ВТБ банк правленийӗн президенчӗ Андрей Костин Чӑваш Енре шкулсем тума пулӑшасшӑн. Хальлӗхе ку — ӗмӗтре. Банкирпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, тӗл пулнӑ. Енсем республика тата банк аталанӑвӗ пирки тӗплӗн сӳтсе явнине ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Паянхи куна республикӑра шкулсем хута ярас ӗҫ актуаллӑ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ачасен 7 проценчӗ иккӗмӗш сменӑпа вӗренет. Андрей Костин банк строительство ӗҫне патшалӑхпа пӗрле хутшӑнас ыйтӑва пӑхса тухма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. «Социаллӑ инфратытӑмра эпир сахал ӗҫленӗ. Шӑпах та пирӗншӗн шкулсем ҫӗклесе лартасси паха опыт вырӑнне пулса юлӗ», — тесе хыпарланӑ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче.
Паян Чӑваш Енри чи пултаруллӑ хӗрарӑмсене Михаил Игнатьев Элтепер патшалӑх наградипе чысланӑ.
«Хыпар» ИҪ пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич хӗрарӑмсен общество пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. «Сирӗнпе эпир экономикӑна, вӗрентӗве тата ӑслӑлӑха, сывлӑха сыхлас ӗҫе, культурӑна, спорта аталантаратпӑр», — тенӗ вӑл.
Патшалӑх наградисене тивӗҫнисен хушшинче тӗрлӗ отрасльти ӗҫчен пур. Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче нумай-нумай ҫул тӑрӑшакан Любовь Абрамована «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗн секторӗн ертӳҫи Роза Степанова Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята илнӗ.
Хисепе тивӗҫнисене саламлама республикӑри ытти тӳре-шара та хутшӑннӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енри ҫулсене юсама 5 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Укҫан пысӑк пайӗ ҫӗнӗ ҫул сарнӑ ҫӗре кайӗ. 2 миллиард тенкипе вара ҫулсене тӗплӗ юсӗҫ. Ку ыйтупа Федераци ҫул-йӗр агентствин пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӗвне тата 2017–2018 ҫулсенчи плана палӑртассине халалланӑ ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗнче калаҫнӑ. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
РФ транспорт министрӗ Максим Соколов 2019 ҫул тӗлне федераци ҫулӗсене 100 проценчӗпех йӗркене кӗртмелли пирки каланӑ. Ҫак тӗллеве пурнӑҫлама йышӑну тунӑ.
Конференцире ҫак ӗҫе «Платон» тытӑмне те хутшӑнтарма сӗннӗ. Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ҫак тытӑм 17 миллиард тенкӗ пухнӑ. Ку укҫана регионсенчи ҫулсене пӑхса тӑма ярӗҫ. Кӑҫал ку укҫапа ытларах кӗперсене юсӗҫ.
«Платон» укҫине Пӑрачкав районӗнче Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпере юсамашкӑн та уйӑрассине сайтра унчченех пӗлтернӗччӗ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ене 68 миллион тенкӗ килӗ.
Алексей Шадриков эстрада юрӑҫи «Чӑваш республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Алексей Шадриков пирки «Чӑваш Республикинчи «Эстрада артисчӗсен союзӗ» общество организацийӗн пайташӗ, регионсем хушшинчи «Чӑваш наци конгресӗ» общество организацийӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикинчи ҫамрӑксен «Хастар» общество организацийӗн председателӗн ҫумӗ тесе палӑртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи хушупа хисепе тивӗҫнисем хушшинче тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан пур. «Культурӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул ӑнӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн» культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята Алексей Шадриковсӑр пуҫне Трактор историйӗн наукӑпа техника музейӗн (вӑл Шупашкарта вырнаҫнӑ) ертӳҫине Альберт Сергеева панӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле тишкермелли канашлура унта ҫӳп-ҫап тирпейлессипе ҫыхӑннӑ ыйту ҫивӗччине палӑртнӑ. Пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
«Ҫӗрпӳ районӗн лайӑх енсем сахал мар. Харпӑр хӑй тупӑшне пухас ӗҫ кӑтартӑвӗпе район республикӑри ытти муниципалитетсем хушшинче хисеплӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. Юлашки ҫулсенче муниципалитетра пӗчӗк тата вӑтам услам ӗҫ сфери те курӑмлӑ аталанса пырать. Ял хуҫалӑх тытӑмӗ те кӑтартуллӑ ӗҫлени никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков докладра муниципалитетӑн ҫитӗнӗвӗ сахал маррине каланӑ.
Чӑваш Енри влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «тепӗр пысӑк ыйту — тавралӑхри ҫӳп-ҫапа тирпейлесе пуҫтарасси». Районти икӗ муниципалитетра ыйту ҫав тери ҫивӗч иккен.
Паян Шупашкарти «ЭКСПО-КОНТУР» суту-илӳпе курав центрӗнче «Ҫӗрулми – 2017» курав уҫӑлнӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, Пӗтӗм Раҫҫейри А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулми хуҫалӑхӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ Борис Анисимов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Горбунов хутшӑннӑ.
Курава РФ Ял хуҫалӑх министерстви тата Раҫҫейри Ҫӗрулми пӗрлӗхӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Михаил Игнатьев тухса калаҫнӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗрулми экспортне аталантарма тӗллев лартнине палӑртнӑ. Элтепер хамӑрӑн, Чӑваш Ен ҫӗрӗ ҫинче ӳсекен вӑрӑсем пулассине пӗлтернӗ. Ку – питӗ лайӑх, мӗншӗн тесен ют ҫӗршывран вӑрлӑх кӳрсе килме укҫа сахал мар кирлӗ. Пӗр килограмӗшӗн 60-70 тенкӗ тӳлемелле.
Кӑҫал курава Раҫҫейри 22 регион хутшӑнать. Ҫӗрулмине ҫӗнӗ технологипе ӳстерекен компанисем, фирмӑсем вӑрлӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сочире иртекен Раҫҫейри инвестици форумӗнче Чӑваш Енӗн тата Чулхула облаҫӗн пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Валерий Шанцев регионсен правительствисем килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, регионсем хушшинчи тавар ҫаврӑнӑшӗ халӗ те пӗчӗк мар, ҫитес вӑхӑтра кӑтартӑва 10 млрд тенке ҫитересшӗн. Ҫак цифрӑна Михаил Игнатьев пӗлтернӗ.
«Ял хуҫалӑхне аталантарма Чӑваш Республикинчен пирӗн чылай вӗренмелли пур. Тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе те ырӑ тӗслӗхсем вӗсен самай. Эпӗ сахал мар хулана ҫитсе курнӑ. Шупашкар хули хӑйӗн илемӗпе куҫа илӗртет. Чулхулапа танлаштарсан, Шупашкарта хӑтлӑ, хитре, таса. Эпир Чӑваш Республикипе кӳршӗллӗ регионсем кӑна мар, ӗҫлеме пӗлекен чӑн-чӑн партнерсем пулса тӑтӑмӑр», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Валерий Шанцев.
Нарӑс уйӑхӗн 27—28-мӗшӗсенче Сочи хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици канашлӑвӗ (форумӗ) иртет. Унта пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев та хутшӑнать.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ программӑра — федерацин влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе, усламҫӑсемпе тӗл пулса калаҫасси. Паян Михаил Игнатьев «Ренова» компанисен ушкӑнӗн директорсен канашӗн ертӳҫипе Виктор Вексельбергпа курнӑҫмалла. Ҫав вӑхӑтра енсем Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасси ҫинчен меморандум пусасшӑн. Теплица ыйтӑвӗпе Римри Никколо Кузано ячӗллӗ университетпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавна хутпах ҫирӗплетесшӗн.
Ыран инвестици форумӗн пленарлӑ ларӑвӗ иртмелле. Унта ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хутшӑнмалла.
Тӑлӑхсене тата вӗреннӗ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшне ҫухатнисене Чӑваш Енре рабочи тата служащи профессине тӳлевсӗр вӗрентессине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, кунсӑр пуҫне вӗсене йывӑр ҫын пулсан тата ачапа декрет отпускӗнче ларнӑ чухне социаллӑ стипенди парассине те эпир хыпарланӑччӗ. Маларах вӑл документа Министрсен Кабинечӗн шайӗнче пӑхса тухса ырланӑччӗ. Халӗ ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев саккуна алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, республика шайӗнчи документа Раҫҫей саккунӗ ыйтнине кура йышӑннӑ. Ҫапла вара тӑлӑхсем профессине хысна шучӗпе пӗрре мар, икӗ хут та илейӗҫ. Кун валли кӑҫал пирӗн республика хыснинче 32 миллион ытла тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне республикӑри тӳре-шара пӑр ҫинче ирттернӗ. «Шупашкар-Арена» пӑр керменне пуҫтарӑнса республика Правительствин пайташӗсемпе Шупашкар хула администрацийӗн ушкӑнӗсем хоккейла вылянӑ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ. Ӑмӑрту юлташла иртнӗ пулин те ҫӗнтерме кашни вӑйӑҫ чунтан ӑнтӑлнӑ-талпӑннӑ.
Коньки ҫине тӑнӑ пуҫлӑхсене пирӗн республикӑна килнӗ РФ спорт министрӗн ҫумӗ Марина Томилова саламланӑ. Хӑй ячӗпе кӑна та мар. РФ спорт министрӗн ячӗпе. Чӑваш Енре спорта вӑйлӑ аталантарнине палӑртнӑ май вӑл кунтах Раҫҫейри ӑмӑртусене ахаль мар йӗркеленине пӗлтернӗ. Кӗркунне, сӑмах май, пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫыннисен ҫӗршыври спартакиади иртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |