Шупашкар хула администрацийӗ Юрпикесене кӑҫал подиум тӑрӑх уттарасшӑн. Сӑмахӑмӑр — «Мисс Юрпике» конкурс пирки. Унӑн положенине хула администрацийӗн культура управленийӗ хатӗрленӗ.
Ытти илем конкурсне хутшӑнас тесен модельсенни евӗр кӗлеткеллине пӑхаҫҫӗ тӗк, Юрпикене мӑнтӑр пулсан та, хыткан пулсан та тиркемӗҫ. Анчах ҫула кура суйлассине вара шута илмеллех. Хӗл мучин мӑнукӗ шутланаканскерӗн 16 ҫултан пуҫласа 30-а ҫитиччен пулмалла. Конкурсра хӑйсене тӗрӗслесе пӑхас текенсен раштавӑн 6-мӗшӗччен «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи «Культурӑллӑ Шупашкар» ушкӑнра заявка памалла. Унта ята-шыва, миҫерине кӑтартмалла, хӑш енпе пултаруллине ҫырмалла тата мӗншӗн шӑпах эсир «Мисс Юрпике» ята тивӗҫҫине ӑнлантарма пӗлмелле. Кайран хӗрсене суйласа илӗҫ. Финала тухиччен вӗсен подиум тӑрӑх утма хӑнӑхмалла, видео- тата фотоӳкерчӗксем хатӗрлемелле. Конкурс финалӗ «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче раштавӑн 21-мӗшӗнче иртӗ. Унта пурне те кӗртессине пӗлтермелле.
Раштавӑн 8-мӗшӗнче Шупашкарта ҫул-йӗр юхӑмӗн управленине хӑй майпа йӗркелсе пымалли тытӑма лартассипе аукцион иртмелле. Контракта ҫӗнӗ ҫула кӗриччен пурнӑҫламалла.
Автоматизациленӗ тытӑм светофорсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарӗ. Ҫапла туни Чапаев скверӗнчен тытӑнса Мускав проспекчӗ Кривов урамӗпе пӗрлешнӗ вырӑн таран «симӗс юхӑм» йӗркелеме май парӗ. «Симӗс юхӑма» 18 светофор лекмелле.
Тытӑм ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑрӑва йӗркелесе пыракан, информаци пухса ӑна упракан тата видеона йӗркелекен центрсенчен тӑрӗ. Ҫак ӗҫ валли хула администрацийӗ 9,976 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Шупашкар вӑл тупрана хулан транспорт тытӑмне кӑҫал аталантарасси ҫинчен йышӑннӑ программӑпа пӑхса хӑварнӑ.
Ҫӗнӗ тытӑма автоматла меслетпе те, ҫын та пӑхса йӗркелесе тӑма пултарӗ.
Лавккари улма-ҫырла ытларах чухне — ют ҫӗршывран кӳрсе килни. Вӗсене епле ӳстернӗ, мӗнле пӑхнӑ, вӑл организма сиен кӳмӗ-и — никам та пӗлмест. Шел те, пирӗн патра чылайӑшӗ ӳсмест.
Тӗрӗсрех каласан, ҫынсем ӑна ӳстересшӗн мар. Тӑрӑшсан темӗн те пулать иккен. Ав, Шупашкарта пурӑнакан Надежда Мерченко хӑйӗн килӗнче, пӳлӗмре, гранат ӳстернӗ. Нумаях пулмасть вӑл ҫимӗҫ панӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, тӗмме вӗсем пӗлтӗр Норильскран илсе килнӗ. Кӑҫал ҫуркунне вӑл чечек ҫурнӑ, тепӗр пӗр уйӑхран ҫимӗҫ тӗвӗленме тытӑнна, унтан — тепри, унтан виҫҫӗмӗшӗ.
Килте ӳснӗ гранатӑн диаметрӗ 5 сантиметртан ытла мар-мӗн. Специалистсем палӑртна тӑрӑх, гранат — экзотика ҫимӗҫӗ, ҫавӑнпа ӑна килте ӳстерме йывӑр. Александр Дмитриев ку тӗлӗмелле пулӑм пулнине палӑртать. Ытларах чухне гранат пӳлӗмре ӳсме пултараймасть. Надежда Мерченкӑн вара килӗнче гранат кӑна мар, авокадо тата импӗр ӳсет.
Росгосстрахӑн Чӑваш Енри филиалӗ Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынна страховка тӳленӗ. Унӑн хваттерӗ авариллисен йышне кӗнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ инкекре ҫав ҫыннӑн хваттерӗ пулнӑ. Чи малтан 1-мӗш подъезда авриллӗ лару-тӑрура пулнине палӑртсан ӑна ишсе антарнӑ. Ҫапла майпа унта унӑн хваттерӗ те лекнӗ.
Ҫав ҫын хӑйӗн пурлӑхне ҫак компанире икӗ ҫул страхланӑ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, компани яваплӑхӗн сумми 567 пин тенкӗпе танлашать. Росгосстрах пурлӑх хуҫине ҫавӑн чухлӗ тӳленӗ те.
Кунсӑр пуҫне 9-мӗш ҫуртри тепӗр икӗ подъездра страхланӑ 5 хваттер пур. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн страховка тӳлес ыйтӑва татса парӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн кунӗнче, раштавӑн 12-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра Пӗрлехи йышӑну кунӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш Енре кӑна мар, ҫӗршывӗпех йӗркелемелле. Кун пирки Раҫҫей Президенчӗ хӑй хушнӑ.
Ҫынсене йышӑнмалли пӗрлехи кун 12 сехетре тытӑнса каҫхи 8 сехетчен пырӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем влаҫӗн тӗрлӗ органӗнче ӗҫлекенсем патне консультаци илме кайма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Информаципе политикипе массӑллӑ коммуникаци политикин министерстви, тӗслӗхрен, Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10 ҫуртри 6-мӗш хутри 1-мӗш пӳлӗмре йышӑнӗ. Йышӑнӑва пыракансен паспорт чикма манмалла мар. Малтанласа ҫырӑнма хушаҫҫӗ. Телефон номерӗ – 8 (8352) 64-20-90 е электрон адреспа ҫырса яма юрать: info100@cap.ru.
Енчен те ҫын ӑҫта каймаллине пӗлмесӗр урӑх ведомствӑна кайсан ӑна профильлӗ ведомствӑн специалисчӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшӗҫ. Ҫыхӑнма май килмесен ҫывӑх вӑхӑтрах кирлӗ ҫӗре тепӗр хут ҫитсе килме май туса пама шантараҫҫӗ. Хӑҫан пымаллине ӑна тӳре-шара маларах асӑрхаттарма тивӗҫ.
Шупашкарта ҫӳп-ҫапа «Мерседессем» турттараҫҫӗ. «Zoeller» маркӑллӑ машина «Мерседес Бенц Атего» шассийӗ ҫинче никӗсленнӗ иккен. Ӑна «Спецавтохозяйство» муниципалитет предприятийӗ туяннӑ.
Вӑл машина ҫӳп-ҫап турттаракан хальхи вӑхӑтри машина шутланать. Пысӑк мар машина хӗсӗк урама та ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухаять иккен. Кузовне ҫӳп-ҫап нумай вырнаҫнине пула вара ӑна каллӗ-маллӗ тем чухлӗ чуптарса тӑкакланма кирлӗ мар имӗш.
Ҫӳп-ҫап турттаракан машина 11 кубла метр таран йӑлари хытӑ каяша тиейрет, анчах ӑна вӑл вырӑнтах лапчӑтнине кура 65 кубла метр таран тултараять. 2013 ҫулта ҫав чухлӗ ҫӳп-ҫапа турттарма 32 машина кӑларма тивнӗ, кӑҫал 15 машинӑпах ҫырлахаҫҫӗ.
«Ҫирӗп ҫемье — телейлӗ ачалӑх» сӑнӳкерчӗксен конкурсне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн» Чӑвашри уйрӑмӗ ирттерет. Нумаях пулмасть унӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Конкурс пилӗк номинаципе иртнӗ: «Пирӗн юратнӑ асаннесемпе асаттесем», «Ҫемьепе каннӑ вӑхӑтри савӑнӑҫлӑ самант», «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье», «Анне аллин ӑшши», «Манӑн атте — чи лайӑххи», «Манӑн ҫӗмье — манӑн пуянлӑх», «Ҫемье портречӗ».
Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурса республикӑри район-халасенчи 400 яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех вӗсен йышӗнче — Мускавра, Красноярск тӑрӑхӗнче, Волгоградра пурӑнакансем. Пӗтӗмпе — 1300 ытла ӗҫ.
Муркашсем те хастар хутшӑннӑ унта. Ав Полина Спиридонова «Ҫемьепе каннӑ вӑхӑтри савӑнӑҫлӑ самант» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Анне аллин ӑшши» номинацире Шупашкарти Наталия Павлова мала тухнӑ, «Манӑн атте — чи лайӑххи» номинацире — Вӑрмар районӗнчи Елена Егорова. «Пирӗн юратнӑ асаннесемпе асаттесем» номинацире Йӗпреҫ районӗнчи Светлана Акшарова ҫӗнтернӗ, «Атте, анне тата эпӗ — спортпа туслӑ ҫемье» номинацире — Ҫӗнӗ Шупашкарти Людмила Кириллова. Шупашкарти Мария Падиарова «Манӑн ҫӗмье — манӑн пуянлӑх» номинацире ҫӗнтернӗ, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Владимир Максимов «Ҫемье портречӗ» номинацире мала тахнӑ.
Шупашкарта вырнаҫнӑ Травматологин, ортопедин тата эндопротезированин федераци центрӗ Раҫҫей правительствин пахалӑх премине тивӗҫнӗ. Ҫакӑн пирки калакан йышӑнӑва ҫӗршыв премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Продукци тата пулӑшу кӳрессипе самай ҫитӗнӳ тунисене паракан ҫак премие кама уйӑрассине палӑртнӑ чух пахалӑх менеджменчӗн меслечӗсене тухӑҫлӑн пурнӑҫа кӗртнине те шута илеҫҫӗ. Травматологи центрӗсӗр пуҫне Шупашкарта тата 9 компани наградӑна тивӗҫнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку премие РФ праивтельствин 1996 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ.
Иртнӗ уйӑхӑн юлашки шӑматкунӗ вӑрмарсемшӗн ҫӗнӗ ача пахчи уҫнипе асра юлӗ. Кермен пек капӑр ҫурта район центрӗнче хӑпартса лартнӑ.
Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа мӑшӑрӗ, район пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ шайри депутатсем пырса ҫитнӗ.
«Ку вӑл — ахаль пахча мар, пӗчӗккисене аталанмалли хальхи вӑхӑтри центр», — теҫҫӗ вырӑнтисем. Унта физкультура, музыка залӗсем, медицина блокӗ, ачасене психологи тӗлӗшӗнчен лӑпланмалли пӳлӗмсем те уҫнӑ. Ача пахчине пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хута яма 82 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Укҫине мӗнпур хыснаран уйӑрнӑ, Мускавран та, рсепубликӑран та, район «кӗсйинчен» те.
Сӑмах май каласан, кӑҫал пурӗ 15 ача пахчи уҫмалла пулнӑ. Анчах хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен тӑваттӑшне кӑна хута янӑ. Строительство ӗҫӗсем епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисене тӑвассипе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртнӑ-ха, ҫапах та палӑртнисене ҫулталӑк вӗҫлениччен пурне те уҫма вӑл шантарнӑ.
Юнкун, сӑмахран, Шупашкарти Крылов урамӗнчине уҫмалла.
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти «Николаевски» пасарта «Купӑста — 2014» фестиваль ҫӳллӗ шайра иртрӗ. Фестивале тӗрлӗ район ҫыннисем купӑстаран хатӗрленӗ апат-ҫимӗҫ илсе килнӗ, курав йӗркеленӗ.
Фестиваль сценарийӗпе килӗшӳллӗн тӗрлӗ конкурсем иртрӗҫ, пухӑннисем купӑстаран хатӗрленӗ тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе паллашрӗҫ, ҫисе пӑхма та пултарчӗҫ, концерт курчӗҫ.
Республикӑри шкул ачисем тата вӗрентекенсем хушшинче купӑстана халалласа темиҫе номинаципе пултарулӑх конкурсӗсем иртнӗ. Пухӑннисем фото ӑстисен сӑнӳкерчӗкӗсемпе, ҫыру ӑстисен хайлавӗсемпе те хаваспах паллашрӗҫ. Кунтах ҫак ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисене диплом тата парнесем парса чысларӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |