхри шкула вырнаҫтарнӑ. Унтан вӗсене Шупашкара илсе килнӗ. Ачасем шар курман.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, машинӑсем те ытлашши шар курман.
Паян Мордва Республикинче Чӑваш Енри икӗ мӑшӑр хӑрушӑ аварире вилнӗ.
Мордвари ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, МАЗпа пынӑ 63 ҫулти водитель хирӗҫ ҫул ҫине тухса Газельпе ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн машинӑсем ҫунма тытӑннӑ. Газельри 34-ри водитель, унӑн 31-ри арӑмӗ тата тепӗр мӑшӑр, вӗсен тусӗсем, кабинӑра хӗсӗнсе ларнӑ. Вӗсем ҫӑлӑнайман.
Шупашкар хулинче сӗмсӗр водитель шар курнӑ. Хӑй мар-ха. Машини сиенленнӗ.
Инкек Шупашкарти Машина тӑвакансен урамӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах видеорегистратор ҫине ӳкнӗ.
Ҫул ҫинчи инкекре Chevrolet Niva тата Toyota Camry автомобильсем шар курнӑ. «Тойота» ҫулӑн сылтӑм енӗпе пынӑ чухне кӗтмен ҫӗртен сулахай енне пӑрӑнса кӗнӗ. Ҫав самантра «Нива» ун ҫине пырса кӗнӗ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Лексус икӗ автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Асӑннӑ машина «Лента» суту-илӳ ҫурчӗ енчен «Шупашкар» универмаг енне ҫул тытнӑ чухне «53-мӗш шкул» патӗнче ҫула май пыракан икӗ ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ. «VW Polo» тата «Opel Astra» машинӑсем сиенленнӗ. Унтан кроссовер ҫул варринчи тимӗр карта ҫине пырса кӗрсе чутах ҫаврӑнса ӳкмен. Апла пулин те вӑл малалла васканӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.10.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кривоносов Владимир Михайлович, кӗвӗҫ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Наталья Алексеевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Нар Урини, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |