Ҫук, вӑрласа кайман. Кӗпер карлӑкне ҫӗнетнӗ те Етӗрнери сӗт ҫавучӗ патӗнчи Сӑр урлӑ каҫаракан кӗпере чӑваш эрешӗсемсӗр хӑварнӑ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмаха» вулакан пӗлтернӗ.
Карлӑка ҫу уйӑхӗн варринче ылмаштарнӑ иккен. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакансенчен ыйтсан лешсем проект ҫапла пулни пирки пӗлтернӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» вулаканӑн шухӑшне те илсе кӑтартать. Карлӑка улӑштарма нимӗнле сӑлтав та пулман имӗш, вӑл чиперех пулнӑ. Ҫул сийне юсани те ҫителӗклӗ пулни пирки ӑнлантарать вӑл.
Етӗрне ҫывӑхӗнче ҫухалнӑ пулсан тепӗр вырӑнта чӑваш эрешӗллисем ҫине улӑштарнӑ. Сӑмах кунта Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнчи ҫул хӗрринчи карта пирки пырать. Унччен ахальли кӑначчӗ пулсан ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче посёлока кӗнӗ вырӑнта, Лапсар паркӗ ҫумӗнче, чӑваш эрешӗллисене вырнаҫнарчӗҫ. Хӗлпе ҫур кунӗсенче малтанхи карта юрӑхсӑра тухнӑччӗ те урапасем ҫул хӗррине пӑсма тытӑннӑччӗ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ май чӑваш эрешӗллисене суйланӑшӑн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокне ырласси кӑна юрать.
Ҫулла чылай ялта урамсене, картасене, кӗперсене юсассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫуккине тӑваҫҫӗ, япӑхнине ҫӗнетеҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче вырӑнти ҫул-йӗре тытса тӑрассипе, хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Акӑ, унти Токанашра ял урамне машинӑпа кӗрсе тухма май пултӑр тесе вак чул сарнӑ. Кӗме майӗ пулнӑ-ха. Ҫумӑр ҫуман чух. Пылчӑкра вара кансӗрленнӗ. Ҫула хӑтлӑх кӗртес тесе 600 метр тӑршшӗ вак чул сарнӑ.
Кӑҫал та токанашсем ӗҫсӗр лармӗҫ. Хальхинче вӗсем Тӗп урамри юханшыв урлӑ каҫмӑ тума тытӑннӑ. Ҫул та унта нумаях пулмасть юсама тытӑннӑччӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарти Мускав кӗперӗн пӗр пайӗ ишӗлни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртмен 11-мӗшӗнче иртнӗ пресс-конференцире ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин ҫак ыйтӑва хускатнӑ.
Чӑваш Ен ҫак кӗпере ҫӗнетмешкӗн федераци хыснинчен укҫа илме тӗллевленнӗ. Министр правительство ӑна пурнӑҫламашкӑн — Раҫҫейри транспорт тытӑмне аталантарас программӑна кӗрсе федераци хыснинчен укҫа уйӑрттармашкӑн — ҫине тӑрӗ.
«Эпир ҫӗнӗ кӗпер тӑвасшӑн. Ҫитес ҫул эпир ҫак программӑна кӗрессе шанатӑп. 2015 ҫулта кӗпере тума тытӑнасшӑн», — тенӗ министр. Вӑлах Мускав кӗперне Шупашкар — 550 ҫул, Чӑваш Ен — 100 ҫул тултарнине уявлассипе килӗшӳллӗн ҫӗнетме палӑртине аса илтернӗ.
Тӗрӗссипе, ӗнер кӗпер ҫинче пулнӑ пӑтӑрмах — пӗрремӗш хут мар. 2012 ҫулта ҫумӑр нумай ҫунӑран кӗпер айӗнчи тӑпра юхнӑ. Администрацире палӑртнӑ тӑрӑх, Мускав кӗперне тӑтӑшах юсаҫҫӗ-ха, анчах 46 ҫул каялла тунӑскере юсани кӑна ҫителӗксӗр-мӗн. Ӑна тӗпрен ҫӗнетмелле иккен.
Шупашкарта Мускав кӗперне юсама тытӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшӗнчи пӗр каҫ, ҫӗртмен 9-мӗшӗпе 10-мӗшӗнчи ҫӗрле, пӗр вырӑнта вӑл ишӗлсе аннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр ҫунипе кӗперӗн сулахай енчи тӗревӗсене тытса тӑракан хӑйӑр юхса аннӑ та асфальтпа бетон сийӗ йӑтӑнса аннӑ. Ишӗлнӗ вырӑн 5 метр тӑршшӗпе, 3 метр тӑршшӗ сарлакӑшпа танлашнӑ иккен.
Машинсем шар ан курччӑр тесе ун чух машинӑсене ҫӳреме чарнӑ, кӑштахран ҫынсене те ирӗк пама пӑрахнӑ. Ытларикун кӑнтӑрлахи 12 сехет тӗлне шӑтӑка хӑйӑрпа хупланӑ, ҫиелтен бетон янӑ, анчах вӑйлӑ ҫумӑра пула кун пек туса лартни те тӳсеймен, кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлӗнче тепре ишӗлсе аннӑ. Ишӗлнӗ лаптӑк 9 метр тӑршшӗпе, 3 метр сарлакӑшпа танлашнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑх хуҫалӑх тата хӑтлӑх кӗртекен управленийӗн тӗп инженерӗ Андрей Дьяков тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Каҫхи сакӑр сехет тӗлне юсав ӗҫӗсене вӗҫленӗ те транспорта кӗпер урлӑ каҫарма ирӗк панӑ.
Раҫҫейӗн Культура министерстви Улатӑр тата Пӑрачкав районӗнчи икӗ объекта юсаса ҫӗнетме укҫа уйӑрма килӗшнӗ. Вӗсене юсаса ҫӗнетесси 11,5 миллион тенке кайса ларать иккен.
Федераци хыснинчен тӗллевлӗ уйӑракан тупраран тӑхӑр миллионне Улатӑрти хӗрарӑмсен мӑнастирне юсама ямалла. Ӑна 1639 ҫултах уҫнӑ иккен. Хальхин ҫуртне 18 ӗмӗрте туса лартнӑ-мӗн.
Мускав шучӗпе юсамалли тепӗр объект — Пӑрачкаври вӗрентекенсен семинарийӗ. Ӑна Илья Ульянов пуҫарнипе 1870 ҫулта уҫнӑ. Маларах, 1833 ҫулта, асӑннӑ ҫуртра Иван Мятлев ятлӑ хӑйӗн юлташӗ патӗнче вырӑс поэчӗ Александр Пушкин чарӑнса тӑнӑ теҫҫӗ. Ун чух вӑл Пугачев пӑлхавӗ пирки материал пухса таврӑннӑ, ҫула май Пӑрачкав урлӑ иртнӗ.
«Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат семинарийӗ тавра темиҫе ҫул каялла Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерствипе Федераци пурлӑхӗпе хуҫаланакан федераци агентстви хушшинче тавлашу пулнӑ. Агентство Чӑваш Енӗн асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗпе хуҫаланма ирӗк ҫук тенӗ. Ӗҫе Арбитраж суднех ҫитернӗ. Унти тӳре «Раҫҫей Федерацийӗн саккунлӑ интересӗсене пӑсать» тесе Раҫҫей харпӑрлӑхне куҫарма йышӑннӑ.
Шупашкар хулинчи Мускав кӗперне ҫур ӗмӗр каяллах тунӑ. Унтанпа вӑл япӑхма ӗлкӗрнӗ, каҫса ҫӳреме хӑрушӑ-мӗн. Ҫавна май ӑна юсама йышӑннӑ. Ҫу уйӑхӗн 17–28-мӗшӗсенче тата авӑн уйӑхӗн 23–26-мӗшӗсенче кӗперӗн сылтӑм енӗпе ҫӳрессине чарӗҫ. Анчах варринчен каҫма ирӗк парӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса ҫӗртмен 17-мӗшӗччен тата авӑн уйӑхӗн 26–29-мӗшӗсенче кӗпер юсакансем варринче йӗрсене юсӗҫ, ҫавна май кӗперӗн айккинчи енӗпе машинӑсен кайма юрӗ.
Юсав ӗҫне «Мостотрест» акционерсен обществин Шупашкарти «Мостоотряд-41» фирмине шаннӑ. Кӗперҫӗсен тӗп тӗллевӗ — кӗперӗн япӑхнӑ «ҫӗввисене» юсасси. Ҫав «ҫӗвӗсене» маларах та юсакаланӑ-мӗн-ха, анчах вӗсен ҫӑрисем тахҫанах тутӑхнӑ, асфальтобетон тытӑнса тӑмасть. 2008 ҫултанпа йывӑр тиевлӗ машинӑсене ун урлӑ каҫарма чарнӑ. «Халӗ эпир пӗр фура та иртмессине асӑрхаттаратпӑр», — тенӗ филиалӑн директорӗн пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Павел Мальченко.
46 ҫул каялла эксплуатацие панӑ кӗпере тӑтӑшах юсаса тӑраҫҫӗ пулин те тӗплӗ юсав кирлӗ. Ҫитес виҫӗ ҫуллӑха кулленхи юсавпа ҫырлахӗҫ.
Ӗпхӳ хулинче Чӑвашсен вырсарни шкулне юсама тытӑннӑ. Асӑннӑ заведени вырнаҫнӑ ҫурт архитектура палӑкӗ статусӗллӗ шутланать.
Асӑннӑ ҫурт уйрӑм ҫын укҫа-тенкӗ хывнипе юсакан пӗртен-пӗр объект иккен. Ӑна Нефтекамскри Марат Хафизимов усламҫӑна усӑ курма панӑ. Ҫурта юсама пуян ҫӑмӑллатнӑ условипе ӑна тара илессишӗн килӗшнӗ темелле. Хафизимова пӗр тӑваткал метршӑн пӗр тенкӗпе тара парӗҫ.
Ҫуртӑн 187,7 тӑваткал метрне Чӑвашсен вырсарни шкулне парӗҫ. Ҫурта юсама тытӑниччен шкул ҫуртпа пӗччен усӑ курнӑ. Ӗпхӳри чӑвашсен шучӗпе пӗр пая кӑна пани вӗсене пӑшӑрхантарать. Ҫапла вара ҫурта хула влаҫӗсем пуяна юсаттарни ытла хакла лармасть-ши тесе аптӑракансем те пур иккен.
Шупашкарта Иван Яковлев проспектне юсанине пӗлмен ҫын ҫук та пулӗ. Халӗ строительсем чукун ҫул каҫакан вырӑн еннелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. Ҫавна май унти ҫула та хупланӑ – машинӑсене тавра ҫулпа ҫӳреттереҫҫӗ. Общество транспортне кӑна ку чару пырса тивмест темелле. Вӗсене те пурне ирӗк паман: хулари троллейбуссене тата 5-мӗш, 7-мӗш, 10-мӗш тата 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссене кӑна. Ытти мӗнпур транспортӑн База такӑрлӑкӗпе ҫӳреме тивет.
Ҫула саракан «Чӑвашатводор» организаци ӗҫченӗсем чукун ҫул каҫакан ҫул патнелле юсаса пырассине ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне пӗтерме шантарнӑ. Ун тӗлне Иван Яковлев тата Мир проспекчӗсене ҫыхӑнтаракан ҫул ункине туса пӗтересшӗн. Ҫул юсавне МТВ-центр тӗлӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли ҫул таранах вӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ирхи 10 сехетре транспорта унтан ҫӳреме ирӗк парӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 1–10-мӗшӗсенче Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула пӳлӗҫ. Анчах ку троллейбуссене пырса тивмӗ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Алексей Маклыгин алӑ пуснӑ.
Проспекта ирхи 6 сехетрен пуҫласа каҫхи 6 сехетчен пӳлӗҫ. Ҫулпа тролллейбуссем тата кунти ӗҫе пурнӑҫлакан транспортсем ҫеҫ кайма пултарӗҫ. Ыттисен тавран ҫӳреме тивӗ.
Ҫак постановление пурнӑҫлас ӗҫе Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров тӗрӗслӗ.
Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2014 ҫулта резерв фондӗнчен укҫа уйӑрасси пирки йышӑну кӑларнӑ. Унта Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем те лекнӗ.
Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ педагогика колледжне 13,5 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Педколледжра, тӗпрен илсен, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогсене хатӗрлеҫҫӗ. Унта паян 349 студент ӑс пухать иккен. Тупрана вӗренӳ учрежденийӗн 1-мӗш общежитине юсама ярӗҫ.
Путин Президентӑн резерв фондӗнчен килекен тупра Шупашкарти ятарлӑ (коррекциллӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула та лекӗ. Вӗсене темиҫе миллионах мар та, анчах 1,5 миллион тенкӗ теплицӑна тӗпрен юсама ҫитет-тӗр. Шкул тата теплица тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Сывлӑх енчен сусӑртарах ачасене пӗлӳ паракан учрежденире ачасене ӗҫе тата обществӑри вырӑна тупма хӑнӑхтараҫҫӗ иккен. Сӑмах май каласан, республикӑн Вӗренӳ министерствинче: «Теплицӑра ӗҫлени ял хуҫалӑх производстви патне илӗртет», — тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |