Канаш районӗнчи Шӑхасанти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, 11-мӗшӗнче, пурӑнакансем путвалта шыв тӑнипе, унтан ырӑ мар шӑршӑ хваттерсене хӑпарнипе халтан кайнӑ. Ҫуркуннеренпех ҫапла-мӗн. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тытӑмра ӗҫлекенсем килсе шыва уҫласа каяҫҫӗ иккен те, анчах кӑштахран каллех тулать.
Ҫакӑн сӑлтавне шыранӑ май ҫуртра пурӑнакансем канализаци пӑрӑхӗ шӑтӑк пуль тесе палӑртаҫҫӗ. Ҫурта тытса тӑракан компани вара хваттерте пурӑнакансене хӑйсене айӑплать. Вӗсем хӑйсем тӗллӗн путвал чавса пӗтернӗ мӗн-те ҫумӑр шывӗ лекет имӗш. «Дренаж тӑвасси пирки эпӗ темиҫе хутчен те сӑмах хускатнӑ», — тет иккен компани директорӗ Сергей Иванов. Анчах ку ӗҫе камӑн тытса тумалли пирки вӑл шарламан.
Шыв ҫукки ку ялта пурӑнакансене 20 ҫул нушалантарать имӗш. Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче шыв турулне юнашар яла куҫарса кайнӑранпа ҫакӑн пек асапланаҫҫӗ иккен Муркаш районӗнчи Ҫӗнӗ Матьӑк ялӗнче пурӑнакансем. Ҫӗнӗ Матьӑк Йӳҫкасси ял тӑрӑхне кӗрет. «Ҫӑлтан шыв йӑтакан урӑх ял ҫук та пирӗн тӑрӑхра», — теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.
Юрать-ха, ҫӑл пур. Пӗтӗмпе виҫҫӗ таранах. Анчах ҫынсем шӑрӑх кунсене шикленсе кӗтеҫҫӗ иккен. Ун пек чухне вӑл типет имӗш. Витре йӑтса ҫырмана утма пулать-ха. Вӑл шывпа пахча ҫимӗҫе, выльӑха шӑварма аван. Анчах ӗҫме юрӑхлӑ мар. «Эп хам каяймастӑп. Мана ачасем кисле йӑтса парса хӑвараҫҫӗ те… Ҫакӑнта колонка пулсан ҫуршар витрен е куркапа та пулин йӑтӑттӑм», — тет-мӗн ялти кинемейсенчен пӗри Мария Сергеева. Ҫӑлти шыв типсен тӑрӑ шыв патне ял ҫыннисем хӑйсемпе кӳршӗллӗ яла куҫарса кайнӑ башня патне каяҫҫӗ иккен. Паллах, пурте мар. Машинӑллисем кӑна. Ара, кӗвентепе инҫетрен йӑтса ҫитереймӗн. Машина ҫуккисем, анчах вӑй-хал пуртараххисем урапа ҫине 40 литр кӗрекен битон лартса шыв сӗтӗреҫҫӗ иккен.
Ӗлӗк шыва ҫырмаранах йӑтса пурӑннӑ-ха. XXI ӗмӗрте пурӑнакансем вара кун пек нушаланасшӑн мар. Ҫапла пулмасӑр ӗнтӗ — чылай ялта халӗ хуларинчен кая мар-ҫке: пӳрте шыв та кӗрет, канализаци тунӑ, ҫӑвӑнмалли ятарлӑ кӗтессем вырнаҫтарнӑ. «Эпир кӑна темӗскерле», — тарӑхаҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Пӗчӗк Аначкасси ялӗнче пурӑнакансем. Алькешран инҫе мар вырнаҫнӑ ҫав ял ҫыннисем шыва ҫырмари ҫӑлтан йӑтаҫҫӗ иккен.
Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл шыва ӗҫме хӑрушӑ — ҫӑлтан инҫех мар выльӑх ҫӑви вырнаҫнӑ-мӗн. Ҫуркунне уйрӑмах шиклентерет имӗш. Шыв питӗ лӗкӗллӗ пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн ҫынсем. «Выльӑх та ӗҫмест», — теҫҫӗ иккен вӗсем.
Тӳре-шара «туса парӑр» тесе ыйтнине кӑмӑлламанни паллӑ-ха. Ҫавӑнпа вӗсем «ҫынсен те хастар пулмалла» текелеме кӑмӑллаҫҫӗ. Пӗчӗк аначкассисем кӗтсе ларас темен — проектпа смета хучӗсене туса хатӗрленӗ: ҫапах та лав вырӑнтан хускалман. Аптӑранӑ енне вӗсем таҫта та ҫырса пӑхнӑ. Район администрацийӗнче шыв пуласси пирки шантараҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах хӑҫан пирки унта та татса каламан иккен.
«Елчӗкре паян ниҫта та шыв тупма ҫук. Урамра шӑрӑх. Колонкӑсем ӗҫлемеҫҫӗ, хваттерсене шыв кӗмест. Пуҫлӑхсем вырӑнти хаҫатра ҫапла ҫырчӗҫ: «Ҫынсем колонкӑри шывпа ҫӗрулми анине шӑвараҫҫӗ. Ҫавӑнпа шыва ирхине 4 сехетре пуҫласа каҫхи 9 сехетчен паратпӑр». Тӗрӗссипе вара ирхи 4 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен ҫеҫ параҫҫӗ. Талӑкне — 3 сехет.
Ҫынсем шыв илме ҫухрӑмран ҫырмари ҫӑла ҫӳреҫҫӗ... Мунча та ӗҫлемест... Пушар тухас пулсан мӗн тумалла?»
Пирӗн сайта ҫапларах ҫыру килчӗ. Шывпа тивӗҫтернӗ чухне кӑлтӑксем пулкалаҫҫех ӗнтӗ, уйрӑмах ҫак типӗрех тӑракан ҫанталӑк хушшинче. Елчӗксемшӗн ыйтӑвӗ чӑнах та ҫавӑн пекех ҫивӗч-ши?
Ӗнер, каҫхи 11 сехет те 15 минутра, Улатӑр хули шывсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑлтавӗ — канализаци коллекторӗнче инкек пулнине кура ӗҫмелли шыв вӑхӑтлӑха чарса лартни. Ҫапла майпа 8 пине яхӑн ҫурта шыв пыма пӑрахнӑ. Ҫав шутра социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем те пур иккен. Хула мэрийӗ ӗнетернине шута илсен больницӑсенче, ача ҫуртӗнче, ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗнче, ача сачӗсенче, социаллӑ сфера учрежденийӗсенче ҫапах та ӗҫмелли шывсӑр лартман иккен.
Сӑмах май, инкеке пӗтерме май килнӗ. Хула ҫыннисене ӗҫмелли шывпа тивӗҫтерме пуҫланӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Алькеша Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ ҫыру ҫитрӗ. «Эсир мана хӑвӑр яла шыв кӗртес ыйтӑва татса пама пулӑшма ыйтрӑр. Эпӗ тивӗҫлӗ хушу патӑм. Мана хуравланӑ тӑрӑх, укҫа-тенкӗ ыйтӑвне татса панӑ, кирлӗ ӗҫсене туса ирттернӗ. Пулӑшма кӑмӑллӑ пулчӗ. Сире тата сирӗн ялта пурӑнакансене ыррине ҫеҫ сунатӑп. Хисеплесе, Д. Медведев» ҫапларах шӑрҫаланӑ унта. Ӑна вӑл Алькешра пурӑнакан Людмила Шаймина ячӗпе янӑ. Мӗншӗн тесен шыв ыйтӑвӗпе шӑпах ҫав хӗрарӑм нумай чупнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ҫырнӑ иккен. Ялти хастар каланӑ тӑрӑх, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин (Дмитрий Медведев унӑн ертӳҫи шутланать) Шупашкарти йышӑну пӳлӗмне лекнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ лав вырӑнтан хускалнӑ-мӗн. Кӑҫалччен ҫӑл шывӗпе пурӑннӑ алькешсем паян колонкӑран шыв кӳреҫҫӗ, май пуррипе усӑ курса хӑшӗсем ӑна пӳртех кӗртнӗ.
Юлашки вӑхӑтра Шупашкарти ГЭС тӗлӗшӗпе хӗрӳ тавлашусем пыраҫҫӗ. Пӗрисен шухӑшӗпе ГЭСри шыва хӑпартсан лайӑх пулӗччӗ, теприсем вара шыва хӑпартсан инкек тухасси ҫинчен сӑмахлаҫҫӗ.
Раҫҫей пуҫлӑхӗн ҫутҫанталӑх улшӑнӑвӗ ҫинчен канаш параканӗ Александр Бедрицкий та шыва хӑпартма юраманни ҫинчен калаҫать.
— Шупашкарти ГЭСӑн шывне хӑпартсан Чулхула облаҫӗн хӑш-пӗр лаптакӗ шыва кайма пултарӗ. Кун ҫинчен те манмалла мар, — пӗлтерет вӑл.
Экологсем те Бедрицкий шухӑшӗпе килӗшеҫҫӗ. Ҫакна пула паянхи кун та Шупашкар ГЭСӗн ыйтӑвне пуҫлӑхсем татса паман-ха.
Паттӑр ӗҫсене тума аслисем кӑна мар пултараҫҫӗ, пӗчӗк шӑпӑрлансен те чунӗсенче хӑюллӑх туйӑмӗ пур имӗш. Ҫакна 5 ҫулхи Юля Андреева хӑйӗн паха ӗҫӗпе йӑлтах ҫирӗплетсе пачӗ.
Ачалӑх вӑхӑчӗ яланах кӑткӑс, тӗрлӗрен пӑтӑрмахсемпе асра юлать. Шӑп та ҫав тӗрлӗ енлӗ пулӑмсене, инкексене ачасем хӑйсен аллисемпех нумай чухне тӑваҫҫӗ. «Чару ҫимӗҫ яланах пылаклӑрах» тесе ахальтен каламаҫҫӗ ӗнтӗ ваттисем. Ҫав «пылак ҫимӗҫе» тутанас тӗллевсемпех пулмалла 8 ҫулхи Алексей Абужаровпа 5 ҫулхи Кирилл Васильев Урет юханшыв тӑрӑх юхакан пӑр лаптӑкӗ ҫинче ярӑнма шут тытнӑ. Паллах, йывӑрӑша чӑтаймасӑр арҫын ачасен ура айӗнчи пӑр вакланса-пайланса кайнӑ, ачасем самантрах сивӗ шыв ытамне лекнӗ.
Шыв юххи ачасене юханшывпа кӳле пайлакан чикене илсе ҫитернӗ. Алексейпа Кирилл пур-ҫук вӑйпа пӗренерен ҫакланса юлма ӗлкернӗ, анчах авӑр вӑйӗ ачасене хӑйӗн патне туртнӑ. Вӑйлӑ шыв юхӑвӗ пӗренерен ачасен ҫипуҫӗпе, пушмакӗсене хывма тытӑннӑ. Инкеке лекнӗ ачасен вӑйӗ пулӑшу ыйтма те юлман.
Тура шӗкӗр, ҫав вӑхӑтра ҫыран хӗрринче инҫех мар путакан арҫын ачасене паллакан, 5 ҫулхи Юля Андреева уҫӑлса ҫӳренӗ.
Пуш уйӑхӗн 18-22-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче Шыв эрни иртет. Акцие саккӑрмӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ, ӑна Пӗтӗм тӗнчери шыв пурлӑхӗӗен кунне халалланӑ.
Мероприятие ҫулсерен пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулас ӑрусем валли ӗҫмелли шыва упрас тата унӑн пахалӑхне лайӑхлатас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Шыв эрнин тӗп тӗллевӗ — хула ҫыннисене ӗҫмелли шывпа типтерлӗ усӑ курма вӗрентесси, перекетлеме хӑнӑхтарасси.
Ҫак кунсенче хулари шкулсенчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, студентсем «РусГидро», «ТГК-5», «БОС», Ҫӗнӗ Шупашкарти ТЭЦ-3 тата ытти предприятире пулӗҫ, куравсем, хӑтлавсем, экологи темипе ҫырнӑ сочиненисен, ӳкерчӗксемпе плакатсен, ача-пӑча театрӗсен, курмароликсен, ӑс-хакӑл вӑййисен ӑмӑртӑвӗсене йӗркелӗҫ.
Элтепӗрӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер Михаил Игнатьев канашлу ирттернӗ. Унта хуласене шывпа тивӗҫтерес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Уйрӑмах Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Алексей Ладыковпа Александр Сироткин пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗнӗ Ҫул вӑхӑтӗнче те шывпа тивӗҫтересси лайӑх ӗҫленӗ. Шупашкарпа Етӗрнере ҫеҫ кӑрлачӑн 1-мӗшӗн каҫхине пӑтармахсем сиксе тухнӑ, анчах вӗсене тепӗр куннех юсама пултарнӑ.
Элтепӗр ҫак кун «Чӑваш Республикинчи шывпа тивӗҫтерессипе шыва ҫитерессине аталантармалли хушма ӗҫсем ҫинчен» саккуна алӑ пуснӑ иккен. Унпа килӗшӳллӗн Ҫӗнӗ Шупашкарпа Шупашкарӑн шывпа тивӗҫтерекен системӑсене пӗрлештересшӗн пулас. Чи малтанах Ҫӗнӗ Шупашкарти «Биологические очистные сооружения» предприятипе «Ҫӗнӗ Шупашкар хулин комуналлӑ сечӗсем» предприятие акционерлама палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |