Пӗлтӗр Шупашкарта мӑшӑрсем, пӗрлешнипе танлаштарсан, сахалрах уйрӑлнӑ. Вырӑнти администраци пӗлтернӗ тӑрӑх, ят улӑштаракан та нумайрах пулнӑ.
Пӗлтӗр 3235 мӑшӑр пӗрлешнӗ. 2022 ҫулта ку кӑтарту 151 мӑшӑр сахалрах пулнӑ. 2023 ҫулта, 2022 ҫулпа танлаштарсан, уйрӑлакан сахалрах пулнӑ: пӗлтӗр 2023 ҫемье арканнӑ.
Пӗлтӗр 430 ҫын ятне улӑштарнӑ. Унчченхи ҫул вара кун пеккисем 334 ҫын пулнӑ.
77 ҫулти Светлана Васильева кӑрлач уйӑхӗн варринче картишре юр тасатма шутланӑ. Анчах ӑнсӑртран чӗри тӗлӗнче ыратнине туйнӑ. Кӳрши ӑна хӑйӗн машинипе Шупашкара леҫнӗ, мӗншӗн тесен васкавлӑ медпулӑшӑва юр нумай ҫунине пула унта ҫитме йывӑр пулнӑ.
Кардиодиспансерта ӑна часрах операци сӗтелӗ ҫине вырттарнӑ. Чӗрине стент лартнӑ, анчах кайран миокард ҫурӑлса кайнӑ та хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ пушшех те начарланнӑ.
Тухтӑрсем Мускаври специалистсемпе канашланӑ. Ҫулӗсем пур та, хӗрарӑма федераци центрне илсе кайяман. Ҫапла тухтӑрсем йывӑр операцие хӑйсемех тума йышӑннӑ. Бригадӑна Вадим Бабокин ертсе пынӑ. Операци 5 сехете тӑсӑлнӑ. Телее, ватӑ хӗрарӑм ӑна лайӑхах чӑтса ирттернӗ, унӑн халӗ реабилитаци тапхӑрӗ пырать.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Тиля Хазанзун концертмейстер ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа концерт лартса парӗҫ. Унӑн ячӗ Чӑваш Енӗн профессилле музыка ӳнерӗнче ылтӑн саспаллипе ҫырӑнса юлӗ.
Тиля Хазанзун — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн пӗрремӗш концертмейстерӗ тата Шупашкарти музыка училищин педагогӗ пулнӑ. Училищӗре вӑл концертмейстер класӗн тата камера ансамблӗн уйрӑмне йӗркелесе янӑ.
Ятлӑ-сумлӑ чӑваш композиторсем ӑна пӗрремӗш номерлӗ концертмейстер теме юатнӑ. Раҫҫейӗн Чӑваш радион фончӗсем валли хайлавсем ҫырса илнӗ чухне концертмейстер пулма яланах Тиля Хазанзуна шаннӑ.
«Музыкальное приношение» программӑна музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсем хутшӑнӗҫ. Концертмейстерӑн тӑванӗсене те йыхравланӑ.
Ҫитес вӑхӑтра Чӑваш Ене Калмӑк Республикинчи тӗн еткерлӗхне илсе килӗҫ. Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пирӗн пата Элистан епархийӗн ҫветтуйӗсем ҫитӗҫ.
Вӗсем - Риза Господня пайне упракан хӗрес-мощевик тата Матрона Московскаян ковчегӗ. Вӗсене Шупашкарти Введени кафедра соборӗнче кӗтсе илӗҫ. Унта кӗлле Савватий митрополит ертсе пырӗ.
Ҫветтуйсем соборта пушӑн 31-мӗшӗччен пулӗҫ. Кайран вӗсене республикӑри чиркӳсене илсе кайӗҫ. Ҫветтуйсем Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 28-мӗшӗччен пулӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын пӗлтӗр кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче 6 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Вӑл арӑмӗ пулнӑ хӗрарӑм тата ывӑлӗ пурӑнакан хваттере килсе ҫӳренӗ, хирӗҫнӗ. Ача вара амӑшне хӳтӗленӗ. Куншӑн ашшӗ ӑна хӗненӗ, тумтир упрамалли ещӗке питӗрсе хунӑ.
Куншӑн арҫынна явап тыттарнӑ. Судра вӑл айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ. Ҫапла мӗншӗн хӑтланнине те ӑнлантарнӑ: ӳсӗр пулнипе.
Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 3 ҫул.
Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнчен Шупашкарта ял хуҫалӑх ярмӑрккисем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Вӑл яланхи пекех виҫӗ лапамра иртӗ: «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ умӗнче, «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, Эльгер урамӗнчи фермерсен суту-илӳ речӗсенче.
Ярмӑрккӑра республикӑри производительсем тата Чӑвашпотребсоюз организацийӗсем ял хуҫалӑх продукцине сутӗҫ. Пахча ҫимӗҫ, пулӑ, аш-какай, сӗт юр-варӗ, вӑрлӑх… - темӗн те туянма май пулӗ унта. Суту-илӳ вырӑнне йышӑннӑшӑн укҫа тӳлемелле мар. Ҫавна май продукци йӳнӗрех пулӗ.
Хурлӑхлӑ хыпар: Борис Филатов фотограф вилнӗ. Вӑл 59 ҫулта пулнӑ.
Борис Евгеньевич 1965 ҫулта Йошкар-Олара ҫуралнӑ, «Марийская правда» тата «Советская Россия» хаҫатсенче фотокорреспондентра ӗҫленӗ. 2000 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ. Борис Филатов ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн фотографӗ пулнӑ.
Борис Евгеньевичпа ӑҫта тата хӑҫан сывпуллашассине хальлӗхе пӗлтермен.
Паян — социаллӑ ӗҫӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗ. Соцаллӑ ӗҫчен пулса пур ҫын та ӗҫлеймест. Хӑшӗсем яваплӑх пирки тӗплӗнрех ыйтса пӗлсенех хӑраса ӳкеҫҫӗ, теприсен чӑтӑмлӑхӗ темиҫе уйӑхран пӗтет. Анчах Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти Галина Кузьмина пеккисем те пур.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗскер чылай ҫул ача пахчинче тӑрӑшнӑ. «Ӗҫӗм питӗ килӗшетчӗ. Анчах атте чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн ватӑсене пулӑшмаллине ӑнланса илтӗм», — аса илет Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта тӑрӑшакан Галина Владимировна.
Ҫак ҫула суйласа илнӗшӗн Галина Кузьмина пӗртте ӳкӗнмен. «Ӑна ватӑсем питӗ юратаҫҫӗ. Кашни пымассерен ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Тем туса та пулӑшать вӑл», — каласа кӑтартаҫҫӗ маларах асӑннӑ социаллӑ центрта.
Этем ӗҫпе кӑна пурӑнаймасть. Галина Владимировнӑн чун киленӗҫӗ — пулла ҫӳресси. Унта вӑл упӑшкипе Борис Валерьевичпа ҫул тытать. Каҫ выртамалла та каяҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм кафере арҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ. Анчах савӑнӑҫ нумая пыман, арҫынсенчен пӗри ӳсӗр хӗрарӑмӑн телефонне туртса илсе тарнӑ.
Пӑтӑрмах пирки 37 ҫулти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисене пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 11 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Ушкӑн хулари Декабристсен урамӗнчи кафере пулнӑ. Тӗрӗсрех, апатлану ҫуртӗнчен тухсан, урамра.
Ҫаратакан арҫынна йӗрке хуралҫисем часах тытса чарнӑ. Вӑл такси тытса ларса кайма тӑнӑ, анчах ӗлкӗреймен. 49 ҫулти арҫын судпа унччен те темиҫе хутчен айӑпланнӑскер иккен.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем Тулӑра пулнӑ. Унта вӗсем пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ирех тухса кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 15, 16 тата 17-мӗшӗсенче артистсем Тулӑри М. Горький ячӗллӗ патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче спектакльсем кӑтартнӑ.
Тулӑри куракансем пурӗ тӑватӑ спектакль пӑхма пултарнӑ: Д. Нигрогӑ «Тайны семьи Рейвенскрофт» детективне, Э.-Э. Шмиттӑн «Тектоника чувств» тата К. Гольдонин «Венецианские близнецы» камичӗсене, А. Белозеровӑн «Солдат и Змей Горынович» юмахне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |