Паян 11 сехет те 20 минутра Ҫӗрпӳ округӗнче авари пулнӑ. Шел те, инкекре ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Унта ВАЗ-2114 тата фура ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ВАЗ-2114 иномаркӑпа ҫапӑнасран пӑрӑннӑ та фура ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машинӑра малта ларнӑ 46 ҫулти хӗрарӑм вилмеллех аманнӑ. Водителе тата тепӗр икӗ пассажира пульницӑна илсе кайнӑ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла тӗпчеҫҫӗ.