Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ЧР экономика министрне Чӑваш Енӗн Элтеперӗнчен ят илтнӗ.
Ларура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи прогнозне тишкернӗ. Прогноза Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хатӗрленӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Владимир Аврелькин ял хуҫалӑхӗнчи тата промышленноҫри ӗҫ укҫин виҫине мӗн чухлӗ пулассине палӑртнипе кӑмӑллах пулман. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма халӗ меллӗ лару-тӑру тесе шухӑшланӑ май ҫак отрасльти ӳсӗм те лайӑхланмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Экономика министерстви ӳсӗме ҫитес ҫул 2,4 процент тесе палӑртать. «Ӗҫ укҫине ӳстерес тесен ку вӑл сахал», — тенӗ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина.
«Мӗн тери чее тата ӑслӑ министр эсӗ пирӗн. Чӑн-чӑн бюрократ пулса кайрӑн», — тенӗ ял хуҫалӑхӗнчи тӑрӑм тата шалу виҫи калаҫнӑ май Михаил Игнатьев Владимир Аврелькин министра.
Хальхи вӑхӑтра республикӑн ҫӗнӗ правительстви йӗркеленни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсех тӑрать. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотов республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствине ертсе пырӗ.
Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫум пулса тимленӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗпе тӗл пулсан Владимир Доброхотов Михаил Игнатьева вӑл асӑннӑ строительство предприятине пилӗк ҫул ертсе пыни пирки пӗлтернӗ тесе хыпарлать Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. 2011 ҫултанпа предприятире шалу виҫӗ хут ӳснӗ-мӗн. Владимир Доброхотов «Дорэкс» талӑкӗпех ӗҫлени пирки те пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май хӑш-пӗр ведомствӑсем улшӑнчӗҫ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Малашне ӗҫлӗх енӗпе уйрӑм служба ӗҫлемӗ. Ку тивӗҫе Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пурнӑҫлӗ. Ку министерство тилхепине республикӑн Ӗҫлӗх службине 2010 ҫулхи раштавран пуҫласа 2015 ҫулхи нарӑсчен (кайран ӑна Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне лартнӑччӗ) ертсе пынӑ Сергей Димитриева шанса панӑ. Тивӗҫлӗ Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Сергей Дмитриев ертсе пыракан министерствӑн республикӑри интернат учрежденийӗсен, ветерансен ҫурчӗсен, халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденисен ӗҫне йӗркелесе пымалла. Михаил Игнатьев Элтепере Сергей Димитриев хӑйне шаннӑшӑн тав тунӑ.
Паян, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулу пулнӑ ку.
Михаил Игнатьев Николай Федорова РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Ен интересӗсӗне хӳтӗлеме сӗннӗ. Николай Федоров Михаил Васильевича тав тунӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗрле ӗҫлӗпӗр кӑна мар, ҫӑмӑлах мар ыйтусен хуравӗсене те шырӑпӑр».
Михаил Игнатьев республикӑра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ суйланӑ курса малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ку обществӑпа политикӑна ҫирӗплетессипе, халӑхӑн пурнӑҫне лайӑхлатассипе йышӑннӑ.
Николай Федоров хальхи вӑхӑтра геополитика лару-тӑрӑвне тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени республикӑри пурнӑҫа лайӑхлатассишӗн пулнине каланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн вырӑнне йышӑннӑ Михаил Игнатьев республикӑн Министрсен кабинетне отставкӑна янӑ, кун пирки официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.
«Правительствӑна отставкӑна яракан хушӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статьисемпе килӗшӳллӗн кӑларнӑ», — тесе пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ министрсене суйличчен Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене Иван Моторина шаннӑ. Отставкӑна янӑ пулин те унта хальхи министрсемех ӗҫлӗҫ — ҫӗнӗ правительство суйличчен.
Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевпа Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тӗлпулнӑ чух каланӑ.
Николай Угаслов ӗнентернӗ тӑрӑх, регионсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем юлашки ҫулсенче Чӑваш Енпе тачӑ ҫыхӑну ӗҫленине уйрӑммӑн палӑртаҫҫӗ. Вӗсене аталанса пыма, ҫыхӑнӑва ҫирӗплетме сахал мар ӗҫ пурнӑҫланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен хайхисем.
Юлашки ҫулсенче ЧНК пайташӗсем тӗрлӗ региона тухса ҫӳреҫҫӗ, унти чӑвашсемпе ҫыхӑну тытаҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин Симферопольте пӗрлешӗвӗ уҫӑлӗ, ҫитес вӑхӑтра та Белгородра наци культурин автономийӗ йӗркеленмелле.
Ҫӗршыври регионсенче те ҫавӑн йышши пӗрлешӳсем йӗркеленнӗ. Юлашки пилӗк ҫул хушшинче вӗсен шучӗ 81-рен 93 ҫитнӗ-мӗн.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев та, республикӑна ертсе пырас шухӑшлӑ ытти кандидат пекех, паян суйлава хутшӑннӑ. Суйлава Михаил Васильевич Шупашкарти Хусанкай ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ 629-мӗш номерлӗ суйлав участокне пынӑ. Пӗччен мар. Мӑшӑрӗпе тата ачисемпе. Унта вӑл хӑйӗн сассине тивӗҫлӗ тесе шухӑшлакан кандидатшӑн панӑ хыҫҫӑн журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсемпе калаҫнӑ май Михаил Игнатьев суйлав тивӗҫлӗ шайра иртессине шаннине пӗлтернӗ.
Суйлава Михаил Васильевич ачисемпе пырса иртни пирки пӗлтертӗмӗр те, унӑн ывӑлне Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗнчен асӑнмалӑх парне панӑ. Ҫакна вӑл Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлаканӑн ывӑлӗ пулнишӗн мар, суйлава пӗрремӗш хут хутшӑннишӗн тивӗҫнӗ. «Паян эпӗ пӗрремӗш хут суйларӑм. Хама Раҫҫей Федерацийӗн чӑн-чӑн ҫынни евӗр туйса илтӗм», — тенӗ Михаил Игнатьев ывӑлӗ журналистсене.
Сӑнсем (7)
Паян пирӗн ҫӗршывра Пӗрлехи суйлав кунӗ, ҫав шутра пирӗн республикӑра та, иртнине пурте пӗлетпӗр. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ те суйлав пирки аса илтерет, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче те суйлавпа ҫыхӑннӑ хыпарсем кӑна темелле паян. Миҫе сехет тӗлне халӑхӑн миҫе проценчӗ суйлава пыни пирки кашни район-хула хыпарласа тӑрать.
Аса илтеретпӗр, паян эпир Чӑваш Енӗн Элтеперне тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене депутатсене суйлатпӑр. 317 муниципалитет пӗрлешӗвӗнче 3746 депутата суйламалла.
Республикӑн Тӗп суйлав комиссийӗ ирхи сакӑр сехет тӗлне 1184 суйлав участокӗ хӑйӗн алӑкне уҫни пирки пӗлтерчӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни участоках суйлавҫӑсене йышӑнма хатӗр. Суйлав участокӗсем каҫхи сакӑр сехетчен ӗҫлеҫҫӗ.
Енчен те суйлав участокне шута илме тивӗҫ сӑлтава пула ҫитме май килмесен 14 сехетрен кая юлмасӑр кун пирки хӑвӑр участока ҫырса е сӑмахпа пӗлтермелле, вара киле пырса суйлаттарӗҫ.
Паян, финансистсен професси кунӗнче, банксен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие республикӑри банксенчен 15-е яхӑнӗ хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑри кредит портфелӗнче ҫав банксем 70,1 процент таран тӳпе йышӑннине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн 86,5 проценчӗ тупрана ҫав банксен депозит счечӗ ҫинче упранине асӑнса хӑварнӑ. Банксем республикӑра малашлӑхлӑ тӗллевсене татса панӑ чух тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шута илмеллине те палӑртнӑ.
Укҫа тенӗрен, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртса хӑварнӑ: «Эпӗ тӗрлӗ аудиторипе, тӗрлӗ усламҫӑпа тӗл пулнӑ чух халӑхӑн укҫа пурри пирки калатӑп. Анчах ӑна епле туртса кӑларасси сирӗнпе пирӗн пӗрлехи ӗҫ тетӗп. Ку енӗпе пирӗн, паллах, пӑхмалла, пӗтӗмлетӳ тумалла тата малашне ӗҫлемелле».
Сӑнсем (8)
Чӑваш Республикин Элтеперӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмеллине кашниех пӗлет-тӗр. Паянтан суйлама ирӗк параҫҫӗ. Анчах пурне ет мар. Шута илме тивӗҫ сӑлтав пулсан: командировкӑна тухса каймалла е канма урӑх вырӑна кайма палӑртнӑ е тата пульницӑна хумалла чухне сӑмахран.
Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен суйлав тата референдума хутшӑнмалли правӑсен тӗп гарантийӗсем ҫинчен федераци саккунӗн 65-мӗш статйи суйлавҫӑсене авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 12-мӗшӗччен суйлама ирӗк парать. Ҫынсен хӑйсен пропискӑра тӑракан вырӑнти территори суйлав участокне палӑртнӑ вӑхӑтра пырса бюллетень илме, ку е вӑл кандидатшӑн маларах сасӑлама ирӗк пур.
Вырӑнсенчи суйлав комиссийӗсенче ӑнланман ыйту сиксе тухсан ӑна Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗ йӗркеленӗ «Хӗрӳ линин» (8352) 62-83-72 номерӗпе шӑнкӑравласа уҫӑмлатма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |