 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Ӗлӗк шыва ҫырмаранах йӑтса пурӑннӑ-ха. XXI ӗмӗрте пурӑнакансем вара кун пек нушаланасшӑн мар. Ҫапла пулмасӑр ӗнтӗ — чылай ялта халӗ хуларинчен кая мар-ҫке: пӳрте шыв та кӗрет, канализаци тунӑ, ҫӑвӑнмалли ятарлӑ кӗтессем вырнаҫтарнӑ. «Эпир кӑна темӗскерле», — тарӑхаҫҫӗ Шупашкар районӗнчи Пӗчӗк Аначкасси ялӗнче пурӑнакансем. Алькешран инҫе мар вырнаҫнӑ ҫав ял ҫыннисем шыва ҫырмари ҫӑлтан йӑтаҫҫӗ иккен.
Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл шыва ӗҫме хӑрушӑ — ҫӑлтан инҫех мар выльӑх ҫӑви вырнаҫнӑ-мӗн. Ҫуркунне уйрӑмах шиклентерет имӗш. Шыв питӗ лӗкӗллӗ пирки те пӑшӑрханаҫҫӗ-мӗн ҫынсем. «Выльӑх та ӗҫмест», — теҫҫӗ иккен вӗсем.
Тӳре-шара «туса парӑр» тесе ыйтнине кӑмӑлламанни паллӑ-ха. Ҫавӑнпа вӗсем «ҫынсен те хастар пулмалла» текелеме кӑмӑллаҫҫӗ. Пӗчӗк аначкассисем кӗтсе ларас темен — проектпа смета хучӗсене туса хатӗрленӗ: ҫапах та лав вырӑнтан хускалман. Аптӑранӑ енне вӗсем таҫта та ҫырса пӑхнӑ. Район администрацийӗнче шыв пуласси пирки шантараҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах хӑҫан пирки унта та татса каламан иккен. Апла пулсан ял халӑхӗн кӗвентесене айккинелле пуҫтарса хума васкамалла мар-тӑр.
