«Чӑвашавтотранс» предприятире ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине парса татмалла. «Резерв ун валли пур. Уявсенче предприяти сахал мар тупӑш пуҫтарнӑ. Кулленхи ӗҫ халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫипе тивӗҫтерме май парать», — тенӗ паян Чӑваш Енӗн Правительство пайташӗсемпе иртнӗ канашлура республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов.
Аса илтерер, шалупа пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ предприяти ӗҫ укҫине тӳлес тесе банкран кредит илнӗччӗ. Укҫа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче предприяти счечӗ ҫине куҫнӑччӗ, ҫынсене вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче куҫарса панӑччӗ. Шалу тӳлемесен предприяти ӗҫченӗсем, пурӗ 140 ҫын, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче забастовкӑна тухассипе хӑратнӑччӗ.
«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене парӑма парса татасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурне те шалу тӳлесе татнӑ.
Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева шӑнкӑравласах пӗлтернӗ. Ара, Михаил Васильевич Питӗрти пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче вӗт.
Аса илтерер: предприяти ӗҫченсен парӑмне татас тесе банкран 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Укҫа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче предприяти счечӗ ҫине куҫнӑ. Ҫынсене вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче укҫа куҫарса панӑ. Предприяти кредита мӗнле парса татасси пирки нимӗн те паллӑ мар.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун. Ҫав ятпа Чӑваш Ен Элтеперӗ саламланӑ.
«Пурнӑҫра пурлӑх енчен пуян пулни кӑна ҫителӗксӗр. Юратнӑ ачӑрсемшӗн чун ӑшшине ан шеллӗр, вӗсене хӑвӑрӑн тӗслӗхӗрпе ырӑ кӑмӑллӑ та тарават пулма, ытти ҫынсене хисеплеме вӗрентӗр», — тенӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн саламӗнче.
Республика Элтеперӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, «ачасем ҫуралнӑ май пирӗн пурнӑҫ ҫӗнелсе улшӑнать, вӑл телейлӗрех те килӗшӳллӗрех пулма тытӑнать, ҫӗнӗ тӗллевпе тулать.
Кашниех хӑйӗн ачи унран лайӑхрах тата пултаруллӑрах пултӑр, тивӗҫлӗ ҫын пулса ӳстӗр, Тӑван ҫӗршыв унпа мухтанма пултартӑр тесе ӗмӗтленет. Пирӗн ҫав шанчӑка тӳрре кӑларма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла».
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ.
Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра (11-мӗш корпусра) пурӑнакан хӗрарӑм тек нушана чӑтайман — Элтепер патне ҫитнӗ. Ку ҫуртра лифт ҫулталӑк ӗҫлемест ӗнтӗ.
Хӗрарӑм вара, икӗ ача амӑшӗ, 9-мӗш хутра пурӑнать. Татьяна Фомина темиҫе инстанцие те ҫитнӗ, анчах кӑлӑхах. Юлашки шанчӑк Михаил Игнатьевпа курнӑҫнинче пулнӑ. Михаил Васильевич ку ыйтӑва кӑҫалхи хӗллеччен татса пама шантарнӑ.
Светлана вара 1-мӗш шкул умӗнчи ҫул пирки Элтепер патне ҫитнӗ. Унта сусӑр ачасем валли тахҫанах тротуар ҫук. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Шӑпӑрлансен ҫул хӗррипе пыма тивет. Элтепер ку участока тӗплӗ юсав программине кӗртнине палӑртнӑ. Кун валли 1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлӗҫ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Мускавра Европа бизнесӗн пӗрлешӗвӗнче Чӑваш Республикин хӑтлавӗ иртнӗ.
Унта пирӗн регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин, Правительство Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин хутшӑннӑ. Вӗсем Европа бизнесӗн пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе ӗҫлӗ тӗлпулу ирттернӗ. Калаҫӑва Европа бизнесӗн ассоциацийӗн Правленийӗн ертӳҫи Томас Штерцель, Европа бизнесӗн ассоциацийӗн генеральнӑй директорӗ Франк Шауфф, Европа бизнесӗн ассоциацийӗн директор ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Руслан Кокарев, Раҫҫейри RocaGrup генеральнӑй директорӗ Антонио Линарес, Европа бизнесӗн ассоциацийӗнче регионсене аталантарассипе тимлекен директор Ольга Медиа Да Силва хутшӑннӑ. Ертӳҫӗсем Чӑваш Енре пуласлӑхлӑ проектсене пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Пӗрлӗхӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин республикӑри йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсене йышӑннӑ. Унта пынисенчен пӗри, Шупашкарта пурӑнакан Светлана Петрова, регион ертӳҫине чирлӗ ачасем вӗренекен Шупашкарти 1-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкул патне пымалли тротуар начаррине пӗлтернӗ.
Ку ыйтупа маларах ЧР Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй патне ҫитнине евитленӗ. Елена Сапаркина патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн лав вырӑнтан хускалнӑ темелле. Ҫапах та ыйту татӑлман. Ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн пайташӗ пулнӑ май Светлана Петрова Элтепер патне ҫул тытнӑ.
Йышӑнӑва пынӑскер Элтепере тав тума та манман. Темиҫе ҫул каялла республика ертӳҫи ҫав шкула юсама пулӑшнӑ. Ун чухне вӗренӳ учрежденийӗ валли самай укҫа уйӑрнӑ.
Элтепер шкула хальхинче те тивӗҫлӗ услови туса памаллипе килӗшнӗ.
Паян Шупашкарти кинофестиваль савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗҫленнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Республикӑн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кинофестивале ырласа мухтакансем йышлӑн пулнӑ.
Паян кинофестивале хупнӑ чух ӳнерӗн ҫак мероприятийӗ валли хатӗрленӗ ятарлӑ парнепе — «Анне» статуэткӑпа — чи лайӑх фильмсене тата вӗсене хатӗрлекенсене чысланӑ.
Наци хушшинчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетнишӗн Чӑваш Ен Элтеперӗ «Семейные хлопоты» режиссерне тата сценаристне, Хусанти культура институчӗн киноӳнер кафедра заведующине Алексей Барыкина хавхалантарнӑ.
Элтеперӗн ятарлӑ парнипе театрпа кино актрисине, СССР халӑх артисткине Мая-Гозель Аймедована тата Ходжакули Нарлиев режиссера, сценариста, Туркменистан халӑх артистне чысланӑ.
Чи лайӑх фильм тесе Гран-прие «Завещание отца» (Кӑркӑстан, режиссерӗсем — Бакыт Мукул, Дастан Жапар Уулу) тивӗҫнӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Хими промышленноҫӗнче ӗҫлекенсен кунӗ ячӗпе Ҫӗнӗ Шупашкарти химиксене — унти «Химпромра» — ӗҫлекенсене саламланӑ.
Акционерсен ҫав обществинче 150-а яхӑн тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Продукци пахалӑхне те савутра ҫулсерен лайӑхлатса пыраҫҫӗ.
Уява хутшӑннӑ Михаил Игнатьев Элтепер кӑҫал предприятире производство калӑпӑшне 10 миллиард тенкӗрен ирттерессе шаннине палӑртнӑ.
Предприяти пайташӗсем малашлӑхлӑ темиҫе инвестици проекчӗ пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫулталӑкне 30 пин тонна глифосат кӑларакан производство хута ярассипе ӗҫлеҫҫӗ. Перкарбонат кӑларассине икӗ хут ӳстересшӗн. Водород пероксидне туса илесси 40 процент хушӑнӗ.
Ӳлӗмрен тата водород перекиҫне кӑларассине палӑрмаллах ӳстересшӗн. Ку производствӑна 4 миллиарда яхӑн тенкӗ хывмалла.
Кирек епле уяври пекех мероприятире производствӑри маттурсене тата ӗҫ династийӗсене чысланӑ.
Чӑваш Енре 9-мӗш класра вӗренекенсен патшалӑх пӗтӗмлетӳ аттестацийӗ пуҫланнӑ. Пӗрремӗш кунхине шкул ачисем ют тата чӑваш чӗлхисемпе экзаменсем тытнӑ.
Экзамен пулнӑ пӗр пункта сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ. Вӗсем – ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков, ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев. Хӑнасем Шупашкарти 56-мӗш шкулта пулнӑ. Унта 4-мӗш гимнази, 17-мӗш тата 19-мӗш, 60-мӗш шкулсенче ӑс пухакансем экзамен тытнӑ.
Михаил Игнатьев тимӗршыравҫӑн тӗрӗслевӗпе паллашнӑ, экзамен тытмалли аудиторие пӑхса ҫаврӑннӑ, видеосӑнав мӗнле ӗҫленине пӑхнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ачасемпе калаҫнӑ.
Палӑртмалла: республикӑра ют чӗлхепе 600 яхӑн ҫын экзамен тытать, чӑваш чӗлхипе — 350 ҫын ытла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |