«Idel.Реалии» сайтра Виталий Станьял ертсе пыракан Чӑваш ваттисен тӗп канашӗ шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗренттерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва ҫӗршыв ертӳҫисен ячӗпе шӑрҫаланипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Унта Чӑваш халӑх сайтӗнче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай сӑмахӗсене те илсе кӑтартнӑ: «Нумаях пулмасть эп ЧР пуҫлӑхӗн сайтӗнче Кураковпа Игнатьев тӗл пулнине ҫирӗплетекен видеона куртӑм. Хӑрушӑ! Кураков ӗмӗрӗ тӑршшӗпех политика ... (сӑмахӗ илемлӗ мар та, кунта ҫырмӑпӑр. — Авт.) пулнӑ. Кун пирки пурте пӗлеҫҫӗ. Анчах та Кураков КУ ӖҪРЕ халь хӑйӗнчен те иртсе кайрӗ. Халь, пур чӑвашӑн та Тӑван Чӗлхемӗре хӳтӗлемелле чухне, вӑл, намӑссӑр, Станьяла питлет, «тӑрӑ шыв» ҫине кӑларать.
Паянтан пуҫласа маншӑн Кураков текен чӑваш ҫук! Кун пирки эп ӑна тин кӑна шӑнкӑравласа каларӑм.
Станьялпа та нумаях пулмасть калаҫса илтӗмӗр.
Чыс та мухтав вилӗмсӗр Виталий Станьяла!», — тесе поэт сайтӑн хурал кӗтесӗнче каланине «Idel.Реалии» ӳкерчӗк евӗр илсе кӑтартнӑ.