Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен обществинчи лару-тӑру унта ӗҫлекенсене хытах пӑшӑрхантарать. Унта тӑрӑшнисенчен пӗр пайӗ ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырнӑ та ӗнтӗ. Пӗлнӗ-илтнӗ тӑрӑх, ыттисене те ҫапла тума сӗнеҫҫӗ.
Янӑраса та кӗрлесе тӑнӑ, предприяти ячӗ хӑех бренд пулса тӑнӑ хапрӑк кайӑк-кӗшӗк валли апат туяннишӗн кӑна 90 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. Ҫутӑшӑн та парӑм пӗчӗк мар. Унран парӑма шыраса илес тесе харӑсах темиҫе предприяти республикӑн Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ, вӗсем хапрӑка панкрута кӑларма ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн правительствин ӗнерхи ларӑвӗнче унти «Чӑваш бройлерӗнчи» лару-тӑрӑва та хускатнӑ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, предприятире 546 ҫын тӑрӑшать, вӗсенчен 36-шне штата чакарасси пирки хут тыттарнӑ. Ӗҫсӗр юлас хӑрушлӑх ытти ӗҫчене те шиклентерет. Михаил Игнатьев Элтепер ҫынсене урамра хӑвармалла мар тесе каланӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусенче пулнӑ. Унта Чӑваш Ене килмелли укҫа-тенкӗ пирки калаҫнӑ.
Ӗҫлӗ тӗлпулу ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Малтанах «Трактор савучӗсем» концернри лару-тӑру пирки калаҫнӑ. Пуш уйӑхӗнчех палӑртнӑ ӗнтӗ: патшалӑх енчен 80 миллион ытла тенкӗ ытла пулӑшу пулӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей правительствипе Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тӑвас ҫӗре федераци хыснинчен укҫа уйӑрассине те сӳтсе явнӑ. Пӗтӗмпе 363,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальлӗхе 195 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Республикӑри хастарсем чӗрчунсене хӳтӗлесе петици ҫырнӑ, унпа килӗшсе ыттисене те алӑ пусма ыйтаҫҫӗ. Ҫавсем Шупашкарти «Спецавтохозяйство» общество тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Ельниковская роща» (чӑв. Тӗкӗрҫ рашчи) учреждени, унсӑр пуҫне ҫак хуласенчи коммуналлӑ хуҫалӑх службисене ӳпкелени сисӗнет.
Петицире килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене персе пӑрахнине ырламанни палӑрать. Чӗлхесӗр янаварсемшӗн пӑшӑрханакансем чӗрчунсене леш тӗнчене ӑсатиччен вӑхӑтлӑх усрамалли вырӑн уҫмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ачасем тата аслисем умӗнчех йытӑсене персе вӗлернине те ҫавсем хурлаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене вӑрах вӑхӑт тата нушаланса вӗлерекен эмел панине хирӗҫ.
Петицие ҫӗршыв Президенчӗ, Чӑваш Ен Элтеперӗ тата Чӑваш Енӗн прокурорӗ патне ҫитересшӗн.
Чӑваш Республикин Элтеперне Михаил Игнатьева 28 ҫулти ҫамрӑк канаш парса тӑрӗ.
Обществӑлла ҫак функцие Роман Караулов пурнӑҫлӗ. Вӑл «Холдинг КиПиАй» тулли мар яваплӑ обществӑра директорсен канашӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать. Асӑннӑ холдинг усламҫӑсене тата ертӳҫӗсене канашпа пулӑшать. Унсӑр пуҫне информаци технологийӗпе тата ытти хӑш-пӗр енпе ҫыхӑннӑ самай ӗҫ-пуҫпа та аппаланать.
Роман Караулов Мускавра усламҫӑ пулнисӗр пуҫне унӑн тымарӗсем Чӑвашран теҫҫӗ.
Роман Караулова Михаил Игнатьев Элтепер канашҫине лартасси пирки кӑларнӑ хушӑва ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 209-мӗш номерпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута ун чухнех республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев виҫӗ ҫынна патшалӑх премине парасси пирки Хушӑва алӑ пуснӑ. Премие ӳнер, литература, техника тытӑмӗнче вӑй хуракансем тивӗҫнӗ.
Литературӑпа ӳнер тытӑмӗнче патшалӑх премине «Культура еткерлӗхне сыхлакан патшалӑх центрӗн» директорӗ Николай Муратов тивӗҫнӗ. Вӑл «Чӑваш Республикинчи культура еткерлӗхӗн объекчӗсем» каталог хатӗрленӗ.
Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсем пирки ҫырнӑ, литература тата публицистика ярӑмӗсемшӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗн ЧПУн профессорне Людмила Сарпаша преми панӑ.
Ӑслӑлӑхпа техника тытӑмӗнче премие Геннадий Белов тивӗҫнӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн промышленноҫ электроникин кафедрин заведующийӗ. Премие тивӗҫме вӑл монографи ҫырса хатӗрленӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ун пирки коррупципе ҫыхӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ, пуҫиле ӗҫ те пуҫарчӗҫ.
Халӗ Леонид Волкова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе ӗҫрен хӑтарнӑ. Тулли праваллӑ элчӗ пуканӗпе сывпуллаштарма ыйтса Л. Волков хай заявлени ҫырнӑ. Ун пек хута вӑл маларахах шӑрҫаланӑ-мӗн, анчах ун чух алӑ пусса паман.
«Хама айӑплӑ тесе шухӑшламастӑп, эпӗ преступлени туман. Чӑваш Ене ертсе пыракансем манпа ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ тесе шухӑшламан», — тенӗ Леонид Волков «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата. Тата вӑл правӑна сыхлакансем тӗрӗс тӗпчев ирттерессине шаннине пӗлтернӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ (ертӳҫи — Любовь Ананьева) «Социаллӑ пулӑшӑва чи лайӑх йӗркелени» ята илессишӗн ирттернӗ республикӑри конкурсра «Чи хӑтлӑ ҫурт» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ӑмӑртӑва Социаллӑ ӗҫчен кунӗ тӗлне йӗркеленӗ. Ҫулсерен палӑртакан уяв ячӗпе республикӑра ирттернӗ пӗтӗмлетӳллӗ мероприятие Шупашкар районӗнчи социаллӑ ӗҫченсем те кайнӑ.
Халсӑррисене пулӑшакансене саламлама республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне ӗҫлев тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев та пулнӑ. Тӳре-шарасенчен республикӑн Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ Николай Малов та пулнӑ. Социаллӑ ӗҫченсене вӗсем саламланисӗр пуҫне тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлӑва ирттернӗ. Унта яланхиллех тӗрлӗ ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра тӳре-шара Раҫҫей кунне епле ирттернине те тишкернӗ.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑханманнине палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахне ҫирӗплетме вӑл тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑ. Апатлану предприятийӗ унта пырса ҫӳрекенсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшмасть тесе шухӑшлать иккен Сергей Неяскин министр. Сӑмах май, кафе йӗрке хуралҫисемпе — полицин участокри пункчӗпе — кӳршӗллӗ вырнаҫнӑ.
Министр ун пек учрежденисен ӗҫне чарса лартма сӗннӗ. Михаил Игнатьев Элтепер министр каланипе килӗшнӗ май яваплисене ку ыйтупа ҫине тӑма хушса каланӑ.
Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри, Раҫҫей халӑх артисчӗ Филипп Киркоров ӗнер чӑваш кӗпиллӗ пулса тӑнӑ. Унта чӑваш наци орнаменчӗпе юрӑҫ тата шоу ячӗсене ҫырса хунӑ. Филипп Киркоров портретне те вырнаҫтарнӑ.
Паллӑ юрӑҫа кӗпене республикӑн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парнеленӗ.
Раҫҫей эстрадинче поп-патша тесе калакан юрӑҫ ӗнер Шупашкарта концерт лартнӑ. Унта Михаил Игнатьев ҫемйипех кайнӑ: мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа, ывӑлӗпе Иванпа, хӗрӗпе Марийӑпа. Артистпа вӗсем концерт пуҫланас умӗн калаҫнӑ. Элтепер эстрада ҫӑлтӑрне ӑшшӑн йышӑннӑ май Филипп Киркоров пултарулӑхне юратакансем республикӑра йышлӑн пулнине палӑртнӑ. Унтан вӑл ӑна чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑнтартнӑ. Парни тата шӑп та лӑп пулнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулине ертсе пыма шаннӑ Игорь Калиниченко унти тӳре-шараран хӑшӗ-пӗринпе сывпуллашасшӑн курӑнать. Ҫак шухӑша вӑл республика Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа паян тӗл пулнӑ чухне палӑртнӑ.
«Шанӑҫа тӳрре кӑлармалла, тухӑҫлӑ ӗҫлемелле, тивӗҫлӗ кӑтартусемпе палӑрмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫӗнӗ ертӳҫӗне хулара пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеме вӑй-хал суннӑ, халӑхпа тӑтӑшах тӗл пулмаллине, хумхантаракан ыйтусене вӑхӑтра татса памаллине каланӑ. «Ҫакӑн пек ӗҫлесе пырсан тин йӑнӑшсем тӑвассинчен хӑтӑлма пулать», — тенӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Калиниченко ҫивӗч ыйтусене татса парассипе яваплӑха туйса ӗҫлеме шантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |