Раштавӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти 10-мӗш шкулта Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе пуху иртнӗ. Унта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ.
Ҫак ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси унчченех паллӑччӗ. Ун чухне ҫынсен шӑпине татса паманччӗ-ха. Хальхинче халӑха епле вырнаҫтарас ыйтӑва татса панӑ.
Алексей Ладыков пухура икӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ — ҫынсене кашни тӑваткал метршӑн 40-45 пин тенкӗ компенсаци тӳлесси. Иккӗмӗшӗ — халӑх тата муниципалитет вӑйӗпе ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси. Кун хыҫҫӑн ҫынсене ҫӗнӗ ҫуртра пӳлӗмсене тӳлевсӗр парӗҫ. Хушма тӑваткал метрсемшӗн вара тӳлеме тивӗ, анчах йӳнӗрех хакпа — 30 пине яхӑн тенкӗ 1 тӑваткал метршӑн.
Иккӗмӗш варинта ҫынсем ытларах кӑмӑлланӑ. Ара, халӗ компенсаци тӳленӗ укҫапа пӳлӗм туянма йывӑртарах. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫма вара питӗ кӑмӑллӑ.
Пухура Лебедев ячӗллӗ лицее вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ ҫынсем валли пур услови те туса пани пирки пӗлтернӗ: юсав ӗҫӗсем тунӑ, электросетьсене ҫӗнетнӗ. Унта ҫынсем вӑхӑтлӑха регистрациленме те пултараҫҫӗ-мӗн.
Пухӑва пухӑннисем кӑсӑклантаракан ыйтусен хуравне пӗлнӗ.
Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи хӑйӗн 85 ҫулхине халалласа «Юлташсемпе пӗрле» халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗн концертне пухнӑ. Унта баянпа, аккоредонпа вылякансем, хӗлӗхлӗ инструментпа вылякансем калакансем хутшӑннӑ.
Халӑх инструменчӗсем, уйрӑмах — баян, Раҫҫейре яланах анлӑ сарӑлнӑ тесе палӑртать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗн дирекцийӗ 1930 ҫултах гармоникӑпа халӑх инструменчӗсен класне сарассипе ҫав енӗпе штата анлӑлатасси пирки ыйту хускатнӑ-мӗн. Анчах ун чухне преподавательсене тупайман. Ку енӗпе уйрӑма 1945 ҫулта кӑна уҫайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енре халӑх инструмент искусствине сарма май килнӗ. Хальхи, юбилей концертӗнче, баянпа, аккордеонпа, тӑмрапа, балалайкӑпа, кӗслепе, гитарӑпа калакансем хӑйсен ӑсталӑхне пур енлӗн кӑтартнӑ.
Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, баянпа аккоредон уйрӑмӗн ертсе пыракан педагогӗ Александр Белянкин уҫнӑ. Унтан А. Вивальдипе И.С. Бахӑн a-moll концерчӗн финалне янӑратнӑ. Ӑна чуна тивертмелле выляканӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Баранов ертсе пыракан ансамбль.
Вырӑс драма театрӗн ҫурчӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче «ҫавра» дата паллӑ тунӑ. Ҫук-ха, уявласах ларман. Анчах историпе культура енчен республика пӗлтерӗшлӗ палӑк шутланакан ҫав ҫурт 55 ҫул тултарни пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче уйрӑммӑн ҫырсах пӗлтернӗ.
Ҫурта шӑп та лӑп 55 ҫул каялла, раштавӑн 4-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Малтан унта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ вырнаҫнӑ. Вырӑс драма театрӗ унта 1982 ҫулта куҫса пынӑ.
Строительство ӗҫӗсене 1957 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ. Ҫурт адресӗ ун чухне I-мӗш Кӑнтӑр ҫурмаҫул ҫаври ятлӑ урамра шутланнӑ. Паян ӑна Гагарин урамӗ теҫҫӗ.
Республика пӗлтерӗшлӗ историпе культура объекчӗ пулса тӑма пултарнӑ ҫурта Феофан Сергеев чӑваш архитекторӗ проектланӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫурта унтанпа темиҫе хутчен те ҫӗнетсе юсанӑ-ха, ҫапах та авторӑн тӗп шухӑшне пӑсман.
Сӑнсем (7)
Шупашкар хулинче урамри хунарсем валли кӑҫал 2 миллион тенкӗ таран уйӑрма хатӗр. «Кӗмӗле» тӗп хулари 26 пине яхӑн ҫутӑ объекчӗ валли ямалла. Ҫак ӗҫе кам пурнӑҫласси ятарлӑ аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Конкурса ырана, раштавӑн 8-мӗшне, палӑртнӑ.
Аукционта ҫӗнтернӗ подряд организацийӗн хунарсене тӗрӗслеме, тасатма, юпасене юсама, кирлӗ тӗк ҫӗнетме тивӗ. Мӗнпур ӗҫе ҫӗнтерӳҫӗн раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле.
Шупашкарта пурӑнакансем хула урамӗсене ҫутатассипе ыйту ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем хунарсене 23 сехетре сӳнтернишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ялти пирки вара каламӑпӑр та...
Юпа уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан, 15 ҫулти Дария Перевезенева лотерейӑра 857 пин тенкӗ выляса илнӗ. Вӗсем ҫак билета ҫемйипе пӗрле туяннӑ. Лотерея выляттарнӑ кун ҫемье пуҫӗ телевизор умӗнче ларнӑ, тухнӑ хисепсене чӗрсе пынӑ. Ыттисем хӑйсен ӗҫӗсемпе кайнӑ.
Ҫемье пуҫӗн мӑшӑрӗ чи малтанах ӗненмен. Тӗнче тетелне кӗрсе хисепсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗненме тивнӗ. Унччен ҫемье 50-200 тенкӗ ҫеҫ выляса илме пултарнӑ.
Дария киле таврӑнсан ашшӗпе амӑшӗ хӗрне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ара, билета вӑл туяннӑ та. Укҫана ашшӗпе амӑшӗ Мускава кайса илнӗ. Перевезенцевсем выляса илнӗ тупӑшпа хваттере лайӑхлатнӑ.
Ҫӗнӗ Лапсарти Совхоз урамӗнчи 1-мӗш ҫурт айккинчен ҫеҫ лайӑх пек курӑнать. Шалта вара — нӳрӗклӗх, маччаран шыв анать, кӗтессенче пӑнтӑх… Стенасем те ҫирӗпех мар-мӗн.
Унта пурӑнакан ҫынсем кун тӗлӗшпе темӗн те тӑваҫҫӗ — юсавшӑн нумайрах укҫа тӳлеҫҫӗ, тӑррине лайӑхлатмашкӑн та укҫа пухаҫҫӗ. Анчах управляющи компанийӗ вырӑнтан тапранасшӑн мар курӑнать.
Ав Сергей Ивановӑн хваттерӗнче темиҫе ҫул каялла стена — бетон плита — 10 сантиметр тайӑннӑ. Хушӑкран алӑ та кӗрет. Хӗлле вар — ҫил. Сергей Пластинин хваттерӗнче савӑтсем лартса тухнӑ. Ара, маччаран тумлать. Вӗсене хӗлле те илмеҫҫӗ — ҫанталӑк ӑшӑтрӗ-тӗк…
Хут тӑрӑх, ҫивиттине юсанӑ имӗш. Ӑна тумашкӑн ҫынсем унчченхи управляющи компанинчен те ыйтнӑ. Анчах лешсем яланах сӑлтав тупнӑ. Хальхи компани вара пулӑшма тӑнӑ. Анчах ҫивиттине улӑштарма 2,5 миллион тенкӗ кирлӗ-мӗн. Ун чухлӗ укҫа ҫук. Ҫавӑнпа тӑррин пӗр пайне ҫеҫ улӑштарма йышӑннӑ.
«Лапсарская» управляющи компанийӗн директорӗ Владимир Осанов ҫурт авариллӗ лару-тӑрура пулнине пӗлтерет. «Пӗлтӗр сирӗн ҫурта 861 пин тенкӗ янӑ, кӑҫал — 621 пин тенкӗ. Эпир япӑх ӗҫлетпӗр-им?
Шупашкара кӳрсе килнӗ хризантемӑсенче сиенлӗ трипс тупса палӑртнӑ. «Агава» тулли мар явапла общество Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленине Ижевск тата Чаллӑ Ҫыр хулисенчен килнӗ карантинри ӳсентӑран килни пирки пӗлтернӗ. Савӑтра ӳсекен 1028 чечек сиенлӗ пулнӑ-мӗн.
Патшалӑх инспекторӗсем хрезантемӑн темиҫе ҫеҫкине тӗрӗслемешкӗн илнӗ, Чӑваш Енри фитосанитари тата карантинри ӳсентӑранӑн уйрӑмне ярса панӑ.
Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн чечексенче чӗрӗ имаго тата трипс хуртне тупса палӑртнӑ. Сиенлӗ организм сарӑласран Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ «Агава» обществӑна килнӗ партирен — 30 хризантемӑран — хӑтӑлма хушнӑ. Ҫапла майпа организаци вӗсене ҫунтарса тӗп тунӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Чӑваш чӗлхи комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта тӑватӑ ыйтупа калаҫма планланӑччӗ, анчах виҫҫӗшне кӑна сӳтсе явма тӳр килчӗ. Пӗрремӗш ыйтӑва — Шупашкар хулин тата Патӑрьел район администрацийӗсем Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи чӗлхесем ҫинчен» калакан саккуна мӗнле пурнӑҫласа пыни пирки — хайхи явап тытмалли ҫынсем килменнине сӳтсе явмасӑр хӑварма тиврӗ. Комисси ертӳҫи Юрий Исаев кун пирки Элтепер администрацине шалӑп ҫырма хушрӗ.
Иккӗмӗш ыйтура географи объекчӗсемпе ҫул-йӗр кӑтартмӑшӗсене саккун хушнӑ пек икӗ чӗлхепе ҫырассине йӗркелесси пулчӗ. Кунта вара комисси пайташӗсем «Чӑваш Республикинче административлӑ правӑна пӑснисем ҫинчен» калакан саккуна улшӑнусем кӗртсе йӗркене пӑсакансене штраф тӳллетермелле тума сӗнчӗҫ. Хайхи кунашкалли пушкӑртсен пур иккен — унта икӗ чӗлхепе ҫырмасан, тӗслӗхрен, должноҫри ҫынсем 2–5 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех уйрӑм ҫыннӑн чӗлхепе ҫыхӑннӑ прависене хӳтӗлеме Элтепер ҫумӗнче ятарлӑ полномочиллӗ ҫыннӑн — чӗлхе омбудсменӗн — должноҫне туса хума сӗнчӗҫ.
Шупашкар Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленет. Урамсем каҫсерен йӑлтӑртатаҫҫӗ, чӑрӑшсем ҫуталаҫҫӗ. Ҫитес ҫул — качака ҫулӗ.
Кӑҫал Ленин проспектӗнче качакана, флисран тунӑскере, пӑрлӑ трон ҫине лартӗҫ. Кун пирки Шупашкарти Ленин район администрацийӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул паллине Александр Жигарев ӑста хатӗрлӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ӑна раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ валли хатӗрлӗҫ.
Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна туса пӗтересси каллех иккӗленӳллӗ-мӗн. Ӑна, тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ та. Анчах ӗҫе раштав уйӑхне куҫарнӑ.
Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Ӗҫ халӗ те ниепле вӗҫленеймест. Ӗҫе вӗҫлемелли срока куҫарчӗҫ, ҫав вырӑнта инкек те пулчӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗр йӑтӑннипе унта арҫын вилнӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ объекта раштавӑн 24-мӗшӗнче вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӳк пуҫламӑшӗнчен унта бригадӑсем виҫӗ сменӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ.
Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлес тесен подряд организацийӗсем валли укҫа-тенкӗ тупмалла. Администраци ку ыйтӑва эрне вӗҫӗччен татса памалла. Подряд организацийӗсем укҫа илсен, 20 миллион тенкӗ, стройматериалсем вӑхӑтра ҫитӗҫ, ҫавна май ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн та вӑхӑтра хута каймалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |