Меценатсем тӑрӑшнипе Шупашкарти Трактор историйӗн музейӗ экспонатсемпе пуянланнӑ. Унта тӑватӑ трактор илсе килнӗ. Пӗри – Хабаровск крайӗнчен.
Экспонатсен йышӗнче ДТ-54 /Волгоградри трактор савучӗ/, ТТ-2 /Хабаровск крайӗ/, Т-25 /Владимирти трактор савучӗ/, К-20 /Кироври трактор савучӗ/. Ҫак техникӑсене реконструкци тӑвӗҫ.
ДТ-54 трактора Алексей Платонов скверӗнчи постамент ҫине вырнаҫтарасшӑн. Ҫавӑн пекех ҫак кунсенче музейра Италире иртнӗ ӗмӗрте туса кӑларнӑ икӗ трактор вырӑн тупнӑ. Вӗсем – вӑхӑтлӑха кӑна.
Шупашкарти 29 ҫулти арҫын ултавҫӑсене 7 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ун патне 1 уйӑх каялла Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗн ӗҫченӗ шӑнкӑравлана имӗш, арҫыннӑн харпӑр кабинетне такамсем кӗни пирки пӗлтернӗ.
Унтан арҫын «банк ӗҫченӗпе», «ФСБ ӗҫченӗпе» калаҫнӑ, лешсем ӑна укҫине счет ҫинчен хывма, кредит илме ӳкӗте кӗртнӗ. Кун пирки никама та калама хушман. Унтан ӑна ҫӗнӗ телефон туянтарса сарӑм лартма хушнӑ. Арҫын виртуаллӑ карттӑ уҫса пӗтӗм укҫине куҫарса панӑ.
Хӑйне улталанине вӑл юлашкинчен кӑна ӑнланнӑ. Ултавҫӑсем ӑна хӗрхеннӗ пекки те тунӑ, вӗсен колл-центрӗ Украинӑри Днепрта пулнине пӗлтернӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 48 ҫулти хӗрарӑм Тӗп пасара кайса банкоматра укҫа илнӗ, ӑна «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма тӑнӑ. Юрать-ха, ҫакна туса ӗлкӗреймен – ӑна вӑхӑтра чарнӑ.
Палламан ҫынсем ӑна анлӑ сарӑлнӑ схемӑпа улталанӑ. Укҫине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтсан хӗрарӑм банкомат умне пынӑ. Вӑл 45 пин тенкине куҫарса ӗлкӗрнӗ. Ҫав вӑхӑтра ун патне пасар ӗҫченӗ пырса банкомата ҫурӑмӗпе хупласа укҫана куҫарма чарнӑ, ултавҫӑсем пирки каланӑ, часрах полицие кайма сӗннӗ.
Халӗ ҫав хӗрарӑм пасар ӗҫченне тав туса пӗтереймест. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкара Атӑл тӑрӑх хӑна ишсе килнӗ. Вӑл пирӗн пата хӑй тунӑ ишмелли хатӗрпе ҫитнӗ.
Унӑн транспорчӗ – вӗрсе хӑпартмалли 6 метрлӑ катамаран. Арҫын-ҫыравҫӑ унпа Чулхуларан Шупашкара пилӗк кун ишнӗ. Ҫанталӑк япӑх пулсан та арҫын-ҫыравҫӑ Шупашкара чиперех ишсе ҫитнӗ. Вӑл - ҫулҫӳревҫӗ.
.
Чӑваш Енӗн тӗп хулине «Аэрофлот» авиакомпани вӗҫме пуҫлӗ. Шупашкарти аэропортра пӗлтернӗ тӑрӑх, авиакомпанипе ку ыйтупа чылайранпа калаҫу ирттернӗ, халӗ вара ӳкӗте кӗртме пултарнӑ.
Шупашкартан авиапассажирсем ҫӳресси йышланни тата республикӑн экономика хӑвачӗ лайӑххи (аэропортра ҫапла пӗлтернӗ) ҫӗршыври пысӑк авиакомпанипе ҫыхӑну тытма май панӑ.
«Аэрофлот» ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа вӗҫме тытӑнӗ. Вӑхӑчӗ пассажирсемшӗн питех те меллӗ: Мускава самолёт Шупашкартан кунсерен 7 сехетре вӗҫсе кайӗ, Шупашкара 23 сехет те 30 минутра вӗҫсе килӗ.
Самолёт Шереметьево аэропорта илсе кайӗ. «Airbus 320» самолётра 158 пассажир вырнаҫать: 150 эконом-вырӑн, 8 – «бизнес» класли.
Шупашкарӑн 555 ҫулхине ҫурла уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче уявлӗҫ. Ун чухне Шупашкара легендарлӑ «Стрижи» пилот ушкӑнӗ тата халӑх юратакан ҫӗршыври паллӑ юрӑҫ Шаман килӗҫ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ пысӑк объект: спорт, вӗренӳ учрежденийӗсем, промышленность производствисем, туризмпа хӑнасене йышӑнакан объектсем уҫӑлӗҫ. Юсаса ҫӗнетнӗ Шупашкарти аэропорта та кӑҫал уҫасшӑн.
Ҫак кунсенче Канаш округӗнчи сунар базинче сунар йыттисен куравӗ пулнӑ. Вӑл кӑҫалхипе 65-мӗш хут иртнӗ.
Мероприятие Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Елчӗк, Йӗпреҫ, Красноармейски, Вӑрнар, Патӑрьел округӗсенчи, Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чулхула тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи 57 йытӑ хутшӑннӑ. Паллах, вӗсен хуҫисем те пулнӑ.
Курва ҫулсерен сунар йыттисен пахалӑхне палӑртас, ӑратлӑ производительсене суйлас, ҫитӗнӗвӗсене кӑтартас, опытпа ылмашӑнас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль пуласси пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл филармонире ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 18 сехетре уҫӑлӗ. Ун чухне реставрациленӗ «Чапаев» ятлӑ фильм кӑтартӗҫ. Ку кинокартинӑна 1934 ҫулта Георгий тата Сергей Васильевсем ӳкернӗ.
Кинофестивальте ача-пӑча программи те пулӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, киносесанссем тӳлевсӗрех пулӗҫ. Йыхрав билечӗсене сеанс умӗн кассӑра илме пулать.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗ Канаш, Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисене округсемпе пӗрлештересси пирки йышӑну тунӑ.
Улатӑр тата Ҫӗмӗрле округӗсенче 20-шер депутат пулӗ, Канаш округӗнче - 31. Вӗсене пӗр мандатлӑ округсемпе виҫӗ ҫуллӑха суйлӗҫ. Куҫӑм тапхӑрӗ - 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен.
Ҫапла халӗ республикӑра уйрӑм статуслӑ икӗ хула ҫеҫ юлнӑ: Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
Шупашкар хулинче пурӑнакан икӗ пӗр тӑван пӗр кунта 1,5 миллион ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ҫав укҫан ытларах пайне вӗсем кивҫен илнӗ. Ултавҫӑсемпе ватӑсем пӗр хваттерте, юнашар пӳлӗмсенче, калаҫса ларнӑ.
Йӗрке хуралҫисенчен 68 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун патне Патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнчен текен арҫын шӑнкӑравланӑ. Кинемее вӑл ун ячӗпе такам кредит илесшӗн тесе хӑратса ӳкернӗ. Ҫав вӑхӑтра хӗрарӑм хӑйӗн 72 ҫулти аппӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Ҫынна шанакан хӗрарӑм хӑйӗн телефонӗ ҫине ятарлӑ приложени вырнаҫтарнӑ. Ултавҫӑсем кӗҫех аппӑшӗ патне те шӑнкӑравланӑ. Вӑл тепӗр пӳлӗмре пулнӑ. Вӑл та ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ. Ултавҫӑсене иккӗшӗ пӗтӗмпе 1,5 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав укҫан пысӑк пайне кредит илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 737 - 739 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |