Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев харӑсах темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗсем те — тӳре-шаран ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑскерсем.
Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартнӑ. Михаил Васильевич ку кандидатура пирки административлӑ ӗҫре опыт пур тесе палӑртнӑ.
Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пынӑ Владимир Димитриев кӑҫалхи ҫулла ӗҫрен кайнӑччӗ. Пултарайманран мар, урӑх ҫӗре куҫнӑран. Владимир Димитриев хальхи вӑхӑтра Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Унччен ку должноҫре вӑл вӑхӑтлӑх шутланнӑ, нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова суд йышӑнӑвӗпе ӗҫрен кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — социаллӑ пурнӑҫпа политика мониторингӗ ирттерекен Юрий Садовников ӗҫрен кайнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, хыпара журналистсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем урлӑ пӗлнӗ.
Ӗҫрен каяс шут тытнӑ тӳре-шарана, Юрий Садовникова, Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Маларах асӑннӑ МИХа Юрий Садовников урӑх вырӑна пурӑнма куҫнине пӗлтернӗ. Ыйтӑва ҫемьепе татса панине, татӑклӑ утӑм тӑвиччен самай шухӑшланине палӑртнӑ.
Юрий Садовников Мускав облаҫӗн правительствинче ӗҫлеме пуҫлӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре малтан вӑл хӑй тухса кайӗ, унта тӗпленнӗ хыҫҫӑн Юрий Садовников арӑмӗпе ачисене илсе каяссине пӗлтернӗ.
«Чӑвашавтотранс» предприятири лару тӑру пирки Раҫҫей шайӗнче те калаҫни пирки эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Ыйту федераллӑ министрсем патнех ҫитнӗрен «Чӑвашавтотранс» пирки ӑна ӗнер правительство ҫыннисемпе ирттерекен канашлура тепре сӳтсе явнӑ. Унта тухнӑ сӑмах тӑрӑх пухӑннӑ парӑма ҫӗртмен 1-мӗшӗччен парса татасшӑн.
Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх влаҫрисем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнишӗн предприятин малтанхи пуҫлӑхӗсене айӑплаҫҫӗ. «Чӑвашавтотрансра» вӑй хуракансем вара йывӑрлӑх сиксе тухнине хыснаран укҫа уйӑрманнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. 2013 ҫулта 46 миллион парса ҫитереймен, 2014–2015 ҫулсенче — 128, пӗлтӗр 84 миллион патнелле.
Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫин парӑмӗн пӗтӗмӗшле хисепӗ 67 миллиона ҫитнӗ. «Мой город» портал пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ укҫи тӳлеме предприятие уйӑхсерен 21 миллион кирлӗ.
Чӑваш Енри шырав отрячӗсене республика Элтеперӗн укҫине парӗҫ. Ӑна илес текенсенчен конкурс комиссине 14 заявка тӑратнӑ. Анчах телее, тепӗр майлӑ каласан, укҫана, тивӗҫекенӗсем — ултӑ отряд.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсенчи тата ҫамрӑксен виҫшер отрядне укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи ушкӑнрисене 100-шер, иккӗмӗш ушкӑнрисене 75-шер пин пама палӑртнӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗсенчен Улатӑрти П.Г. Макаров ячӗллӗ 9-мӗш вӑтам шкулти, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулти, Шупашкарти 5-мӗш гимназири отрядсем 100-шер пинлӗ пулӗҫ.
Ҫамрӑксен шырав отрячӗсенчен гранта «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ), И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри «Память» (чӑв. Астӑвӑм) тата «Веда» отрядсем тивӗҫнӗ.
ЧР Транспорт министерстви «Чӑвашупрдор» валли директор шырать. Конкурс иртнӗ ӗнтӗ. Халхинче унта сакӑр ҫын хутшӑннӑ. Конкурса пилӗк кунран пӗтӗмлетӗҫ.
Аса илтерер: пӗрремӗш конкурс пирки кӑрлач уйӑхӗнче пӗлтернӗ. Вӑл нарӑс варринче иртмелле пулнӑ. Анчах конкурс иртмен, мӗншӗн тесен унта икӗ кандидат кӑна хутшӑннӑ.
Хальхинче комиссие сакӑр ҫын предприяти аталанӑвӗн стратегийӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Конкурсра кам ҫӗнтерни паллӑ мар-ха.
Хальлӗхе предприятие вӑхӑтлӑха Александр Немов ертсе пырать. Унччен ку должноҫе Евгений Барсуков йышӑннӑ. Ӑна ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «кумлӑ», хысна укҫине тӑкакланӑ тесе айӑпланӑ. Унтан Евгений Барсуков ЧР транспорт министрӗ Михаил Резников хыҫҫӑнах должноҫрен кайнӑ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Енре Израильти «Хорев» медицина центрӗн элчисемпе тӗл пулнӑ, хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Тӗлпулӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Светлана Ананьева, Элтепер канашҫи Лев Кураков, И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗ Андрей Александров, «Хорев» компани президенчӗ Роман Барак хутшӑннӑ.
Компани президенчӗ «Тухтӑрсем – чикӗсӗр» проект пирки каласа кӑтартнӑ. Унпа килӗшӳллӗн Израильти пофессорсем пациентсене тӗрӗслеҫҫӗ, тухтӑрсем валли ӑсталӑх класӗсем ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ку проекта республикӑра та пурнӑҫлама хатӗррине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен малашне тепӗр регионпа туслӑ ӗҫлӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мурманск облаҫӗпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ.
Паян Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Тюкавинпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Мурманск облаҫӗнче 4 пин ытла чӑваш пурӑннине палӑртнӑ. Халӗ икӗ регионӑн пӗр тӗллев: халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси.
Икӗ регион экономика, суту-илӳ, ӑслӑлӑхпа техника тата культура тытӑмӗсенче туслӑ ӗҫлессине палӑртса килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Агеев художника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушура ҫырнӑ тӑрӑх, чыса ӳнерҫӗ «Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.
Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Константин Иванов, Иван Яковлев ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗ — график та, живописец та. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Владимир Агеев Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Капкӑн» журналта чылай ҫул ӗҫленӗ. Кӗнекесене те илемлетнӗ, уйрӑм ӗҫсемпе те ларнӑ, сатирӑра та хӑйне туптанӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Турецкин «Soprano» хӗрарӑмсен вокал ушкӑнӗн концертӗнче пулнӑ.
Концертчен регион ертӳҫи ушкӑнра юрлакан хӗрарӑмсене республикӑн Правительство ҫуртӗнче йышӑннӑ. Ансамбль солисткисемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
«Soprano» юрӑҫисене Михаил Игнатьев пирӗн республикӑра 128 халӑх ҫынни пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине пӗлтернӗ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш Ен — ҫӗр пин сӑмах тата ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ. Чӑваш культури хӑйне евӗр, вӑл Раҫҫейӗн нумай енлӗ культурин пӗр пайӗ», — ӑнлантарнӑ юрӑҫсене Элтепер.
Ансамбль солисткисем вара хӑйсен пултарулӑх планӗпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленине ҫӗнӗ патруль машини килнӗ. «Ҫыхӑнура» канашлу сайтӗнче пӗлтернӗ тарӑх, Чӑваш Ене вӑл пӗр уйӑх каяллах ҫитнӗ.
Ахӑртнех, ҫӗнӗ машина ҪҪХПИрех юлӗ. Ку машинӑпа Элтепере ертсе ҫӳрӗҫ-и е ҫук-и — хальлӗхе паллӑ мар. Унччен Toyota Land Cruiser машинӑпа ҫӳренӗ. Анчах вӗр ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» ахаль полицейскисене лекмесси паллӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май, ҪҪХПИ пуҫлӑхӗ нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ конференцире ҫӗнӗ транспорт кирли пирки сӑмах хускатнӑ. Вӑл калани ав пурнӑҫланнӑ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ машина Элтеперӗн «Фаэнтонне» илсе ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона пӑхас тӑк, ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа вӗҫтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |