ЧР Аслӑ сучӗ Г.Лебедев ячӗллӗ чӑваш наци лицейӗн корпусӗсене Шупашкарти Граждан урамӗнчех хӑварма, пысӑк юсав ӗҫӗсем ирттерме йышӑннӑ. Эппин, лицей кӗҫех республикӑри пултаруллӑ ачасене йышӑнма пултарӗ.
ЧР Аслӑ сучӗн залне лицей шӑпишӗн пӑшӑрханакансем пухӑннӑ. Унччен районти судра выляса янӑ ашшӗ-амӑшӗ, вӗрентекенсем алӑ усман — Аслӑ суда аппеляци панӑ. Суд вара вӗсен майлӑ пулнӑ.
Анчах, чиновниксем палӑртнӑ тӑрӑх, лицей ҫӗнӗрен ӗҫлеме тытӑнсан унта, унчченхипе танлаштарсан, ача виҫӗ хут сахалрах вӗренӗ. Ҫавна май унта вӗренме килекенсен ҫирӗп суйлав витӗр тухма тивӗ.
Музыка енӗпе те вӗрентӗҫ. Кунсӑр пуҫне лицей статусӗпе килӗшсе тӑракан квалификациллӗ вӗрентекенсемпе воспитательсене шырама тивӗ. Йӑлтах — хула влаҫӗн аллинче. Лицее муниципалитет харпӑрлӑхӗнчен республикӑнне куҫарма май килмен.
Кунта пӗлтӗрех пӗчӗк юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Ун чухне хыснаран уйӑрнӑ 1 миллион тенкӗпе душ пӳлӗмӗсене ҫӗнетнӗ. Анчах лицей ӗҫне икӗ ҫул каялла ишӗлес хӑрушлӑх пур стенашӑн чарса лартнӑ. Халӗ ӑна юсмашкӑн кӑна 9 миллион тенкӗ кирлӗ. Анчах юсав ӗҫӗсем хӑҫан тытӑнасси паллӑ мар-ха.
Сӗнтӗрвӑррихулинчи Чкалов урамӗнчи 55-мӗш ҫуртра пурӑнакансем ҫӗн пӳрт ӗҫкине икӗ хутчен тунӑ.
Нмуай хваттерлӗ ҫав ҫурт кивӗ тата ишӗлекен ҫурт-йӗр программӑна лекнӗ. Ҫавна май ӑна юсаса ҫӗнетме йышӑннӑ. Вырӑнти хуҫасем ӗнентернӗ тӑрӑх, юсанӑ хыҫҫӑн унти хваттерсем «пачах ҫӗнӗ, хӑтлӑ, ирӗклӗ» пулса кайнӑ. Юсанӑ хыҫҫӑн ҫурчӗ хӑй те, хваттерӗсем те хальхи вӑхӑтри йышшине ҫаврӑннӑ имӗш. Ҫурта юсанӑ-юсанах ун патне пырса кӗмелли ҫула та, ҫурт йӗри-тавралли территорие те хӑтлӑх кӳнине пӗлтереҫҫӗ. Юсаса ҫӗнетме пӗтӗмпе 16,7 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 10,7 миллионне — федераци хыснинчен.
Сӑнсем (22)
Элӗкре нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗсене юсассипе кӑҫал самай ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе унта хыснара 1,2 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тупрана район центрӗнчи Совет урамне асфальт сарма янӑ. Кунсӑр пуҫне асӑннӑ урамри 36/1 тата Гагарин урамӗнчи 37-мӗш ҫурт картишӗснее хӑтлӑх кӗртнӗ.
Ҫӗнӗрен асфальт сарни, юсамаллине юсани машинӑсене кӗрсе тухма та меллӗх кӳни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑл вара халӑхӑн пурнӑҫне те лайӑхлатасса шанаҫҫӗ.
Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.
Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ.
Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ.
Ҫак кунсенче Муркаш районӗнчи Турай ялне каякан ҫула тӗплӗн юсасси малалла пырать. Райцентра «Сӑр» автоҫулпа ҫыхӑнтаракан ҫак трассӑна Чӑваш Енӗн Транспорт министерствин «Чувашупрдор» учрежденийӗ ҫӗнетет.
Ҫул 4-мӗш техника категорине кӗрет иккен. Ӗҫе виҫӗ тапхӑра пайланса пурнӑҫламалла. Халӗ пӗрремӗш тапхӑрӗпе ӗҫлеҫҫӗ. Халь юсакан ҫулӑн тӑршшӗ — 6 километр та 80 метр. Икӗ йӗрлӗ ҫулӑн иртсе ҫӳремелли пайне 6 метр сарлакӑш тӑваҫҫӗ. Халӗ хура вак чул сарма тата асфальтпа бетон хутӑшӗ сарма тытӑннӑ ӗнтӗ.
Сӑнсем (16)
Шупашкарти Воробьев композиторсен урамне юсаса ҫӗнетме тытӑнасси пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫавна пула паянтан пуҫласа ҫурлан 15-мӗшӗччен троллейбуссемсӗр тата маршрут автобусӗсемсӗр пуҫне ытти мӗнпур транспорта Воробьев композиторсен урамӗпе Ярославль урамӗ пӗрлешнӗ тӗлтен пуҫласа Карл Маркс урамӗпе пӗрлешекен вырӑн таран ҫӳреме чарнӑ.
Автотранспорта Калинин урамӗпе, Шупашкар заливӗ хӗррипе, Константин Иванов, Ярославль, Дзержински урамӗсемпе, Президент бульварӗпе ярӗҫ.
Хулари 37-мӗш, 42-мӗш, 48-мӗш, 51-мӗш, 52-мӗш, 62-мӗш, 63-мӗш номерлӗ маршрутсене Калинин урамӗнчен Шупашкар заливӗ, Константин Иванов, Водопровод урамсемпе, Мускав проспекчӗпе кайтараҫҫӗ. 101с, 101э, 331, 332, 333, 334-мӗш автобуссене маларах асӑннӑ ҫулпа яраҫҫӗ. 232-мӗш автобус Воробьев композиторсен урамне юсанӑ вӑхӑтра Калинин урамӗнчен Ярославль урамне тухӗ, унтан Дзержински тата Карл Маркс урамӗсемпе хӑйӗн яланхи маршручӗ ҫине кайӗ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула анлӑлатрӗҫ. Халӗ сарлака яка ҫулпа «тимӗр урхамахсем» вӗҫсе кӑна ҫӳреҫҫӗ. Пичет ҫурчӗ умӗнчи светофора илсен халӑх ҫул урлӑ каҫма та шикленетчӗ-тӗр. Ара, ҫил пек пыракан урапасем чарӑнма та шухӑшламаҫҫӗ. Унта ятарлӑ паллӑ вырнаҫтарнӑ-ха, анчах водительсем ӑна курмаҫҫӗ-ши е курмӑш тӑваҫҫӗ? «Зебра» ҫук…
Нумаях пулмасть ҫав вырӑнта пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Хӗрарӑма урапа ҫапса хӑварнӑ — вилмеллех. Тӳре-шара кун хыҫҫӑн ҫеҫ хускалчӗ пулмалла — ҫул ҫине «зебра» ӳкерчӗҫ.
Тӗрӗссипе, Пичет ҫурчӗ умӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑна проектпа килӗшӳллӗн ҫурла уйӑхӗнче хупмалла-мӗн. Кун пирки «Чӑвашавтодор» АУОн тӗп инженерӗ Николай Арденков пӗлтернӗ. Ҫапла майпа ҫынсен чукун ҫул ҫывӑхӗнчен каҫса ҫӳремелле пулӗ. Унта ҫити тротуар тӑвӗҫ.
Иван Яковлев проспектӗнчи ӗҫе 85% пурнӑҫланӑ. Суту-илӳ центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна ҫеҫ туса пӗтереймен.
Шупашкарта чарӑну павильонӗсене ҫӗнетнине тӗп хулара пурӑнакансемпе унта килен-каян асӑрханах ӗнтӗ. Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене Канаш, Етӗрне тата Тӑвай районӗсенче те ҫӗнетме тытӑннӑ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчи ҫук павильонсене вырнаҫтараҫҫӗ, япӑххисене йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Канаш район территорийӗнче «Шӑхасан — Калинино» ҫул ҫинче вырнаҫнӑ лаптӑкра ӗҫӗн 70 ытла процентне пурнӑҫланӑ. Ҫав шутра машинӑсене пӑрӑнса лармалли вырӑнсем йӗркелени те, лартмалли вырӑнсем туни те, ҫул айккинчи чулсене вырнаҫтарни те кӗрет. «Етӗрне — Николаевски — Кӗҫӗн Шемертен» ҫула та хӑтлӑх кӗртнӗ. Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫула унти «Акконд-Агро» ферма тӗлӗнче юсанӑ.
Вӑхӑтлӑха. Ҫывӑх вӑхӑтра «Чӑвашавтодор» предприяти Воробьев композиторсен урамне юсаса ҫӗнетме тытӑнмалла. Ҫавна пула троллейбуссемсӗр пуҫне ытти мӗнпур транспорта унтан ҫӳретме чарӗҫ. Машинӑсем нумайланса пынине пула ҫав вырӑнпа иртсе ҫӳреме йывӑррине кура ҫула сарма йышӑннине хула влаҫӗсем ӑнланма чӗнсе калаҫҫӗ. Ӑҫтан каяссине ҫула тухичченех палӑртма хушаҫҫӗ.
Ҫула юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн унӑн сарлакӑшӗ тӑватӑ йӗртен пиллӗке ҫити сарӑлӗ. Унччен вӑл 14 метр сарлакӑш пулнӑ тӑк ӳлӗмрен 17,5 метра ҫитӗ.
Ҫул пахалӑхне ӳстерес тесе геоҫетка хурса хӑварӗҫ. Ҫиелти сие чӑтӑмлӑ асфальтпа бетонтан тӑвӗҫ.
Шупашкарта, Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула тунӑ ҫӗрте, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче инкек пулнӑ. Ун чухне рабочисем 3 метр тарӑнӑш шӑтӑкра ӗҫленӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗр йӑтӑнса аннӑ.
Инкек пирки 16:30 минутра пӗлтернӗ. Суту-илӳпе курав центрӗ умӗнче газ пӑрӑхне хураҫҫӗ. Шӑпах ҫавӑнта пӗр рабочин пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл 90 сантиметр сарлакӑш шӑтӑкра сварщик ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн чухне ун ҫине тӑпра йӑтӑнса аннӑ та. Тепӗр рабочи ӑна пулӑшма тӑна, анчах ун ҫине те тӑпра ӳкнӗ, анчах ытлах нумай мар. Ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех пульницӑна ӑсатнӑ, медицина пулӑшӑвӗ панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Тепӗр рабочине, шел те, ҫӑлма май килмен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гордеев Денис Викторович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |