Республика Ҫӗнӗ ҫул уявне хатӗрленет. Республика тӳремӗнче чӑрӑш лартма тытӑннӑ. Хулара Ҫӗнӗ ҫул программи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче старт илет.
Хула администрацийӗ уяв умӗн Ҫӗнӗ ҫул бульварӗ йӗркелеме шухӑшланӑ. Шупашкарта ҫулталӑкне икӗ хут Пултарулӑх бульварӗ иртет тӗк Ҫӗнӗ ҫулхине мӗншӗн йӗркелес мар? Ҫапла палӑртнӑ администрацире.
— Вал Ҫӗнӗ ҫулхи ярмӑрккӑ хулине ҫаврӑнӗ. Унта куравсем йӗркелӗҫ. Унтах раштавӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа уяв чӑрӑшӗсене сутӗҫ, — тенӗ хула администрацийӗн культура управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова.
Кунашкал ярмӑрккӑсем Европӑра анлӑ сарӑлнӑ. Анчах Шупашкарти унран уйрӑлса тӑрӗ. Шопингсӑр пуҫне ҫынсен савнисем валли парне хатӗрлеме май пулӗ. Урамра ӑшӑ пӳртре ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ.
Бульвар тӑрӑх юмахри сӑнарсем те ҫӳрӗҫ. Унта Хӗл мучипе хускану та тӑвӗҫ. Урапа (машина) хуҫисене те хавхалантарма шухӑшланӑ. «Урхамахне» хитрелетекен водительсем 100 литр бензин тивӗҫме пултарӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче чӑваш кӗвви янӑранӑ. Унта республика шайӗнче ҫамрӑк юрӑҫсен «Шуҫӑм» I конкурсӗ иртнӗ. Конкурсҫӑсем сцена ҫинче чӑваш композиторӗсен хайлавӗсене шӑрантарнӑ.
Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна наци кӗвӗ ӳнерне сыхласа хӑварас, ӑна аталантарас тӗллевпе ирттернӗ.
Конкурс «Фортопиано» (соло), «Халӑх инструменчӗ» (соло), «Академи вокалӗ» (соло), «Пӗтӗмӗшле фортопиано» (соло), «Хор юрлани» номинацисемпе иртнӗ. Кашни конкурсҫӑ чӑваш композиторӗсен икӗ тӗрлӗ хайлавне юрланӑ. Унта Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри вӗренекенсемпе студентсем, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти 54-мӗш шкул, Шупашкарти ача-пӑча музыкин 3-мӗш шкулӗн вӗренекенӗсем хутшӑннӑ.
Республикӑн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн ӗҫченӗсем ҫак эрнери кӗҫнерникун Ача кунне палӑртасшӑн.
Пӗтӗм ҫӗршывӗпе иртекен ҫак кун инспекторсем Шупашкарти тӗп урамсене тухӗҫ. Пӗчӗк ачасене вӗсем аякранах ҫутӑ курӑнакан ятарлӑ лентӑсем тата чӗнӳллӗ канихветсем валеҫӗҫ.
Пропагандӑпа ӗҫлекен инспекторсем шкул ачисемпе тата ача пахчине ҫӳрекенсемпе тӗлпулма та палӑртаҫҫӗ. Курнӑҫура вӗсем ҫул-йӗр правилине пӑхӑнмалли пирки аса илтерӗҫ. Пульницӑра сипленекен шӑпӑрлансене те манмӗҫ. Вӗсене Ача кунӗпе саламлӗҫ, хӑвӑртрах сывалма сунӗҫ.
Ҫул-йӗрпе патруль службин экипажӗсем ачасем уйрӑмах йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче тӑрӗҫ, водительсем ҫул-йӗр правилине епле пӑхӑннине сӑнӗҫ.
Акци ирттернӗ май шкул ачисене Патшалӑх автоинспекцийӗн музейне кӗртсе кӑтартма та палӑртнӑ. Вӑл Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн тӗп ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Унта 1937 ҫулхи юпан 5-мӗшӗнчен пуҫласа пухнӑ материалсемпе пуянлатнӑ. Экскурси хыҫҫӑн ачасене ҫул-йӗр правилисене хӑнӑхтаракан мульфильм кӑтартӗҫ.
Сӑмах май, ачасемлӗ ҫул ҫинчи инкексем ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 186 хутчен пулса иртнӗ, вӗсенче пилӗк ача вилнӗ, 204-ӑн суранланнӑ.
Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисемсӗр пуҫне вӗренӳ заведенийӗн литература пурнӑҫне те аталантараҫҫӗ тесе пӗлтерет республикӑн Культура министерстви.
Ӗҫе училище ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хурӑмсем кӗртсе пырать, ӑна кӗртнӗ чух ачасен кӑсӑкланӑвне тата хальхи вӑхӑтри коммуникацисен хатӗрсене тӗпе хурать-мӗн. Ҫавна кура черетлӗ мероприятие халӑх тетелӗнче ҫутатма йышӑннӑ. Литература фотоконкурсне асӑннӑ меслетпе усӑ куракансене явӑҫтарнине кура музыка училищин пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем йышланнӑ имӗш.
Конкурса вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Наталия Иванова йӗркеленӗ те ачасем хаваспах хутшӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ. Конкурса хутшӑнакансем литературӑри паллӑ сӑнарсем евӗр ӳкерӗннӗ.
Сасӑлава хутшӑннисем эстрадӑн музыка ӳнерӗ уйрӑмӑн 1-мӗш курсӗнче вӗренекен Анастасия Егоркина (хӑй вӑл Кӳкеҫрен) ӗҫне пысӑка хураса хакланине кура вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑна вӗрсе каламалли инструментсен уйрӑмӗнче 2-мӗш курсра пӗлӗве туптакан Любовь Гаврилова тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — фортепиано уйрӑмӗнчи 3-мӗш курс студентки Анна Васильева.
Республикӑра ҫемье пултарулӑхӗн «Ҫемье мастерскойӗ» конкурс-куравӗ иртмелле. Ӑна кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Декораципе ӗҫлев ӳнерне чӗртсе тӑратас, упраса хӑвара стата аталантарас, ӳнерӗн ҫав енӗпе аппаланакан пултаруллӑ ҫемьесене палӑртас тӗллевпе, ӳсекен ӑрӑва ҫав ӑсталӑхпа туслаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Чӳкӗн 15-мӗшӗнче Чутай районӗнчи культурӑпа кану центрӗнче зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Пӑрачкав тата Етӗрне районӗсенчи пултаруллӑ ҫемьесем хутшӑннӑ.
Етӗрне районӗнчен унта икӗ ҫемье хутшӑннӑ. Пӗрисем — Етӗрне ял тӑрӑхне кӗрекен Мӑрсакассинчи Григорьевсем, теприсем — Урпаш ял тӑрӑхӗнчи Анатри Ирҫери Максимовсем.
Григорьевсен ҫемйи ҫыхма ӑста. Вӗсем мӗн кӑна ӑсталамаҫҫӗ-тӗр! Ҫак пултарулӑха вӗсем ламран лама парса пыраҫҫӗ. Курава кукамӑшӗн, Агреппина Тимофеевнан, унӑн хӗрӗн Ольга Анатольевнан тата мӑнукӗн Дарьян ӗҫӗсене тӑратнӑ.
Максимовсем тӗрлеме ӑста. Ҫак йӑла кукамӑшӗн амӑшӗнчен, Вера Спиридовнӑран, пуҫланса кайнӑ. Халӗ хӑй вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах ҫамрӑк ӑру чун киленӗҫне малалла тӑснӑ. Унӑн хӗрӗ Роналия Марковна кайран хӑйӗн хӗрне Иринӑна, лешӗ хӑйӗн хӗрне Розӑна хӑнӑхтарнӑ.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑранпа, республикӑра инкеклӗ лару-тӑрӑва пӑрахӑҫланӑранпа вӑхӑт самай иртрӗ ӗнтӗ. Анчах ҫав вӑхӑта аса илтерекенни пур-ха. Республикӑри ҫулсен хӗррипе хуҫӑлса аннӑ йывӑҫсем йӑваннине иртен-ҫӳрен куратех.
Ку кӑна мар. Шупашкарта та ӳкнӗ йывӑҫсене пуҫтарса ӗлкӗреймен иккен. Шупашкар хула администрацийӗн чиновникӗсем планеркӑра хулари районсен пуҫлӑхӗсен, коммунальщиксен ӗҫӗпе кӑмӑлсӑррине палӑртнӑ. Картишсенче хуҫӑлнӑ йывӑҫсене ахаль ҫынсем кӑна мар, влаҫрисем те кураҫҫӗ вӗт.
Пӑрлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн юлнӑ йывӑҫсене пуҫтарманнине кура планеркӑра Алексей Ладыковпа Леонид Черкесов районсен тата управляющи компанисен пуҫлӑхӗсем умне тӗллев лартнӑ: йӑлтах пуҫтармалла!
Аса илтерер: юпа уйӑхӗнче ҫунӑ пӑрлӑ ҫумӑра пула республикӑри 515 ял шар курнӑ, унта 100 пин ҫын пурӑнать. Юпан 19-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ республикӑра инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине йышӑннӑ.
Чи илемлӗ пикесен конкурсне ирттересси модӑна кӗчӗ темелле-ши — ӑна кашни тӑрӑхрах ирттереҫҫӗ. Чӑваш Енре те кӗҫех «Чӑваш пики» конкурс пулӗ. Ку кӑна мар — республикӑра хӑлха илтмен хӗрсен хушшинче те чи илемлине палӑртӗҫ.
«Шӑпӑрт Чӑваш Ен» мисӗ» конкурс Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн йӗркелӳҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, конкурс тӗллевӗ — сусӑрсене пулӑшасси, вӗсен йышӗнчи чи пултаруллисене палӑртасси. Конкурса патшалӑх, коммерци, общество организацийӗсене сусӑрсен ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарас тӗллевпе те ирттереҫҫӗ.
Конкурсҫӑсем хӑйсен артист пултарулӑхне, спорт енӗпе аталаннине, сцена ҫинче тытма пӗлнине кӑтартӗҫ.
Мероприяти 14 сехетре пуҫланӗ. Унта пурне те тӳлевсӗрех кӗртеҫҫӗ. Аса илтерер: ку конкурса Чӑваш Енре 2006 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Унта хӑлха илтмен 15-17 ҫулсенчи пикесем хутшӑнаҫҫӗ.
Монополипе кӗрешекенсем Шупашкар хула администрацийӗ пӗр усламҫӑна хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма вырӑн уйӑрса пама ыйтнине тивӗҫтерменнине палӑртнӑ.
Монополипе кӗрешекенсем патне хайхи ҫын ҫынсене урапапа тата лаша ҫине лартса ярӑнтарас шухӑш тытнине пӗлтернӗ. Анчах хула администрацийӗ тивӗҫлӗ аукцион ирттерсе ҫавӑн пек вырӑна палӑртма васкамасть-мӗн.
Монополипе кӗрешекенсем кун ура хума юрамасть тесе хула администрацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Ӑна пурнӑҫа кӗртсе хула администрацийӗн вырӑн уйӑрса пама раштавӑн 26-мӗшӗччен конкурс ирттермелле. Тата, паллах, ҫав вырӑн ӑҫта пулмаллине палӑртмалла.
Республикӑн автоинспекцийӗнче ӗҫлекенсем ҫул-йӗр ҫинче вилнисене асӑнса ҫак вырсарникун Шупашкарти хӗрарӑмсен мӑнастирӗнче Панихида ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ӑна Ҫул-йӗр ҫинчи инкекре шар курнисене асӑнса ирттереҫҫӗ. Ун пек куна 2005 ҫултанпа пӗтӗм тӗнчипе палӑртаҫҫӗ.
Асӑну кунӗнче Шупашкар тӑрӑх автоаварие лексе лапчӑнса ларнӑ, инкек вӑхӑтӗнче ҫынсем вилнӗ машина хӑпартса лартнӑ эвакуатор ярӗҫ. Машина ҫине ҫул ҫинче мӗн чухлӗ ҫын шар курнине кӑтартакан цифра ҫырса хурӗҫ.
Сӑмах май каласан, Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑна ҫул ҫинче 1587 инкек пулнӑ. Вӗсенче 203 ҫын вилнӗ, 1898 ҫын суранланнӑ.
Ҫӗршыври 45 регионти пекех пирӗн тӑрӑхра та «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программа пурнӑҫа кӗме тытӑнмалла. 2017 ҫулхи утӑн 1-мӗшӗччен 210 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хӑпартмалла. Вӑл программӑпа хӑпартакан ҫурт-йӗрӗн пӗр тӑваткал метрӗн хакӗ 30 пинтен иртмелле мар. Тӑкаксене йӳнетес тесе ҫурт тӑвӑм организацийӗсене патшалӑх хыснинчен кашни тӑваткал метр пуҫне 4 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
Эконом-класлӑ ҫурт-йӗр ӑҫта тата мӗнле организаци хӑпартассине палӑртнӑ ӗнтӗ. Тӑватӑ проекта ҫаксене суйласа илнӗ:
Шупашкарти «Соляное» микрорайонти «Алза» пӗр тӑваткал метра 30 пин тенкӗпе хӑпартӗ. Ҫӗрпӳри «Южный-2» микрорайонта «ПМК-8» пӗр тӑваткал метрне 27,8896 пин тенкӗпе тума шантарнӑ. Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнчи сахал хутлӑ ҫурт-йӗре пӗр тӑваткал метрне «Тус» общество 30 пин тенкӗпе ҫӗклесе лартӗ. Шупашкарти «Гремячево» микрорайонти хваттерсене 30 пин тенкӗпе «Устра» общество ҫӗклемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |