Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Правительствӑна шан та, хӑв та алӑ усса ан лар

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 07.07.2013 14:14 | 1627 хут пӑхнӑ
Хӑйсен нуши пирки ҫӗмӗрлесем республика Элтеперне каласа кӑтартаҫҫӗ
Хӑйсен нуши пирки ҫӗмӗрлесем республика Элтеперне каласа кӑтартаҫҫӗ

Ҫак эрнере Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле хулине ҫитсе килнӗ. Анчах савӑнмалли сахал пулнӑ унта. Республика ертӳҫи хула пуҫлӑхӗсене Правительствӑна кӑна шанса лармалла марри, хӑйсем тӗллӗн те яваплӑ утӑмсем тумалли пирки аса илтернӗ.

Ҫӗмӗрлере шыв ыйтӑвӗ яланах ҫивӗч-мӗн. Асӑннӑ хулара пурӑнакансем республика Элтеперӗ нумаях пулмасть ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑрӗ эфирта хуравланӑ чух та хӑйсен тӑрӑхӗнчи ҫивӗч самантсене хускатнӑ. Ӗҫ-пуҫпа Михаил Игнатьев хӑй паллашнӑ.

1990-мӗш ҫулта хута янӑ котельнӑй япӑхса кайнӑ. Ӑна тӗпрен юсаса ҫӗнетме ытла та хакла ларать-мӗн. Кунсӑр пуҫне муниципалитетӑн «Теплоэнерго» предприятийӗ газшӑн тата ҫутӑшӑн парӑм 150 миллион тенке яхӑн пухӑнса кайнӑ. Ытти хӑш-пӗр районта, ав, блоклӑ котельнӑйсем туса лартаҫҫӗ. Ӗҫӗ хӑвӑрт пулаканскер.

Лайӑххи пирки каласан, тӑлӑх ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесене тата ишӗлекен ҫурт-йӗрте пурӑнакансене хваттерсемпе тивӗҫтереҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах кӑҫалхи ҫӗртмен 15-мӗшӗнче 16 хваттерлӗ ҫуртри пушар хыҫҫӑн хваттерсӗр юлнӑ ҫынсен ыйтӑвне татассипе йывӑрлӑх пур иккен. Ӑна юсас тесен 14 миллион тенкӗ таран кирлӗ-мӗн. Ҫурт муниципалитет харпӑрлӑхӗнче-мӗн. «Хӑвӑр харпӑрлӑхӑршӑн эсир хӑвӑр явап тытма тивӗҫ. Татӑклӑ йышӑнӑва та сирӗнех тумалла: ҫурта йӑлтах сӳтетӗр-и е ӑна юсатӑр-и. Унта пурӑннисен те хӑйсен шӑпине татса парассине хутшӑнмалла, такам туса парасса кӗтсе лармалла мар. Пушар хыҫҫӑнхи ҫӳп-ҫапа паян та тасатман», — палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

Ҫӗмӗрлере пулнӑ май Михаил Васильевич ытти объекта та ҫитсе курнӑ. Унтан вӑл хула хастарӗсемпе канашлу ирттернӗ, ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Сӑнсем (28)

#Ҫӗмӗрле, #ҫурт-йӗр, #шыв ыйтӑвӗ, #шыв

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем