Ӗнер, раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑвашсен паллӑ ҫыравҫипе Юхма Мишшипе тата Чӑваш наци конгресӗн президенчӗпе Николай Угасловпа тӗл пулнӑ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ: ЧР Элтеперӗн Администраци ертӳҫи Юрий Васильев, Алла Салаева вице-премьер, Чӑваш Республикин культура министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Татьяна Казакова хутшӑннӑ.
Пухӑннисем чӑваш литературине аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явни пирки Элтеперӗн пресс-служби пӗлтерет.
«Чӑваш Республикинче наци чӗлхипе культурине комплекслӑ аталантарас тӗлӗшпе патшалӑх политики тӗллев лартнӑ, хамӑрӑн йӑх-несӗлӗмӗрсен тарӑн та паха культурине упраса хӑварассишӗн тата ӑна анлӑрах сарассишӗн ӗҫлет. Чӗлхепе культура — пирӗн тупра тата пуянлӑх. Литература ҫулталӑкӗнче регионти культура учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине пуянлатнӑ. Чӑваш Енре К.В. Иванов ҫулталӑкне халалласа сахал мар пысӑк мероприяти йӗркеленӗ, пӗтӗмпех вӗсем халӑхӑн йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Юхма Мишшине тата Николай Угаслова хӑйсене шанса панӑ ӗҫе тухӑҫлӑ пурнӑҫланӑшӑн ырласа тав сӑмахӗ каланӑ, чӑваш чӗлхипе литературине малашне те пуянлатса пырассипе активлӑ ӗҫлеме сӗннӗ.
Онкологи чи усал чиртен пӗрине пурте пӗлеҫҫӗ. Чире вӑхӑтра палӑртса ҫийӗнчех сиплеме ыттӑнсан амака ҫӗнтерме пулать тесе лӑплантараҫҫӗ-ха тухтӑрсем. Шупашкарта вырнаҫнӑ республика шайӗнчи онкологи диспансерӗ ҫумӗнче тума пуҫланӑ хирурги корпусне специалистсем пысӑк шанӑҫпа кӗтеҫҫӗ. Специалистсенчен ытла вӑл чирлисене кирлӗ тесен те тӗрӗс.
Ӗнер, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ултӑ хутлӑ ҫав корпуса тӑвасси епле пынипе паллашнӑ. Ӑна хута янин хакӗ 950 миллион тенкӗпе танлашать. Хирурги объектне 2012 ҫулта тума тытӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ-мӗн: стенасене йӗркене кӗртеҫҫӗ, урайсене сараҫҫӗ, электричество, вентиляци, сантехника ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.
Хирурги корпусне туса пӗтерме килес ҫул федераци хысничнен 294 миллион тенкӗ уйӑрасса шанаҫҫӗ. Республика бюджетӗнче 68,7 миллион пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ корпуса хута ярсан ҫулталӑкра 5 пин операци тума май килӗ.
Сӑнсем (11)
Японин Раҫҫейри Посольствинчи официаллӑ йышӑну вӑхӑтӗнче Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева тав туни пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗнсен официаллӑ порталӗ пӗлтерет.
Японин Раҫҫейри чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Тикахито Харада йыхравланипе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Японин Императорӗ ҫуралнӑ кунне халалласа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ. Тикахито Харада яппун тата Раҫҫей халӑхӗ туслӑ пурӑннине палӑртса хӑварнӑ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Япони Императорӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума йыхравлани ҫав тери пысӑк пархатар пулнине каланӑ. «Эпир Чӑваш Ен илӗртӳллӗ чаплӑ республика пулнине курса ӗнентӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра бизнесӑн ытти енӗсене сирӗн патра аталантарма тӗллев лартнӑ», — тесе каланӑ Хироси Тадзима.
Сӑнсем (12)
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян Мускавра апатланни пирки Чӑваш Енӗн влаҫ органӗнсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Пысӑк шайри пуҫлӑх ҫӗршывӑн тӗп хулине апат ҫиесшӗнех кайман-ха. Тата хырӑм выҫҫине ирттересшӗн ӑна-кӑна ҫыртса илни пирки мар-ха хыпарӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер Мускавра «Транспорт эрни — 2015» мероприятие хутшӑннӑ май Раҫҫей Федерацийӗн транспорт министрӗ Максим Соколов йӗркеленӗ ӗҫлӗ ирхи апатланӑва хутшӑннӑ. Унта регионсен ертӳҫисем, патшалӑх влаҫ органӗсен представителӗсем тата та ытти официаллӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ.
«Транспорт эрнинче» тӳре-шара транспортпа ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерме тӗллев лартать-мӗн. Чӑваш Енре ку мероприятие Михаил Игнатьев Элтеперпе пӗрле ҫул-йӗрпе транспорт хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Доброхотов хутшӑнать.
Сӑнсем (20)
Чӑваш Ен тӗп хули пысӑк ӑмӑртӑва хатӗрленет. Раштав уйӑхӗн 10–11-мӗшӗсенче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче республика Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн Раҫҫей кубокӗ иртӗ. Уҫӑ турнира Азербайджан, Беларуҫ, Казахстан, Монголи, Швеци, АПШ спортсменӗсем те хутшӑнасса шанаҫҫӗ. Шупашкара 50-а яхӑн пӑхаттир ҫитмелле.
Кӑҫал ӑмӑрту йӗркине те ҫӗнетнӗ. Пӗрремӗш кун малтанхи тупӑшусем иртӗҫ, иккӗмӗшӗнче хӗрсем бронза медальшӗн кӗрешӗҫ, каҫхине финалти ӑмӑртупа киленме май килӗ. Кӗрешӳҫӗсем яланхи пекех 8 виҫе категорийӗнче вӑй виҫессине пӗлтереҫҫӗ.
Ӑмӑртӑвӑн юлашки кунӗнче, 17 сехетре, «Boney M» ушкӑн уҫӗ, куракансемпе спортсменсене хӑйсен пултарулӑхӗпе чӑваш эстрада юрӑҫисем те савӑнтарӗҫ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ертсе пынӑ ларӑва хутшӑннӑ. Унта Михаил Васильевич укҫа парӑмӗпе, хыснапа ҫыхӑннӑ ыйтупа доклад каланӑ.
Регионсен ертӳҫисене Дмитрий Медведев парӑмсене пухса яма юраманнине аса илтернӗ. Тухӑҫлӑ усӑ курман тӑкаксене пӗчӗклетсе пымаллине асӑрхаттарса хӑварнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршыв Правительстви регионсене бюджет кредичӗсемпе тивӗҫтерес ӗҫе малалла та йӗркелесе пырассине каланӑ. Ҫул-йӗр кредичӗсен парӑмӗсене реструктуризациленине пӗлтернӗ, регионсен парса татмалли парӑмӗсене 52 млрд тенкӗ патнелле пӗчӗклетнине каланӑ. Кӗске вӑхӑтлӑха паракан бюджет кредичӗсен каялла тавӑрса памалли вӑхӑта 30 кунтан пуҫласа 50 куна ҫитерме тӗллев лартнине пӗлтернӗ.
Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнче тӗрлӗ канаш ӗҫлет. Вӗсенчен пӗри — Ваттисен канашӗ.
Иртнӗ эрнере шурсухалсем Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн черетлӗ ларӑвне пухӑннӑ. Унта, ЧНКн пресс-ҫыруҫи Зоя Яковлева пӗлтернӗ тӑрӑх, хастарсем тӑватӑ ыйту пӑxca тухнӑ.
Пӗрремӗшӗ — чӑваш халӑхӗн историне кӗнекесенче тата ытти ҫӗрте тӗрӗс ҫутатасси, иккӗмӗшӗ — чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас енӗпе тӗрлӗ мел шырасси, виҫҫӗмӗшӗ — ҫамрӑксене халӑх йӑли-йӗркипе сӑпайлӑха вӗрентесси, тӑваттӑмӗшӗ — чӑваш наци кадрӗсене хатӗрлесси.
Ларӑва Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Василий Шадриков ертсе пынӑ. Ӗҫлӗ калаҫӑва ЧНК президенчӗн пӗрремӗш ҫyмӗ Валерий Клементьев та хутшӑннӑ.
Канашлура палӑрнӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ май вӗсене ҫитес вӑхӑтра Республика Элтеперӗпе тӗл пулса сӳтсе явма йышӑннӑ.
Кун пирки Мускаври патшалӑхӑн машинӑсем тӑвакан университетӑн ректорӗ, экономика ӑслӑлӑхӗн докторӗ Андрей Николаенко пирӗн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева пӗлтернӗ.
Михаил Игнатьев унпа иртнӗ эрне вӗҫӗнче ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов та хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен ертӳҫисене Андрей Николаенко Шупашкарти политехника институтне пулӑшса пынишӗн тав тунӑ. «Хӑш-пӗр регионта пирӗн филиалсене вырӑнти ертӳҫӗсем витӗм кӳмеҫҫӗ, вӑл субъектсенче филиалсене хупасси пирки ыйту тӑрать. Чӑваш Енре эсир тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пысӑк тимлӗх уйӑрнине куратпӑр», — пӗлтернӗ савӑнӑҫне ректор. «Шупашкарти политехника институтӗнче пурӗ 2700 ҫын вӗренет. Филиалта Раҫҫейри 36 регионтан студентсем пӗлӳ илеҫҫӗ, вӗренсе тухакансем ӗҫе кулленех вырнаҫаҫҫӗ. Пуласлӑхра республикӑра пысӑк технологиллӗ производствӑсем хута каясси паллӑ. Ҫавӑнпа та асӑннӑ аслӑ шкултан вӗренсе тухакан специалистсем малашне те ӗҫ рынокӗнче питӗ кирлӗ. Шупашкарти институт регионти шкулсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлет.
Республикӑн правительство ҫуртӗнче Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи республика хыснине пӑхса тухнӑ. Мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ.
Канашлура республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, Халӑх фрончӗн регионти штабӗн, Общество палатин пайташӗсем, Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсем хутшӑннӑ.
Михаил Игнатьев кӑҫалхи хысна экономикӑн кӑткӑс условийӗсенче пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ. «Йывӑрлӑха пӑхмасӑрах республика хыснин виҫисене виҫҫӗмӗш хут тӳрлетнӗ май пӗрлештернӗ тупӑшӑн суммине 359 млн тенкӗлӗх пысӑклатма май килет», — тенӗ.
Тӗп калаҫу республикӑра сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, ҫӗнӗ шкулсем тӑвасси, ҫынсене ишӗлес патнех ҫитнӗ ҫуртсенчен куҫарасси пирки пынӑ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн ертӳҫипе Олег Бойкӑпа тӗл пулнӑ.
Олег Бойко Арбитраж сучӗ епле ӗслесе пыни пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 10 пин ытла тавӑҫ ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан, ҫак хисеп унчченхинчен 700–800 тавӑҫ нумайраххине пӗлтерет.
Арбитраж сучӗн ертӳҫи республикӑра панкрута тухакансен шучӗ куҫкӗретех ӳссе кайнине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи 9 уйӑхра пункрута тухнисене 240 тӗслӗх шута илнӗ. Кӑҫал ун пеккисен йышӗ 350-а яхӑн ҫитсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах лайӑххине те палӑртмалла. Олег Бойко республика Элтеперне пӗлтернӗ тӑрӑх, административлӑ право йӗркине пӑсакан предприяти-организацисен шучӗ чакнӑ.
Сӑнсем (4)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |